Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă прозаиксенчен пĕри – Владимир Сатай çыравçă. Кăçалхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 90 çул çитет. Вăл, Сатай (Цырульников), 1926 çулта Ульяновск облаçĕнчи Пухтел районĕнчи Каша ялĕнче çут тĕнчене килнĕ.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1943 çулта çара кайнă. Сывлăш çар флотĕнче ахаль салтакран пуçласа кĕçĕн командира çити ӳснĕ. 1945 çулта Монголие, Китая, Корейăна Япони самурайĕ-сенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Тепĕр тăватă çултан Тăван çĕршыва таврăннă, тӳрех Пухтел районĕн «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтан яваплă секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă, каярахпа редакторта вăй хунă.
1951 çулта В.Сатай Шупашкара куçса кайнă. Мĕн виличченех республикăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăннă. Чылай хушă «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, ун хыççăн «Çамрăк коммунист» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен литература сотрудникĕнче ĕçленĕ.
Çакăн хыççăн «ирĕклĕ писатель» пуличченех Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче тăрăшнă.
Çак хушăрах СССР Писательсен союзĕн М.Горький ячĕллĕ литература институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă.
Çыравçăн малтанхи произведенийĕ-сем республикăри хаçат-журналта 1948 çулта пичетленме тытăннă. Çавăнтанпа Владимир Сатай тарăн шухăшлă, пурнăçа тĕрлĕ енлĕн те тĕрĕссĕн ӳкерсе кăтартакан вун-вун роман-повесть, калав-новелла, очерк çырнă. Паллă çыравçăн вулакансем хапăл туса йышăннă хайлавсен шутне «Юманкасси», «Шевлесем», «Туссем каллех пĕрле», «Тăван хулара, тăвансем патĕнче» повеçсем, «Ватăлмалăх кунра», «Чĕре хушать», «Юр ирĕлет», «Верук», «Хура акăшсем», «Пылчăк», «Кивĕ купăс», «Тĕтре шăрши», «Кăвакал утравĕн хуçи», «Мĕскĕн», «Атте» калавĕсем кĕреççĕ.
В.Сатай пултарулăхĕнче уйрăмах «Летчиксем» роман тĕп вырăн йышăннă. Унта автор Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет летчикĕсен мухтавлă ĕçĕ-хĕлĕпе хастар кĕрешĕвне витĕмлĕ ӳкерсе кăтартнă. Шупашкарта вырăсла та, чăвашла та çапăнса тухнă хыççăн Çар издательстви ăна «Повесть о крылатых друзьях» ятпа тепĕр хут пичетлесе кăларнă. Çак кĕнекешĕн проза ăсти СССР Оборона министерствин хавхалантаракан премипе хаклă парнине илме тивĕçлĕ пулнă. «Летчиксем» роман писатель творчествишĕн кăна мар, пĕтĕм совет литературишĕн сулмаклă утăм пулнă.
Чăваш çыравçин вăрçă темипе çырнă «Туссем каллех пĕрле», «Çĕр çирĕм утăм та виçĕ талăк», «Чĕрере, чĕререх...», «Геройсем», «Хыпарсăр çухалнă», «Мария», «Аттесемпе пĕрле кăвакартăмăр» тата ытти произведенисене та ырăпа асăнмалла. Вĕсем пурте Тăван çĕршывăмăра тапăнса кĕнĕ нимĕç фашисчĕсенчен паттăррăн хӳтĕленине кăтартса панă.
В.Сатай пултарулăхĕнчи тепĕр пысăк тема – çĕре юратакан ял ĕçченĕсен ĕмĕт-тĕллевĕпе ĕçне-хĕлне çырса кăтартни.
Вăрçă Аслă çĕнтерӳпе вĕçленнĕ хыççăн салтаксем тăван ялĕсене таврăннă. Тарпа исленнĕ гимнастеркине хывса мирлĕ ĕçе кӳлĕннĕ. Шăпах çакна куратпăр та проза ăстин пурте килĕ-штерсе вулакан «Юманкасси» повеçĕ-нче. Кунта çĕршыв чысĕпе ирĕклĕхĕшĕн çапăçса хăрах урине çухатнă Талыкин вăрçа пула юхăннă хуçалăха ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçленине кăтартса панă.
«Шевлесем» повеçри ĕçсем машинăпа трактор станцийĕнче МТС çĕнĕлле йĕркеленĕ тапхăрта пулса иртнĕ. Повеçре писатель Андрей Иванович тимĕрçĕ, Петр Иванович агроном, Сантăр тракторист сăнарĕсене туллин те уççăн сăнласа панă.
В.Сатайăн ял ĕçченĕсем çинчен çырнă кирек хăш произведение те вуланă чухне кăмăл-туйăм вĕсем патнелле туртăннине, чун-чĕре çав пархатарлă çынсемпе пĕрле пулма хистенине туятăн. «Çирĕклĕ кӳлĕри утă уйăхĕ» повеçре те çав вăхăтри ял сăн-сăпачĕ кăмăла тыткăнлать.
Автор кунта ӳссе, вăй илсе пыракан ял, унти ĕçлĕ пурнăçăн илемне ăста ӳнерçĕ куçĕпе курса сăнланă.
Çыравçăн «Çĕр тата çын» повеçĕ те пысăк хисепе тивĕç. «Çĕртен пулнă – çĕрех каятпăр тетпĕр те, анчах кам мĕнле каять вĕт. Кам мĕнле пурăнать тата унта кайиччен/» текен сăмахсем повеçĕн тĕп шухăшне тарăнрах ăнланма пулăшаççĕ.
Ял темипе çырнă произведенисенчен «Çăлтăрсем тапăра анаççĕ» роман сумлă вырăн йышăнать. Писатель хăйĕн ĕçĕнче Тапăр ялĕнчи ĕçченсен кулленхи пурнăçĕпе паллаштарнă, унăн çыннисен чун-чĕри илемленсе, тасалса пынине кăтартнă, вĕсене çĕр çинчи çăлтăрсем тесе хакланă.
Чăваш Ен промышленноçĕпе ял хуçалăх паттăрĕсем çинчен те сахал мар очерксемпе тĕрленчĕксем шăрçаланă паллă прозаик. «Трактор завочĕ, ăна лартакансем», «Хамăр енче, ентешсем патĕнче», «Вăл чĕрĕ, службăрах тăрать», «Эльмендеев чăвашăн иртнĕ вăрçăри паттăрлăхĕ» чăн-чăн илемлĕ произведени пек вуланаççĕ.
Çутçанталăк Владимир Леонтьевича çирĕп вăй-хал панă. Вăл литература анинче 40 çул ытла ĕçлесе чăваш халăхне 30 яхăн кĕнеке парнеленĕ. Унăн нумай хайлавне вырăсла, украинла, тутарла, çармăсла тата ытти чĕлхене куçарса пичетленĕ. Хăй те ытти халăх çыравçисен произведенийĕсене сахал мар чăвашла куçарнă.
Пултаруллă çыравçă 1991 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайнă, ăна Шупашкара пытарнă. В.Сатайăн кĕнекисем тата ун çинчен çырнă паха материалсем Чăваш патшалăх пичет архивĕнче тирпейлĕн упранаççĕ, паянхи кун та чăваш литературинче тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ.
 
: 203, Хаçат: 12 (1361), Категори: юбилей

Комментарисем:

Bubby (2016-06-30 17:26:10):
Articles like these put the consumer in the driver seat-very imtpntaroĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: