Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Эпир тăван чĕлхепе калаçсан, ăна ачасене вĕрентсен – халăх пурăнать-ха!)
 
2015 çулта РФ Президенчĕ çумĕнчи нацисем хушшинчи хутшăнăвăн тата вырăс чĕлхи канашĕсен пĕрлĕхлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Владимир Путин Раççейри пур чĕлхесене те сыхласа хăвармалли тата аталантармалли майсем туса памалли пирки каланă.
 
Президентăн хушăвне пурнăçласа пушăн 2- мĕшĕнче Ульяновск облаçĕ-нче «Поликультурное образование как фактор укрепления национальной идентичности» форум старт илнĕ. Унта кашни муниципаллă пĕрлĕхри тăван чĕлхене вĕрентекен вĕренӳ учрежденийĕ хутшăннă. Малтан мероприятисем районсен тăватă ушкăнĕнче иртнĕ. Вĕсенче облаçри халăхсен культурипе йăли-йĕркине, пурнăçне кăтартса панă, алĕçĕсен куравне йĕркеленĕ, ларусем, уçă уроксем, маçтăр-классем, концертсем кăтартнă, ачасемпе ашшĕ-амăшне халăх вăййисене выляттарнă.
Ульяновск хулинче пушăн 14-мĕшĕнче форум шайĕнче пĕр харăс 7 çĕрте нацисен культурипе чĕлхе аталанăвне халалланă мероприяти иртнĕ: 64-мĕш, 55-мĕш, 13-мĕш шкулсенче, 20-мĕш тата 200-мĕш ача сачĕсенче, 17-мĕш «Содружество» вулавăшра тата «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра. Темиçе тĕрлĕ ятлă пулсан та çав тĕлпулусенче çĕкленĕ ыйту пĕр пулнă – нацисен чĕлхисене аталантарса çĕршыв пĕрлĕ-хне сыхласа хăварасси. Пирĕн регионта та, Раççейре те тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ. Тутарсемпе чăвашсем, вырăссемпе мăкшăсем – кӳршĕсем. Çитĕнекен ăрăва кӳршĕ халăх çыннисене, вĕсен культурипе йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентмелле. Пĕчĕкрен, ача садĕнчен тытăнса халăхсен культурипе паллаштармалла.
Пушăн 15-мĕшĕнче облаçри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх центрĕ-нче çак форумăн икĕ эрнери ĕçне пĕтĕмлетрĕç.
Анлă пуху тытăнас умĕн шкулсемпе ача сачĕсем, вулавăшсемпе музейсем, «Канаш», «Ялгат», «Эмет» наци хаçачĕ-семпе уйрăм çыравçăсем куравсем йĕркелерĕç. Унта тĕрлĕ халăхсен ĕлĕкхи çи-пуçĕпе, тĕррисемпе, теттисемпе тата пуканисемпе паллашма май пулчĕ. Курава пынисем Чăнлă районĕн вĕрентекенĕсен – Г.А. Стаканован тата Р.А. Корнилован (Ирçел шкулĕ), Л.В. Чумакинан (Анат Тимĕрçен), Барăш районĕнчи Т.В. Рупасован (Ĕшке), Тереньга районĕнчи Л.П. Иванова (Скугареевка) – тĕррисемпе, В.Н.Тарават çыравçăн кĕнекисемпе паллашрĕç.
Анлă пуху ĕçне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Ульяновск облаçĕн вĕренӳпе ăслăлăх министрĕ Екатерина Уба, Мускаври «Просвещение» издательство çурчĕн тĕп директорĕ Владимир Узун, Раççейри вĕренӳ аталанăвĕн федераллă институчĕн доценчĕ, вĕренӳри этнокультура стартегийĕн центрĕн ертӳçи Ольга Артеменко, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăх институчĕн директорĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Юрий Исаев, Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн ĕçтăвком членĕ Шамсия Зигангирова тата шкулсенче тăван чĕлхепе литературăна, çав шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Пухăва Екатерина Уба ертсе пычĕ. Салам сăмахне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр каларĕ. Вăл тăван чĕлхене вĕрентессинчи çивĕч ыйтусене çĕклерĕ.
-Ку мероприяти пирĕн регионшăн кăна мар, Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕ-шлĕ, мĕншĕн тесен Ульяновск облаçĕ нумай нациллĕ. Хальхи вăхăтра облаçра 120 ытла тĕрлĕ халăх пурăнать.
Паянхи тĕлпулу – шкулсенче чăваш, тутар, мордва тата вырăс чĕлхисемпе литературине вĕрентекенсен пĕрремĕш пĕрлехи анлă пухăвĕ. Çапла эпир регионта пурăнакан тĕп халăхсене пурне те тимлĕх уйăратпăр. Унччен тутарсем учительсен съездне ирттерчĕç. Унта вĕсем пĕр халăхăн ыйтăвĕсене кăна пăхса тухнă. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес, культурăна аталантарас ĕçри йывăрлăхсемпе çитменлĕхсем кашни халăхăн пĕр. Çавăнпа вĕсене пурин те пĕрле пухăнса татса памалла тесе шутлатăп.
Çитес вăхăтра çак тĕп задачăсене пурнăçламалла:
- тăван чĕлхене вĕрентекен учительсен ассоциацине йĕркелемелле*
- çав ассоциаципе хальхи вăхăтра хастар ĕçлекен вырăс чĕлхи учителĕ-сен ассоциацийĕ хушшинче килĕшӳ тумалла*
- тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекен учительсен анлă пухăвне ирттерессине йăлана кĕртмелле*
- ытти регионсенчи педагогсемпе культура ĕçченĕсене чĕнсе илсе облаçра регионсем хушшинчи методикăпа ăслăлăх центрĕ туса хумалла*
- облаçри таврапĕлӳ учебникĕсенче кашни халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарни пулмалла*
- кăçалхи ака уйăхĕнче Димитровградри «Юность» лагерьте Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культурипе этнокультура сменине ирттермелле, - терĕ кĕпĕрнаттăр.
Малашнехи сăмахĕнче вăл чĕлхе – хуть те мĕнле халăхăн – иртнине, хальхине тата пулассине çыхăнтаракан культура тĕшши пулнине, вăл наци характерне йĕркеленине, халăхăн генетика палли пулнине, çавăнпа та ăна куçа упранă пек упрама, ăруран ăрăва парса пымаллине палăртрĕ. Тăван чĕлхепе культурăна сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçре наципе культура автономийĕсен тӳпине пысăк хак парса тав турĕ.
-Эпир тăван чĕлхепе калаçсан, ăна ачасене вĕрентсен – халăх пурăнать-ха! Тăван чĕлхепе культурăна вĕренни пире Тăван çĕршыв хакне чунпа ăнланакан, ăна юратакан, кирлĕ пулсан хӳтĕлекен чăн-чăн патриотсене çитĕнтерме пулăшать. РФ Президенчĕ Владимир Путин патриотизм Раççейре наци тĕллевĕ пулмаллине палăртнă. Чăнах та, патриотизм пĕтĕм халăха пĕрлештерме пултаракан пĕртен-пĕр тĕллев, урăххи пулмалла та мар, - терĕ.
С.И.Морозов Раççей çыннисемшĕн вырăс чĕлхипе литературин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă пирки сăмах хускатрĕ. Вырăс чĕлхине те тăван чĕлхе шутне кĕртмеллине, унпа Раççейре тата пирĕн облаçра пурăнакан халăхсен ытларахăшĕ калаçнине, ытти халăхсем те ăна иккĕмĕш тăван чĕлхе тесе йышăннине палăртрĕ.
Çак тĕлпулăва вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хутшăнни тĕрĕс, мĕншĕн тесен кашни чĕлхене вĕрентмелли методика та, чĕлхепе çыхăннă йывăрлăхсем те, вĕсене татса памалли майсем те – пĕр тесе çирĕплетрĕ.
Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре хастар ĕçлекен тăхăр педагога кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвĕпе чысларĕç, вĕсем хушшинче икĕ чăваш учителĕ – Е.К.Сулагаева (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш шкулĕ тата В.В.Черкасова (Кăлаткăпуç районĕ, Бахтеевка).
Владимир Узун регион правительстви тăван чĕлхесене сыхласа хăварассипе пысăк ĕç туни пирки каларĕ. «Çакна шăпах паянхи форум çирĕплетет. «Просвещение» – Раççей халăхĕ-сен чĕлхипе учебниксем пичетлекен пĕртен-пĕр издательство. Малашне сирĕн регионти учительсен чи лайăх методика кăтартăвĕсене хамăр сайтра лартма е уйрăм кĕнекен кăларма шантаратпăр», - терĕ хăна.
Ольга Артеменко Раççейре тĕрлĕ халăх чĕлхисене вĕрентнĕ çĕрти йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ.
-Наци республикисенче тăван чĕлхене вĕрентмелли программăна тĕрĕс хатĕрлеменни пирĕн институт ĕçченĕсене пăшăрхантарать. Республикăсем хăйсем кирлĕ программăсемпе пирĕн пата тухмаççĕ, вĕсене нимĕн те кирлĕ мар пек. Тăван чĕлхене сыхласа хăварасси, ачасене унран пистерес марри пирки чи малтан республикăсенче шухăшламалла, çамрăк ăрăва йывăр грамматикăпа чĕлхерен хăратмалла мар, чи малтан калаçма хăнăхтармалла. Чĕлхе тата халăх сăмахсем синонимсем пулмалла! - терĕ.
Малашне тăван чĕлхене вĕрентесси çĕнĕ, çӳллĕрех шая куçма пултарасси шанăç çуратрĕ.
 
: 186, Хаçат: 12 (1361), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: