Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-мĕш номерте.)
 
Çак вăхăтра правлени хуралçи алăка уçрĕ те хыттăн кăшкăрса Чăнлă пăрĕ тапранни çинчен пĕлтерчĕ.
- Çакăнпа паянхи правлени ларăвне вĕçлĕпĕр, юлташсем. Килĕрсене саланăр. Ачăр-пăчăра куçăрсенчен ан çухатăр. Вĕсем пăр кайнă вăхăтра килĕсенче лармаççех, - терĕ председатель колхоз активĕпе сывпуллашса.
Шкулта концерт вĕçленсен Валя юлташĕсемпе тĕл пулма васкарĕ. Килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ сумкине крыльца пусми çине пăрахса хăварчĕ те Чĕлĕмкасси еннелле вĕçтерчĕ. Кунта унăн çывăх тусĕсем пурăнаççĕ. Чеккен Володийĕ, Шашки Давичĕ тата вăл – уйăрма май çук юлташсем. Вĕсем ăмăртмалла Чăнлă хĕррине чупрĕç.
Юханшыв çыранĕсенчен тухса сарăлма ĕлкĕреймен-ха. Пӳртсенчен çӳллĕ пăр катăкĕсем пĕр-пĕрне хире-хире шыв юххипе шăваççĕ.
Ачасем çыран хĕрринех çитсе тăчĕç: кăшкăраççĕ, пĕр-пĕрне тĕрткелеççĕ.
- Çĕнĕкас тĕлĕнче пăрсем тăвăлса ларнă! – кăшкăрса ячĕ Валя. – Атьăр çавăнта!
- Пăхăр-ха, çыран хĕррипе тикĕс те пысăк пăр катăкĕ юхса килет! Ун çине ларатпăр та тăвăлнă çĕре çитетпĕр, - терĕ Давид хăпартланса.
- Чăнах та, шыв юххи те унта çитеспе вăйсăрланса пырать. Пăрахут çинчен аннă евĕр анса юлма пулать! – кăшкăрчĕ аллине хулăн та вăрăм патак тытнă Валя.
Çыран хĕррипе юхакан сĕтел пек тикĕс пăр çине малтан Валя улăхса кайрĕ. Ун хыççăн Володи сикрĕ. Давид сикме хатĕрленнĕ тĕлелле юхакан пăр катăкĕ çырантан çур хăлаç пек шалалла кайма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Сикме тесе ача сылтăм урине ярса пуснă вăхăтра сулахаййи шуса кайрĕ. Давид шыва кĕрсе ӳкрĕ.
- Патакран тыт! – кăшкăрса ячĕ Валя çакăн пек вăхăтра мĕн тумаллине çитĕннĕ çын пек шухăшласа.
Çав самантрах хăй пăр çине хырăмпа выртрĕ.
- Володи, ман хыçа вырт! Икĕ ураран та хыттăн çавăрса тыт! Сĕтĕретпĕр!
Давид хăраса ӳкнине çĕнтерсе тăсса панă патака ярса тытрĕ. Юлташĕ-сем ăна пăр çине сĕтĕрсе кăларчĕç.
- Хăвăртрах, аттуна хывса шывне юхтарса кăлар! – ăс пачĕ Валя.
Ачасем Давида аттисене хывма пулăшрĕç. Туллиех тулнă шывне юхтарса кăларчĕç. Чăлхисене, пиншакне хывса пăрчĕç те çĕнĕрен тăхăнтарчĕç.
- Вăт сана ярăнтăмăр! – кăшкăрсах каларĕ Валя. – Эх, çакланать пире!
- Валя, Давид, шыв юххи эпир ларса пыракан пăр катăкне каллех çыран хĕрринелле илсе пырать. Çак вăхăтпа усă курса анса юлма тăрăшмалла. Пăхăр-ха, Чĕлĕм тĕлĕнче Чăнлă сарăлма пуçларĕ! – асăрхаттарчĕ Володи.
Пăр çыран патне ачасем сикмелĕх çывхарсан малтан Валя сикрĕ. Ун хыççăн Давид. Володи ярса пусрĕ кăна – урине çырана перĕнтереймесĕр шыва шампăлтатрĕ.
Юлташĕсем ăна сĕтĕрсе кăларчĕç.
Çак вăхăтра çыран хĕррине çитĕ-ннисем чупса çитрĕç.
- Эх, сире йĕмĕрсене антарса пăхлă чăпăрккапа çунтармалла! – вăрçрĕ ачасене Çĕнĕкасра пурăнакан Кируç. – Хăвăртрах килĕрсене чупăр! Шăнса чирлеме те пулать!
Валя килне çитнĕ çĕре шыв хĕрринче мĕн пулса иртнине илтнĕ Ляванттипе Евтук урама тухнăччĕ.
- Паян сана çакланать. Аçу пӳртре сăмавар пек чашкăрса юлчĕ, – терĕ амăшĕ ывăлне ыталаса илсе. – Паян çеç санпа мăнаçланса савăнтăм вĕт. Иван Яковлевич сана пĕтĕм ял умĕнче мухтарĕ.
- Юлташсене вилĕмрен çăлса хăварнăшăн çакланать-и, анне/ Тете, кала-ха мĕн те пулин!
- Паттăрла ĕç тунăшăн, Валя, тавах. Виçсĕр те путса вилнĕ пулсан/ Сивĕ шывра самантрах шăнăр туртать. Юлташусене, эсĕ шухăшланă пек, паттăрла ĕç тума чăрмантарнă пулсан – паттăрлăху вырăнлăрах пулнă пулĕччĕ, - ăс пачĕ Лявантти.
- Йăмăкăм, Валяна хамăр патра илсе каятăп. Ачасем те хĕпĕртĕç. Çывăрма выртас умĕн леçсе ярăп. Унччен аттен çилли те сĕвĕрĕлĕ.
Каç сĕмĕ сисĕнмеллех палăрма пуçласан Лявантти шăллĕне килне леçме пычĕ. Энтри, чăнах та, кăштах лăпланнăччĕ ĕнтĕ. Евтук сĕтел çине каçхи апат лартрĕ. Пысăк çемье уйранпа сыпса çĕрулми пăтти çиме пуçларĕ.
- Мĕн тумалла сана/ – шăплăха хăратса калаçма тытăнчĕ кил хуçи. – Куншăн явап тытма тӳр килетех. Тетӳ кайтăр кăна...
- Атте, ачана ан хăрат. Вăл паян хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут вилĕ-ме хирĕç тăрса кĕрешнĕ темелле. Юлташĕсене хăтарнă, - лăплантарчĕ ашшĕне аслă ывăлĕ.
- Пĕр паттăрлăхпа тепĕр паттăрлăх хушшинче пысăк уйрăмлăх. Валя пăр катăкĕ çинче ярăнма шухăшласа кăларни – ăссăрлăх. Ăнланатăп, кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкекре юлташĕсене çăлса хăварни, паллах, паттăрлăх. Анчах...
- Çаплине çапла та... Эс каларăш, çак пулăм шухăшламан çĕртен пулса иртнĕ. Валя çитĕннĕ çын пек хăрушă вăхăтра мĕн тумаллине чухласа илнĕ. Малашне тата ăслăрах пулĕ. Атте, ăна каçарасах пулать. Юрĕ, эпĕ кайрăм. Ырă каç пултăр, - терĕ те Лявантти пӳртрен тухса кайрĕ.
Энтри пурте сĕтел хушшинчен тухсан алăк каçакĕ çумĕнче çакăнса тăракан чăпăрккана илчĕ те Валя патнелле утрĕ. Малалла мĕн пуласса тавçăрса илнĕ Суя, Лисук, Анна, Улька тата вĕсен амăшĕ Валяна хăйсен хӳттине илчĕç.
- Ашшĕ, ан ухмахлан, - теме çеç пĕлчĕ Евтук.
Çак вăхăтра Валя çемье ытамĕнчен тухрĕ те ашшĕпе амăшĕ хушшине тăчĕ.
- Çапса кăна пăх, атте! Ыранах ял Советне кайса каласа паратăп! Тяппа Энтрийĕ ачине хĕненине пĕлччĕр! Саккун ачасене хӳтĕлет! Сана советсен влаçĕ явап тыттарса хăв вырăнна лартĕ! – шăртланса тата куççуль юхтарса кăшкăрчĕ Валя хăй мĕн хăтланнине пĕлмесĕр.
Ашшĕпе амăшĕ çак сăмахсене илтсен чул пек хытса тăчĕç. Энтри аллине сулса урайне сурчĕ те чăпăрккине ывăтса ячĕ.
- Çывăрма выртăр, - терĕ вăл сассине йăвашлатса.
Виççĕмĕш класра вĕренекен Валентин Яковлев юлташĕсене вилĕ-мрен çăлса хăварни Раккассине кăна мар, кӳршĕ ялсене те сарăлчĕ. Володипе Давид ашшĕ-амăшĕ Яковлевсем патне кучченеçсемпе пырсах тав турĕç. Шкул стена хаçатĕнче Валя паттăрлăхĕ çинчен çырса кăларчĕç.
Вĕренӳ çулĕ вĕçленме виçĕ эрне юлсан Иван Яковлевич ачасене ӳссе çитĕнсен кам пуласси çинчен калав çыртарчĕ. Чи аван çыраканни, паллах, Валя пулчĕ. Ĕçсене пĕтĕмлетнĕ вăхăтра вĕрентекен уйрăмах Яковлев пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕ.
- Валентин, эсĕ сăвă çырнисĕр пуçне хайлавсем маçтăрлама та ăста. Анчах мĕншĕн-тĕр калавра художник пулма ĕмĕтленетĕп тенĕ. Тĕрĕс, эсĕ ӳкерчĕксем тума та питĕ маçтăр. Тархасшăн, ăнлантарса пар-ха, сăвăç-çыравçă пулма кăмăлу çук-им/
- Иван Яковлевич, сăвăç та, çыравçă та – художник. Пурнăç çине художник куçĕпе пăхсан кăна илемлĕ, вулакансем кăмăллакан сăвă-калав çырма пулать. Эпĕ çырма та, ӳкерчĕксем тума та юрататăп, - терĕ виççĕмĕш класс ачи çитĕннисен ăс-тăнне кĕме пултарайман кăмăл-туйăмĕпе.
Меньшиков вĕрентӳçĕ хирĕç нимĕн кала пĕлмерĕ. Ăна вĕренекенĕн хуравĕ калаçайми турĕ.
- Питĕ тĕрĕс сăмахсем, Валентин, - терĕ кăштах тăрсан. Вĕренекенне çурăмĕнчен çупăрларĕ.
1935 çул Яковлевсен çемйишĕн инкекпе вĕçленчĕ. Тăваттăмĕш ачи, Анна, ӳпке чирĕпе чирлесе ӳкрĕ. Ашшĕ-амăшĕ, аслă ывăлĕ Лявантти Аннана чирĕнчен хăтарассишĕн мĕнле кăна тухтăрсем, юмăçсем патне çитмерĕç-ши/ Мĕн чухлĕ тăкакланмарĕç-ши/ Мĕн чухлĕ куççуль юхтармарĕç-ши/ Турă вĕсен майлă çаврăнчĕ. Икĕ çултан Анна сывалчĕ.
1937 çулхи вĕренӳ çулне Валяпа Анна пĕрле пиллĕкмĕш класра вĕренме тытăннипе пуçларĕç. Раккассинче пуçламăш шкул анчах пулнипе ачасем пиллĕкмĕш класран Элшел шкулĕнче вĕренеççĕ. Ялсен хушши пысăках мар. Начар çанталăкра çеç йывăртарах. Уйрăмах çуркунне. Çул татăлать. Çак вăхăтра ачасене каникула яраççĕ. Валян чи юратнă предмечĕсем чăваш, вырăс чĕлхипе литератури. Чăваш чĕлхипе литературине Иван Степанович Пирогов, Чăваш çĕршывĕнче çуралса ӳснĕскер тата ятарлă пĕлӳ илнĕскер, вĕрентет. Вăл хваттерте пурăнать. Çемйине илсе килмен. Ăна ачасем кăмăлласах каймаççĕ. Мĕншĕн тесен калаçма юратсах каймасть. Ачасене ытларах хăйсем тĕллĕн ĕçлеттерет. Ĕç парать те сăнаса ларать. Ыйтусем парсан та кăмăлласах хуравламасть. Ун пеккисене типĕ чĕлхеллĕ теççĕ. Хăш-пĕр чухне урока хĕрĕнкĕ пыни те пулкалать.
Валя ĕçме тата чĕлĕм туртма юратакансене чăтма пултараймасть. Уроксем те ăна чĕррĕн, спектакль евĕр иртнисем килĕшеççĕ. Ун ялан калаçас, мĕн çинчен те пулин сӳтсе явас килет. Чи юратнă предмечĕсене çакăн пек вĕрентекен илсе пыни ăна тарăхтарсах çитерет.
Пĕррехинче вăл чăтаймарĕ, ура çине сиксе тăрса вĕрентекенне намăслантарма тытăнчĕ.
- Эсир... Эсир начар вĕрентетĕр! Сирĕн ачасемпе ĕçлемелле мар! Вĕрентекенĕн артист пек пултаруллă та çемçе чĕлхеллĕ пулмалла!
- Валя, тархасшăн, лар-ха вырăнна! - йăлăнса тархасларĕ Анна. – Сана çак сăмахсемшĕн шкултан кăларса яраççĕ.
- Кăлараймаççĕ! Эпĕ тĕрĕссине калатăп! Тĕрĕслĕх маншăн – пурнăç саккунĕ! - парăнмарĕ шăртланнă вĕренекен.
Иван Степанович нимĕн каламасăр класран тухса кайрĕ.
Çакăн хыççăн Валентин Яковлев пуласлăхĕ çинчен вĕрентекенсен канашлăвĕнче сӳтсе яврĕç. Ăна шкултан кăларса ярас текенсем сахалтарах пулнипе вăл çăлăнса юлчĕ. И.С.Пирогов шкулта урăх ĕçлемерĕ. Çуралса ӳснĕ тăрăхне тухса кайрĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 279, Хаçат: 12 (1361), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: