Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат редакци тĕпелне самай çулланнă хĕрарăм килсе кĕчĕ. Инсульт хыççăн хăрах алли ĕçлемест хăйĕн, хăрах ури те çĕкленесшĕн мар. Вырăс хĕрарăмĕ чăвашсем патне хăй тахçан Чăваш Республикинчи Канаш педучилищинче пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене шыраса тупас тĕллевпе килнĕ. Калаçса кайнă май хăйĕн паянхи нуши пирки пĕлтермесĕр те пултараймарĕ вăл.
- Хваттер ман пушă ларать. Тепĕр начар ĕçе явăçса кĕрсе каясран сыхласа хĕр хăй патне пурăнма илчĕ. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, 46 пин тенкĕлĕх шыв тасатмалли фильтр ларать ман хваттерте! – пуçларĕ вăл сăмахне.
Чăнах та, ĕненме те пулать, тĕрлĕ пенси илекен пур, тĕрлĕ пурнăçпа пурăнакан.
- Пĕррехинче алăкран шăнкăртаттарчĕç, икĕ çамрăк çын тăрать. Сирĕн кранран юхакан шыв питĕ таса мар, çавăнпа та ятарласа фильтр илсе килтĕмĕр теççĕ.
Ĕнентĕм. Хăйсем илсе килнĕ вараланчăк шыва фильтр урлă кăларса ĕçтерчĕç – тутлă, тăп-тăрă шыв! Мана фильтр туянма сĕнеççĕ.
Унăн хакĕ 70 пин, сире 46 пинпех паратпăр, паян пирĕн шăпах пенсионерсем валли скидка теççĕ. Каллех ĕнентĕм, савăнтăм. Тульккă ман çак лайăх япалана туянма укçа çук тетĕп. Ан кулян, кивçенле паратпăр теççĕ хайхисем. Кирлĕ мар, ман кредит ахаль те пур ĕнтĕ. Пенси укçи те сакăр пин кăна. Икĕ кредит тӳлесен ман мĕн çисе пурăнмалла, хваттершĕн мĕнпе тӳлемелле, – ыйтатăп çамрăк çынсенчен.
-Эпир нумай тӳлемелле тумастпăр, майĕпен тӳлесе тататăр, - лăплантарчĕç мана. Калаçтарчĕç, ӳкĕтлерĕç, улталарĕç...
Мĕнле пуçпа, мĕнле куçпа пăхса документсем çине алă пуснине хам та сисмерĕм. Ман крана фильтрпа çыхăнтарса та хăварчĕç. Сĕтел çинче пĕр тĕрке хут юлчĕ – кредит тӳлемелли. Вăт çавăн пек историе лекрĕм! Халь прокурорсем патне çӳретĕп, пулăшу ыйтатăп, заявлени çыратăп. Кредит укçине пĕр хутчен 2400 тенкĕ тӳлерĕм, урăх каймарăм. Халь унăн сумми пенипе пĕрле 62 пине çитнĕ терĕç. Эсир ман пек ухмах ан пулăр, - терĕ пире асăрхаттарса.
Анчах хĕрарăмăн нуши кунпа вĕçленмен иккен. Фильтр урлă тухнă «таса» шыва ĕçсе унăн çăварĕ пăсăлать. Тухтăр патне кайсан чир ку шывран аллерги пулнипе тапраннине пĕлтерет. Тата хĕрарăмăн сипленме укçа тăккалама тивет.
Шухăшламалли нумай. Çав çамрăксем йышши ултавçăсем пирки телевизорпа та пĕрре кăна мар кăтартнă, хаçатра та çыратпăр, кӳршĕсем те каласа параççĕ – пурĕпĕр серепене лекетпĕр! Мĕнле сăмах пĕлеççĕ-ши çавăн пек сутуçăсем/ Хăш самантра çын пуçне çавăрттараççĕ-ши/
 
: 627, Хаçат: 11 (1360), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: