Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче облаçри чăваш хĕрĕсемпе хĕрачисен «Сарпике» тата «Пĕчĕк çăлтăр» конкурссем иртрĕç.
Ăна Чăваш культура центрĕ, УОЧНКА тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи йĕркелерĕç.
 
Илемлĕх ăмăртăвне 19 хĕрача хутшăнчĕ: аслисем – çиччĕн, кĕçĕннисем – вуниккĕн.
Уяв Ульяновскри 11-мĕш ача садне çӳрекенсем «Çветтуй Раççей» музыкăпа ташă композиципе пуçланчĕ (тĕрлĕ халăх тумлĕ ачасем регионта йышлă пурăнакан тĕп халăхсен юрри-ташшине кăтартрĕç), 50-мĕш ача сачĕн ачисем моряксен ташшине ташларĕç.
Конкурса уçма Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн директорĕ Нурия Туркова тата УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев ирĕк илчĕç.
- Кăçал «Сарпике» 16-мĕш хут иртет, «Пĕчĕк çăлтăр» – пĕрремĕш. Илемлĕхе туйма, чăн-чăн кил хуçи хĕрарăмĕ пулма мĕн пĕчĕкрен вĕренсе пыни – çамрăк ăрăва пурнăç валли хатĕрлес ĕçри пысăк çитĕнӳ тесе шутлатăп. Пĕчĕккисем ӳсеççĕ, сарпике пулаççĕ. Çакăн пек конкурссенче сире малашне те курма хавас. Паян пурне те çитĕнӳ, çĕнтерӳ сунатăп, - терĕ Нурия Туркова.
Олег Мустаев çапла каларĕ:
- Çирĕм-çирĕм пилĕк çул каялла пĕр сцена çинче çакăн пек темиçе халăх ачисем наци тумĕ-семпе пĕр кăшăла тăрса юрă-ташă кăтартасси пирки ĕмĕтленмен те. Нацисен туслăхĕ çирĕ-пленнĕ май кашни халăхăн хăй культурине вăйлăрах аталантармалли майĕсем ӳссе пыраççĕ. Çакна паянхи мероприяти те кăтартса парĕ.
Конкурс хĕрӳ иртрĕ. Аслисемпе кĕçĕннисем уйрăмшарăн мар, хутăш ăмăртрĕç.
Конкурсанткăсем сцена çине çапла номерсемпе тухса пычĕç: Виктория Адамова (Ирçел, 10 çул), Кристина Арбузова (Вăта Тимĕрçен, 9 çул), Елена Агайкина (Вăта Тимĕрçен, 16 çул), Елена Биктеева (Каша, 5 çул), Ульяна Борисова (Çĕнĕ Улхаш, 8 çул), Ангелина Адамова (Ирçел, 17 çул), Ульяна Грузина (Каша, 7 çул), Александра Краснова (Ульяновск, 6 çул), Светлана Бахтинова (Ульяновск, 19 çул), Юлия Лапшина (Вăта Тимĕрçен, 10 çул), Елена Майрабеева (Ульяновск, 18 çул), Настя Натюнова (Ирçел, 6 çул), Милана Сандркина (Чăвашкасси, 16 çул), Виктория Семеленова (Кивĕ Улхаш, 7 çул), Яна Сидорова (Кунтикав, 10 çул), Ксения Узалукова (Ульяновск, 16 çул), Ульяна Ширтанова (Пухтел, 8 çул), Полина Семеленова (Кивĕ Улхаш, 17 çул), Алиса Шкапова (Салмановка, 10 çул).
Малтан маттурсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Çакна кашни хăй евĕрлĕ турĕ: кам сăвăпа, кам калавпа, кам юрăпа. Итлеме пурне те кăмăллă пулчĕ. «Килсе çитрĕм васкаса «Пĕчĕк çăлтăр» конкурса, «Пин-пин çул иртсен те чăваш калаçĕ, ташлĕ, юрлĕ чăвашлах!», «Чăвашла эп калаçатăп, чăваш пулнипе мухтанатăп», – пĕтĕмлетрĕ нумайăшĕ.
Иккĕмĕш – ăс-тăн ăмăртăвĕнче – пĕчĕккисем чăвашла пĕлнине лайăх кăтартрĕç. Хăш-пĕр сăмахсене ачасем чăвашла куçарма пĕлменнин (тĕслĕхрен, вишня, редиска, гусь, лук) сăлтавне – аслисем калаçура çак сăмахсемпе усă курманнипе çыхăнтарас килет.
Виççĕмĕш ăмăрту – пултарулăхпа çыхăнчĕ. Конкурсанткăсенчен ытларахăшĕ кăçал ташă хатĕрлесе килнĕ. Юрлакансем те, сăвă калакансем те пулчĕç. Ташласси вара вăл, юрласси пекех – пысăк искусство пулнине хатĕрлекенсен манмалла мар.
Чăваш апат-çимĕç конкурсĕнче те тĕлĕнмелли пурччĕ. Пĕчĕккисем, паллах, апат-çимĕçне амăшĕ, асламăшĕ е кукамăшĕ пĕçерсе панине пытармарĕç. Урăхла пулма та пултараймасть. Чăваш çимĕçне мĕнле пĕçермелли пирки питĕ ăста каласа, хăшĕсем кăтартса пачĕç. Тĕслĕ-хрен, кашасем – Ульяна Грузинан ашшĕ-амăшĕ кăмака макетне илсе килнĕ, хĕрача ун умĕнче пысăк çын пек кăштăртатрĕ, хуплу "пĕçерчĕ"* Елена Биктеева хуплу пĕçернине ташă урлă кăтартса пачĕ. Темĕн те пĕр пĕçерсе килнĕ вĕсем – хуплу, шăрттан, кăвакал, пӳремеч, хуран кукли, сутĕн, çăмарта хăпартни, чăкăт, тăварланă çу. Чăкăчĕсемпе шăрттанĕсене чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ, сĕтел çине апата артист пек кăтартса лартрĕç, юрă та юрласа пачĕç. Нумайăшĕ жюрие апат-çимĕçпе тата чăваш сăрипе сăйлама тăрăшрĕ.
Конкурсанткăсем чăваш тумне кăтартни – уява çаврăнчĕ, сцена çинче вĕсем акăш пек илемлĕ те тӳрĕ утрĕç. Курма килнисем чăтса тăраймарĕç – хĕрсене чечек çыххисем парнелерĕç.
Жюри членĕсене хĕрсене тата вĕсен пултарулăхне хаклама çăмăл пулмарĕ. Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр директорĕ Н.М.Туркова, УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев, паллă хореограф Д.В.Ионова, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.А.Коваленко, УОЧНКАн ĕçтăвком членĕ Ф.Т.Улендеева, И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин председателĕн çумĕ П.И.Петров хĕрачасемпе пикесен пултарулăхне хакланă май балсем лартса пынă. Пухăннă балсен суммипе çĕнтерӳçĕ-сене палăртнă.
«Сарпике-2016» ята Ирçел пики, 10-мĕш класра вĕренекен Ангелина Адамова çĕнсе илчĕ. Ульяновск облаçĕнчи пĕрремĕш «Пĕчĕк çăлтăр» – Ульяновск районĕнчи Салмановка хĕрачи Алиса Шкапова. Вĕсене ятарлă парнесемпе, чечек çыххисемпе саламларĕç, умĕсене хăю çакса ячĕç. Пĕлтĕрхи «Сарпике-2015» конкурсăн çĕнтерӳçи Наталья Портнова коронине хывса Ангелина Адамована тăхăнтартнă.
Конкурсанткăсенчен кашниех диплома, УОЧНКА тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи хатĕрленĕ парнисене тивĕçрĕç.
Тăхтав вăхăтĕнче куракансене чăваш юрри-ташшипе Людмила Белова, Мария Ямщикова, Кристина Никитина тата çамрăксен "Илем" ушкăнĕнчи хĕрсем савăнтарчĕç.
Мероприятие Настя Ахмеровапа Дарья Емельянова студенткăсем ертсе пычĕç.
Пĕтĕмĕшле каласан, конкурса кашни питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ, ачасем пурте пултаруллă, тумĕсем ытармалла мар илемлĕ, юрри-ташши – пăхса тăранма çук. Талантсем пирĕн пĕтмен-ха, пур, çитĕнеççĕ. Çакна "Пĕчĕк çăлтăрсен" ăмăртăвĕ аван кăтартса пачĕ.
Шел пулин те çакăн пек конкурссенче кашни кăмăлне тивĕçтерме тăрăшсан та пурне тӳрех шута илме çук. Йĕрекеннисем те, вăрçаканнисем те тупăнчĕç. Нумайăшĕ çĕнтерӳçĕсене кăна мар, номинацисене те палăртмаллаччĕ тесе кăмăлсăрланчĕ. «Пĕчĕк çăлтăр» пĕрремĕш хут иртнипе, тен, çитменлĕхсем пулчĕç. Малашне «Сарпике» тата «Пĕчĕк çăлтăр» конкурссене пĕр-пĕринчен уйăрса уйрăмшарăн ирттерме сĕнес килет. Кун пек тусан номинацисене палăртма та май пулĕ.
 
: 659, Хаçат: 12 (1361), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: