Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
 
Юррăмсемшĕн юнăмпа хĕретĕп
Çуллахи черченкĕ çереме.
Юрăшăн вута-шыва кĕретĕп,-
Вилĕме каятăп вĕлерме.
Валентин УРТАШ.
 
«Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята пурăннă чухне илсе ĕлкĕреймен, ĕмĕрĕ сĕре те кĕске пулнă, аллă çула çитеймесĕрех çут тĕнчерен уйрăлнă, апла пулин те, ун чухнех чăваш халăхĕ ăна чăннипех хăйĕн çыравçи вырăнне хурса хакланă, çак туйăма юрăçă-сăвăç хăй те лайăх туйса пурăннă Валентин Андреевич Яковлев-Урташа халаллатăп.
Автор.
 
ЧĂНЛĂХА ЮРАТНĂРАН
 
(Пĕрремĕш сыпăк)
 
1935 çулхи пуш уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕ. Çуркунне кăçал ытла та ир килчĕ. Çанталăк икĕ-виçĕ кун ăшăтса тăнипех юр кĕсел пек çемçелсе кайрĕ. Сăрт тăррисем, çӳллĕрех вырăнсем юр ирĕлсе пĕтнипе, шурă катанпир çине тĕл-тĕл хура кайăк хурса çĕлетнĕ витĕнкĕч евĕрлĕ курăнаççĕ. Унăн сăнĕ куллен-кун улшăнса пырать. Кĕмĕл евĕр йăлтăртатса выртакан юр кĕрчĕсем те сайралса юлчĕç ĕнтĕ. Çуна йĕрĕсем тăрăх шăнкăртатса шыв юхать. Лапамрах çĕрте пысăк кӳ-лленчĕксем пухăнса тăраççĕ. Çурхи хаяр çил, хутран-ситрен варкăшса килсе, кӳлленчĕксенчи шыва чӳхентерет... Катрам-катрам пĕлĕтсем хушшинчен йăраланса тухнă хĕвел вăрăм урисемпе юханшыв çинелле кармашать.
Чăнлă шывĕ Раккассине кăнтăр енчен ыталаса илсе Элшел çумĕпе явкаланакан Сĕвене юхса кĕрет. Вăл та кăçал иртерех вăраннă. Тĕрлĕ енчен юхса кĕрекен çырмасен шывĕпе пуянланса хăпарнă. Тĕлĕ-тĕлĕпе пăр çийĕ эрешмен карти пек çуркаланнă. Хăш-пĕр вырăнсенче мăкăрăлса тухнă. Юханшывăн пăрланнă çийĕ çурхи шывпа витĕннĕ. Çанталăк çакăн пек ăшă тăрсан Чăнлă паян-ыран пăртан тасалма пултарать. Çак вăхăта аслăраххисем, яш-кĕрĕм, ача-пăча чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пулăçсем атмисене, сĕрекисене хатĕрлесе хунă. Юханшыври пăр тапраннă вăхăт ял çыннисене савăнтарать те, шиклентерет те. Хăш-пĕр çулсенче шыв çырмаран тухса ял анисем вĕçнех çитет. Çерем шыв айне юлать. Анасен вĕçĕнче вырнаçнă мунчасем, нӳхрепсем сарăлнă шыв тыткăнне çакланаççĕ. Ача-пăчашăн çеç çак вăхăт хăрушшăн туйăнмасть, çырмара пĕр-пĕрне хирсе юхакан пăр катăкĕсем хыççăн кăшкăрса чупаççĕ. Хăюллăраххисем вĕсем çине хăпарса кайма та хăрамаççĕ. Хăйсене чăн-чăн паттăрсем вырăнĕнче туйса шыв юххипе ярăнаççĕ...
Кунсем самай вăрăмланнă ĕнтĕ. Раккассисем хуçалăхĕсенчи ĕçсене майлаштарсан сĕм тĕттĕм пуличченех çывăрма хатĕрленеççĕ. Краççын ламписем çутса çункăçа пĕтересшĕн мар. Шкула çӳрекен ачисене те урокĕсене çутăлла тума хăнăхтарнă. Яшсемпе хĕрупраçсемшĕн çурхи пурнăç саккунĕ урăхларах. Ĕçсенчен пушаннă хыççăн эреветлĕрех тумĕсене тăхăнаççĕ те пĕр-пĕр çурт умĕнче купаланса выртакан пĕрене тавраш çине, чăхсем каштана ларнă евĕр, вырнаçса лараççĕ. Авалтан упранса юлнă халăх вăййисене выляççĕ, юрлаççĕ, такмаклаççĕ, юмах-халап юптараççĕ. Пĕр-пĕрне куç хывнă мăшăрсем улах вырăнсем шыраççĕ...
Энтрипе Евтук çур çĕр çитичченех тĕрлĕ ĕçсемпе аппаланса час çывăрма выртаймарĕç. Кил хуçи, вăтам çемьере çуралса ӳснĕскер, граждан вăрçине хутшăнса тыткăнра нумай терт курнăскер, ял хуçалăхĕ-сем йĕркеленнĕ пĕрремĕш çулсенчех пĕрлехи хуçалăха кĕнĕскер, пурнăç тути-масине хура тар юхтарса астивнĕ. Уншăн пурнăç тĕшши – ачисене вĕрентсе çын çине кăларасси. Мăшăрне те хăй пеккинех шыраса тупнă. Хăй вĕренме пултараймасан та Евтук аванах пĕлӳ илнĕ. Вăл правленире бухгалтер ĕçĕсене пурнăçлать. Энтри ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ ĕçсенче вăхăтне ирттерет. Ăна ял çыннисем ылтăн алăллă теççĕ. Платник, çĕвĕç, кăмака-каланккă маçтăрĕ... Колхозăн лаша кӳлмелли хатĕрĕсене те вăлах йĕркене кĕртсе тăрать.
Яковлевсен çемйи пысăк. Ляванттипе Суя çитĕннĕ ĕнтĕ. Асли авланса çемье çавăрнă. Ашшĕ пек тĕрĕслĕ-хшĕн хыпса çунать. Суя – паян-ыран качча кайма хатĕр хӳхĕм хĕрупраç. Амăшĕ ĕçе кайсан пĕтĕм кил-йыша хăй çинче тытса тăрать. Çавăн пиркиех пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан малалла вĕренме каяймарĕ. Хăйĕнчен кĕçĕнтерех Лисука, Аннана, Валяна вĕрентесшĕн телей кайăкне Раккассинче юлсах тытма тĕв турĕ.
- Пиллĕкмĕш хур йăвине явса пĕтеретĕп те çывăрма выртатăп. Хурсем çăмарта тума тытăнĕç. Картишне сапнă кĕл çинче чакаланаççĕ. Хăйăр, тăм, кăмрăк çиеççĕ. Хур аçи амисене таптанине те куркалатăп, - терĕ Энтри урайĕнче хăвасенчен хур йăви маçтăрласа лараканскер.
- Эпĕ те саплама тытăннă чăлхасене майлаштаратăп та канма выртăп. Тăватă сехетрен тăмалла. Ачасем шкула кайнă çĕре яшка пĕçермелле. Председатель ял пухăвĕ пуçтарасшăн. Çурхи акана хатĕрленмелли ĕçсем пирки халăхпа канашласа пăхасшăн, - калаçрĕ ĕçленĕ май Евтук.
Çурхи каç питĕ хăвăрт иртсе каять. Кил хуçипе мăшăрĕ ачисем çывăрса тăнă çĕре хуçалăхри ĕçсене те майлаштарма ĕлкĕрчĕç. Ăшă пӳртре купăста яшки шăрши сарăлчĕ. Çемье апата ларчĕ. Сĕтел варрине лартнă пысăк тăм чашкăран ашшĕ маçтăрланă йывăç кашăксемпе апатланчĕç. Килте пĕçернĕ çавра ыраш çăкăрĕ куç умĕнчех пĕчĕкленсе пычĕ.
- Ачамсем, Чăнлă пăрĕ паян тапранма та пултарать. Шыв çыран хĕрринех çитнĕ. Асăрхануллă пулăр, - чун тĕпренчĕкĕсен куçĕсенчен пăхса ăс пачĕ кил хуçи.
- Анне, атте, паян класс пухăвĕ пулнине манса ан кайăр, - хăюллăн калаçрĕ виççĕмĕш класра вĕренекен Валя. – Иван Яковлевич хыттăн асăрхаттарчĕ. Кайран концерт пулать. Эпĕ те хутшăнатăп.
- Юрĕ, ывăлăм, эпĕ пыраймастăп. Икĕ ура та шалтан туртăнса ыратать. Евтук, вăхăт тупса кайма тăрăш ĕнтĕ. Ачана вĕрентекенĕ умĕнче намăслантарар мар, - терĕ Энтри мăшăрĕ çине пăхса.
Ял пухăвĕ председатель лашасене çуракине хатĕрлесси çинчен калаçнипех иртсе кайрĕ. Халăх клуб çенĕкне тухрĕ. Арçынсем ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса чĕлĕмĕсене чĕртсе ячĕç.
Евтук тӳрех урама тухрĕ. Клуб умĕнче уткаласа çӳресе председатель тухасса кĕтрĕ. Колхоз пуçлăхĕ пухăннисемпе сывпуллашса, колхозниксен ыйтăвĕсене хуравласа правление васкарĕ.
- Евтук, эсĕ мĕншĕн кунта тăратăн/ - ыйтрĕ хуçа.
- Валя класс пухăвне пыма ыйтнăччĕ. Сана асăрхаттарас тесе кĕтсе тăратăп.
- Каях, ара, унта камăн та пулин каймаллах. Ывăлу кулянма пултарать.
Евтук шкула çитнĕ çĕре пуху пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Вăл шăппăн кăна класс алăкне уçса чи кайри парта хушшине кĕрсе ларчĕ.
- Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕренӳ çулĕн виççĕмĕш чĕрĕкĕ вĕçленсе пырать. Эпĕ маларах асăрхаттарнине тепĕр хут калатăп. Евдокия Сергеевна, кăштах каярах килнĕскер, пĕлтĕр тетĕп.
- Каçарăр, Иван Яковлевич, ял пухăвĕ пĕтмесĕр тухса килеймерĕм, - ура çине тăрса каларĕ Евтук.
- Тархасшăн, ачăрсене куçăрсенчен ан вĕçертĕр. Паян, тен, пăр кайма пултарĕ. Евдокия Сергеевна, Валя çинчен калас пулсан ывăлăрпа мухтанма пултаратăр. Пур предметсемпе те лайăх тата питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах чăваш чĕлхипе тăван сăмах урокĕсене кăмăллать. Вăл сирĕ-ншĕн пĕчĕк парне хатĕрлерĕ.
Виççĕмĕш класра вĕренекенсен концерчĕ Евтукшăн пысăк савăнăçпа пуçланчĕ.
Юратса чунтан ĕçлерĕм
Эп колхозăн хирĕнче.
- Эс мĕн туса кун вĕçлерĕн,
Выртрăн Чăнлă хĕрринче/
 
Кăнтăрлаччен эп çӳрерĕм
Пусакра çырла пухса.
Кăнтăрла иртсен чӳклерĕм
Хам пуркăри çырлана.
 
Пуш пуркăма алла тытса
Суллантăм эп килелле.
Чăнлă хĕррине çитсессĕн
Выртрăм унăн хĕррине.
 
Уçă сывлăш илĕртетчĕ:
- Тата кăштă кан-ха, - тет -
Çынсем ĕçрен таврăниччен
Канма вăхăт пур-ха, - тет.
 
Сывламасăр итлесе ларакан ашшĕ-амăшĕ сăвă вĕçленсен ура çине тăрса алă çупрĕ. Евтукăн куçĕ шывланчĕ. Ара, унăн ывăлĕ, Валя, халăх умне тухса пĕрремĕш сăввине каласа пачĕ вĕт-ха! Хăйне мĕнле тыта пĕлет-ха тата: хăва пек тӳррĕн тăрса, пуçне каçăртса, аллипе сулкаласа хыттăн, хăюллăн, пĕр вăтанмасăр каларĕ сăввине.
- Ашшĕ-амăшĕ! Валяна эпĕ пулăшман. Сăввинчи пĕр сăмахне те улăштарман. Веçех хăй тĕллĕн çырнă, - терĕ ачана мухтаса Иван Яковлевич. – Раккассинче поэт ӳссе çитĕнни куçкĕрет. Евдокия Сергеевна, пирĕн ăна аталанма пулăшмаллах.
Евтук килне васкамарĕ-ха. Ĕç кунĕ уншăн каçхине ултă сехетчен, хăш-пĕр чухне çиччĕ-саккăрччен тăсăлать. Вăл чунĕнче хавхаланса правление çул тытрĕ.
Пуху вĕçленсен председатель правлени членĕсемпе бригадирсене, коммунистсемпе комсомолецсене пуçтарнă иккен. Евтук пырса кĕнĕ çĕре вăл хĕрсе кайсах калаçатчĕ.
- Тăвансем, эпир кунта пурнăç пирки калаçма пухăннă. Çапла-и/ Çапла. – Вăл кăштах ӳсĕркелесе илчĕ. – Пухура каларăм-ха. Юрамасть капла. Пысăк айăп турăмăр, тăвансем! Тырă акса ӳстерсе илейменни – çĕртен кулни. Çĕре мăшкăллани. Кунтан пысăк çылăх çук. Мускав пĕлет вĕт. Паян чаплă çынсем тырă акса-туса герой ятне илни çинчен пĕлтĕмĕр. Кун пек ĕçлесен – Мускав пирĕн валли те пĕр-пĕр ят шухăшласа кăларĕ. Ялсенче ĕçлеççĕ, çăкăр тăваççĕ. Патшалăха пама та, сутмалăх та, çимелĕх те пур. Эпир мĕн/ Икĕ çул тырă илеймерĕмĕр. Вăрлăхĕ те çук. Начар ят таврана сарăлса çитет. Чăнласах ĕçлеме тытăнар. Лайăх ĕçлекен колхозсем çине пăхса ĕçлер. Пирĕн халь вăй та, çамрăксем те пур. Бригадирсене улăштарса лартсан та чăрмантармасть пек, ман шухăшпа... Чаплă ят сарăлтăр. Çав колхозра çавăн пек тесе калаччăр. Мускавран килсе курччăр! Тĕрĕс вĕт!
 
(Малалли пулать.)
 
: 624, Хаçат: 11 (1360), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: