Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăмăлланă ĕçре нумай çул вăй хуракан урăх ĕç вырăнĕ шырама шутламасть. Анчах пурнăçра хăш чух урăхларах та пулса тухать. Кĕтмен çĕртен ыйтмасăрах çӳлтисем шутланипе сана урăх çĕре куçарма пултараççĕ. 1985 çулта Павăлăн çавăн пек «кĕтмен телей» пулса тухрĕ. Çĕнĕ ĕçре палламан çынсем çамрăк специалиста ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пĕр уйăх пĕрле ĕçлесен Павăлăн çĕнĕ юлташĕсем лайăх специалистсем çеç мар, ĕç хыççăн хăйсене кăмăла каякан ĕçсемпе вăхăчĕсене ирттерни паллă пулчĕ. Кам пулă тытма юратать, кам гаражра машинипе савăнса чакаланать, нумайăшĕ вара пилĕк-ултă сотка çĕрĕ çинче ĕçлеме кăмăл тăваççĕ. Пĕрле пуçтарăнсан мĕн кăна каласа памаççĕ пулĕ пĕр-пĕрне. Пĕрин хăярĕ тухăçлă пулнă, теприн помидорĕсем хĕрелнĕ – ниçта хураймасть, хăй икĕ банка çеç тăварланă пулин те. Виççĕмĕшĕ купăстапа кишĕр нумай туса илессе шанать. Павăл çамрăк-ха. Ун ялти ашшĕпе амăшĕн вăтăр ултă сотăй çĕрсĕр пуçне урăх нимĕн те çук. Ку çĕр лаптăкĕ çинче вĕсем çĕрулми çитĕнтереççĕ.
Кĕркунне çĕрулми кăларма вăхăт çитрĕ. Павăл канмалли кунсене яла васкарĕ. Унăн икĕ кун хушши тар тăкса çĕрулми кăларма тӳр килчĕ. Тунтикун ĕçе пуçăнас умĕн ĕçтешĕсем яланхи пекех канмалли кунсене мĕнле ирттернине сӳтсе яврĕç.
-Павăл, эсĕ яла çĕрулми кăларма кайнă терĕç. Каласа пар-ха, миçе витре кăларса илтĕр/- ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ çĕр ĕçне кăмăллакан ĕçтешĕ.
-Эпир витрепе нихçан та шутламан, - тĕлĕнсе хурав пачĕ Павăл.
-Йăнăш ыйтрăм пуль, миçе михĕ пулчĕ вара/- çĕнĕрен ыйтрĕ пилĕк сотăйра тухăç лартса тăвакан ĕçтешĕ.
-Пирĕн килте те, ялта та çĕрулмине михĕпе виçмеççĕ, - тĕлĕннĕçем тĕлĕнсе пырать Павăл çак ыйтусене хуравласа.
-Мĕнпе виçетĕр вара эсир пахчăрти çĕрулмине/ - куçне чарса пăрахса, сассине хăпартса ыйтать хайхи.
-Çĕрулми тухăçне эпир нӳхреппе виçетпĕр.Пĕр анкартирен виçĕ нӳхреп кăларса илтĕмĕр. Пĕр нӳхрепе пĕр трактор урапи çĕрулми кĕрет, - каласа ăнлантарчĕ Павăл.
Мĕн чухлĕ кăларса илнине пĕлсен юлташĕсем лăпланчĕç, урăх ыйту памарĕç.
Çакăн хыççăн хулари çĕр ĕçченĕ-сем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанса калаçас умĕн малтан Павăлăн тухăçне ыйтса пĕлчĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 196, Хаçат: 11 (1360), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: