Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Геннадий Сухалов 1942 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче, ашшĕ вăрçа кайсан çичĕ уйăхран, çуралнă. Амăшĕ сакăр ачапа тăрса юлнă. Тата икĕ тăлăха, Сашăпа Мария Изиссене, усрава илнĕ. Вара çемьере вунă ача пулса кайнă. Пурнăç йывăр килнĕ. Çимелли пулман. Çĕрулмипе çăкăр сĕтел çинче сайра курăннă.
- Çуркунне çитсен пахчара крахмал пуçтараттăмăр. Анне пĕçернĕ пашалу питĕ тутлă туйăнатчĕ. Çулла мăян вăрри çине кăшт çăнăх ярса хăпарту тăватчĕ. Тем тесен те çу уйăхĕсенче пурнăç аванрахчĕ. Кăмпа-çырла тататтăмăр – пирĕн поселока пур енчен те вăрман, çырма-çатра хупăрласа тăратчĕ. Çĕмĕртсем чечеке ларсан таврана техĕ-млĕ шăршă сарăлатчĕ. Сад-пахчара хурлăхан нумай ӳсетчĕ. Июль-август уйăхĕсенче тĕмсем, йывăçсем çинчен ывăçпа çырла татса çиеттĕмĕр, – аса илет Геннадий Васильевич. – Çĕнтерӳ кунне астăватăп-ха. Çынсене ял пухăвне йыхăрчĕç. Аннесен куçĕсенче савăнăç куççулĕ йăлтăртатрĕ. Вĕсем савнă мăшăрĕсене фронтран таврăнасса кĕтрĕç. Пирĕн киле атте вăрçăра хыпарсăр çухалнине пĕлтерсе янă хут килнĕччĕ. Апла пулин те эпир пурте хаклă çыннăмăр çĕнтерӳпе таврăнасса кĕтрĕмĕр. Вăрçă пĕтнĕ çул икĕ аслă тетене фронта илсе кайнăччĕ: пĕрне – Кенигсберг çывăхне, теприне – Монголие. Иккĕшĕ те ырă-сывă таврăнчĕç. Пире те çăмăлрах килчĕ. Тетесем колхозра ĕçлеме пуçларĕç. Эпир вĕсене пулăшаттăмăр.
Шкул ÇулĔсем
1-мĕш класран пуçласа 7-мĕш таран эпĕ кӳршĕри Пономаревка поселокĕнче вĕрентĕм. Шкула çитме 1 çухрăм çурăччĕ. Питĕ кăмăлпа тата лайăх паллăсемпе вĕренеттĕм. Çичĕ çул вĕренмелли шкула Мухтав хучĕ-пе вĕренсе тухрăм. Хусанти музыка шкулне кĕме ĕмĕтлентĕм. Анчах та ман пата официаллă хурав килни ĕмĕте татрĕ. Санăн малтан музыка шкулне пĕтермелле тенĕ унта. Вара эпĕ Хусанти юханшыв техникумне кĕме шутларăм. Мана унта кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Экзаменсăрах илме пулчĕç. Анчах та килтен эп çуралнине ĕнентерекен чăн хута ярса памаллине пĕлтерчĕç. Алăра копийĕ çеçчĕ. Йышăну комиссийĕн секретарĕ мана вăхăтлăха хăйсен килĕнче пурăнтарма хирĕç маррине каларĕ, çыхăну уйрăмĕнчен анне патне телеграмма çапма сĕнчĕ. Хĕрарăм патне эпир трамвайпа кайма тухрăмăр. Унччен виçĕ кун та виçĕ каç Хусанти чукун çул вокзалĕнче пурăннăччĕ эп. Шутсăр киле каяс килнипе мана ертсе каякан çын куриччен вăрттăн трамвайран тухса юлтăм. Çав самантрах вокзала çул тытрăм. Кил еннелле каякан пуйăс ирхине çеç терĕç. Пуйăссене кĕтмелли залта сак çинче çĕр каçрăм. Пур çĕрте те ытла хура пулнăран хам ая хаçат сартăм. Ирхине çухатупа вăрантăм – кĕпе айĕнчи çыхха вăрăсем касса илнĕ. Унта ман документсемччĕ. Укçа хам çумрах юлнă. Вăл тепĕр çыххинче пулнă. Хама çаратнине асăрхасанах йĕрке хуралçисем патне пулăшу ыйтма пытăм. Анчах вĕсем мана нимĕнпе те пулăшаймарĕç.
Киле таврăнсан Сĕнчел ялĕнчи вăтам шкула 8-мĕш класа кайма йышăну турăм. Вăл пирĕн патран 10 çухрăмра вырнаçнăччĕ. Хамăр поселокран 8-мĕш класа пурĕ тăваттăн çырăнтăмăр. Анчах та уйăх çурăран мансăр пуçне пурте шкула кайма пăрахса ĕçе вырнаçрĕç.
Эпĕ Елтовсем патне хваттере вырнаçрăм. Вĕсен ывăлĕпе, Виталийпе эпир пĕр класра вĕренеттĕмĕр. Паян Виталий Елтов Тутарстан чăвашĕсен хаçатĕнче – «Суварта» фотокорреспондентра тăрăшать.
Ӳт-пĕвĕмпе эпĕ 1 метр та 50 сантиметр кăна пулнă, пурĕ те 55 килограмм çеç тайнă. Çак кăтартусене пулах Каменскинчи вĕçев училищине вĕренме кĕме тесе вырăнти çар комиссариачĕ ирттернĕ комисси витĕр тухайман.
Шăматкунхи уроксем хыççăн киле васкаттăм. Икĕ каç килте. Шăматкунпа вырсарникун поселок çамрăкĕсемпе тĕл пулаттăмăр, эпĕ купăс калаттăм, юрă-такмак юрлаттăмăр, ташлаттăмăр.
Шкулта вĕреннĕ çулсенче çăвĕпех – октябрь е ноябрь уйăхĕ таранах совхоз уй-хирĕнче тăрмашаттăмăр. Хĕрсемпе каччăсем комбайнсем патĕнчен лав кӳ-лнĕ лашасемпе тырă турттараттăмăр, çĕрулмипе чĕкĕнтĕр кăларнă çĕрте халтан кайиччен ĕçлеттĕмĕр. Ĕçлкенсем çитместчĕç.
ПурнăÇри ÇĔНĔ тапхăр
1959 çулта Гена вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чистайри ремесла училищине карапсем çинче руль тытса пыракан моториста вĕренме кĕрет. Кама юханшывĕн пароходствин кимĕ-карапĕсенче ĕçлет. 1960 çулта СССР юханшыв флочĕн министрĕ 18 çулхи йĕкĕте хирĕç килекен нефть турттаракан баржăра тухнă пушара сӳнтернĕ çĕрте хастарлăх кăтартнăшăн тав тунă тата 200 тенкĕ преми панă.
1962 çулта училище пĕтерсен Геннадий Сухалова совет çарне салтака илеççĕ. Стратеги тĕллевлĕ ракета çарĕ-сене çакланать вăл. Хастар ача малтан курсант ятне тивĕçет, унтан – уйрăм командирĕ, батарея старшини. Кĕçĕн командирсене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухать. 1965 çулта кĕçĕн лейтенант званипе килне таврăнать.
Малалла вĕренме ăнтăлакан каччă çав çулах аслă шкула кĕрет. Малтан Владимир хулинчи политехника институтĕ-нче вĕренет, кайран çав факультетах Ульяновскри политехника институтне куçать. 1970 çулта электронлă шутлав машинипе ĕçлекен инженер-электрик специальноçа алла илет. Ульяновскри ВЛКСМ обкомĕн инструкторĕнче вăй хурать, облаçри студентсен строительсен отрячĕн командирĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. 1976 çултан пуçласа мĕн пенсие кайичченех (2004 çулччен) «Агрострой» строительсен обществин вĕренӳ комбиначĕн директорĕнче, унтан предприятин генеральнăй директорĕнче ĕçлет. Юратнă ĕçне 28 çул халаллать вăл. Çак хушăра Геннадий Васильевич ĕçне патшалăх пысăка хурса хакланă – Ĕç ветеранĕн «Хисеп палли» орден, Ульяновск горкомĕпе обкомĕн асăну медалĕсем, ВЛКСМ тĕп комитечĕн, Раççейри колхозсен пĕрлешĕвĕн министрĕн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем пур. Анчах та чи пысăк награда Геннадий Сухалов Совет Союзĕн маршалĕ Иван Степанович Конев хăй аллипе çырса панă, алă пуснă диплом. Ун чухне хастар чăваш пĕтĕм союзри çамрăксен – совет халăхĕн çарпа ĕç мухтавĕн вырăнĕсемпе çӳренĕ яшсемпе хĕрсен – пиллĕкмĕш слетне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.
Вĕсем мăшăрĕпе – Галина Макаровнапа – хĕр ӳстернĕ. Паян мăнукĕсене пăхаççĕ.
Сухаловсем – Кивĕ Улхаш чăвашĕ-сем. 1941 çулта Геннадий Васильевичăн ашшĕ Василий Степанович хăйĕн пысăк çемйипе – çичĕ ачипе Тутарстанри Нăрлат районĕ еннелле кайма тухаççĕ. Çул çинче 1933-мĕш çулхи хĕрĕ Валентина çуна çинчен ӳксе юлать. Ăна тăлăппа чĕркенĕ пулнă. Лăпкă çывăраканскер вăранман та. Ашшĕ-амăшĕ каялла çаврăнса çул çинче ачана тупаççĕ. Малалла чиперех çитсе ӳкеççĕ. Вăрманлă, уй-хирлĕ, юханшывлă илемлĕ вырăнта – Аксу районне кĕрекен Носовка поселокĕ-нче пурăнма тытăнаççĕ. Сухаловсен саккăрмĕш ачи Геннадий Тутарстанра çуралнă. Анчах та шăпи ăна ӳссе çитĕнсен мăн аслашшĕ-асламăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн тăван çĕршывĕ-нче – Ульяновск облаçĕнче пурăнма пӳрнĕ. Ырă ятпа хисепе те ентеш кунта тивĕçнĕ. Унăн тетĕшĕ-аккăшĕсем паян ырă-сывах, Аксу, Нăрлат, Алексеевски районĕсенче пурăнаççĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 584, Хаçат: 12 (1361), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: