Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Сатай çуралнăранпа 90 çул çитет
 
Пирĕн ентешĕмĕр, чăвашсен паллă çыравçи Владимир Леонтьевич Сатай – пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче 90 çул тултарнă пулĕччĕ. Анчах вăл 25 çул каялла пиртен уйрăлса кайнă, Шупашкар масарĕнче ĕмĕрлĕ-хех канлĕх тупнă. Çулсем иртсех пыраççĕ пулин те унăн ячĕ халăх асĕнчен тухмасть. Вăл çырса хăварнă кĕнекесене чăвашсем халĕ те юратсах вулаççĕ.
Чĕмпĕр чăвашĕсен чи ăста çыравçине халалласа çак кунсенче Шупашкарти Литература музейĕнче асăну каçĕиртрĕ. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче кун çути курнă Владимир Сатай пултарулăхĕ, тăван литературăри вырăнĕ çинчен калаçмашкăн çыравçăсемпе тĕпчевçĕсем, ентешĕсем, ăна хисеплекенсем пухăнчĕç.
Литература музейĕн ĕçченĕсем паллă çыравçа халалласа «Туссем каллех пĕрле» темăпа ятарлă стенд хатĕрленĕ. Унта ентешĕмĕре сăнлакан ӳкерчĕ-ксемпе документсем, унăн кĕнекисем вырăн тупнă. Асăну каçĕнче музейăн ăслăлăх ĕçченĕ Галина Еливанова ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, вăл çырнă кĕнекесем чăваш литературин ылтăн çӳпçинче упраннине палăртрĕ.
Владимир Сатайăн пултарулăхне пысăка хурса паллă куçаруçă Зоя Романова («Аттесемпех пĕрле кăвакартăмăр» романне вырăсла куçарнă вăл), Виталий Станьял литературовед, Анатолий Кибеч çыравçă тата ыттисем те сăмах каларĕç. Литература каçне йĕркелесе лайăх ирттерме Чĕмпĕр тăрăхĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарта тĕпленсе пурăнакан ентешсем: Владимир Нагорнов скульптор, Петр Сымкин журналист, Алевтина Долговапа Ирина Удалова тĕпчевçĕсем хастар хутшăнчĕç. Ентешлĕх ертӳçи Алексанр Вражкин журналист сăмах тухса каларĕ, музей ĕçченĕсене тав туса хăй ертсе пыракан издательство хатĕрленĕ «Пирĕн ентешсем – Совет Союзĕн Геройĕсем, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем, Раççей Геройĕсем» плакатсен пуххине парнелерĕ.
Литература каçне ирттермешкĕн çавăн пекех «Тăван Атăл» редакторĕ Василий Кервен поэт, Борис Чиндыков, Любовь Федорова, Ордем Гали, Василий Сипет тата ытти çыравçăсем хутшăнчĕç.
Уява пухăннисене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Раймов, «Çĕнъял» фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
 
Шупашкар.
 
: 209, Хаçат: 12 (1361), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: