Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Бободжан Гафурович Гафуров – патшалăх тата парти деятелĕ.
Вăл Самарканд облаçĕн Ходжент уесĕ-нчи Исисар кишлакĕнче 1908 çулта çуралнă. Унăн амăшĕ паллă поэтесса Розия Озод.
1935 çулта пĕтĕм союзри коммунистсен журналисчĕсен институтне пĕтернĕ. 1932 çулта коммунистсен партине кĕнĕ.
Таджикистанра вĕренӳ ĕçĕнче вăй хунă, журналистикăра ĕçленĕ.
1936 çулта ăна «Кзыл Таджикистан» хаçатăн тĕп редакторне çирĕ-плетнĕ. Унпа пĕрлех вăл ЦК КПТ агитаципе пропаганда пичет секторĕн ертӳçи те.
Çулталăкран ăна «Безбожник Таджикистана» хаçатăн тĕп редакторне çирĕплетеççĕ.
1941-1944 çулсенче – Таджикистанăн ЦК КП(б) пропаганда секретарĕ. 1944-1946 çулсенче – иккĕмĕш секретарĕ, 1946-1956 çулсенче Таджикистанăн ЦК КП пĕрремĕш секретарĕ, унпа пĕрлех Сталинабадри КП (б)Т пĕрремĕш секретарĕ, СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ.
Вăл «Таджики» ятпа Вăтам Ази халăхĕсен историйĕ тата ислам çинчен кĕнеке кăларать. Б.А. Литвинский историк-археолог ăна хăй пĕччен мар, арăмĕ пулăшнипе çырнă тесе çирĕплетет. Кун тавра нумай тавлашу пулать. Востоковедени институтĕнче те Гафуров ĕçĕсене хăй çырмасть текенсем тупăнаççĕ. Вара Бободжан Гафуров «История Таджикистана» ятпа тепĕр кĕнеке çырса кăларать. Ăна тиркекенсем те тупăнаççĕ, йăнăшĕсене кăтартаççĕ. Гафуровăн вара ăна çĕнĕрен кăларма тивет. Çавăн хыççăн тин ăна Республика академийĕн чăн членне суйлаççĕ.
СССР ăслăлăх академин востоковедени институчĕн директорĕ пулнă май вăл асăрхануллă, пултаруллă пуçлăх ята тивĕçет. Çав хушăрах хăйĕн ĕçтешĕсемпе тӳрккесле хăтланнă, пĕр шелсĕр кăларса янă тĕслĕхсем те пулнă. Унра Сталин вăхăтĕнчи пуçлăх палăрнă. Апла пулин те çав çулсем институтшăн чи тухăçлисем тесе çирĕ-плетеççĕ. Вăл репресси иртнĕ çамрăксене, вăрçăран таврăннисене ĕçе илнĕ, лингвистсен уйрăмне йĕркеленĕ. Чĕлхеçĕсем тĕрлĕ çĕршывсене тĕпчеме тухса çӳренĕ.
1968 çултанпа Гафуров СССР наукăсен академин истори уйрăмĕн член-корреспонденчĕ . Юлашки çулсенче чире пула ĕçлесех кайман, апла пулин те Е.М.Примаковăн çумĕ шутланса тăнă. Вăл ултă хутчен Ленин орденне тивĕçнĕ.
Вăл 1977 çулта Душанбе хулинче вилнĕ. Вăл Таджикистанри ултă паттăртан пĕри шутланать.
Унăн ятне Ленинабад облаçĕнчи пĕр хулана параççĕ. Ульяновскри Ленин районĕнче те ун ячĕпе урам пур.
 
: 547, Хаçат: 12 (1361), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: