Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ирçелĕнчи лавккара никамах та çукчĕ. Лавккаçăсăр пуçне пĕр арçын çеç тăратчĕ. Эпир пĕр çыхă хаçата ял халăхне валеçме тесе сĕтел çине хутăмăр та:
-Акă сире «Канаш» хаçат. Лавккана çӳрекенсене валеçсемĕр,- терĕмĕр.
-Хаçат/- тĕлĕнсе ыйтрĕ çак арçын. – Мĕн вăл хаçат/ Гаçет пулĕ ĕнтĕ... Пирĕн кунта хаçат мĕнне пĕлмеççĕ. Тĕрĕсрех вăл – г-а-ç-е-е-т.
-Ара, литература чĕлхипе хаçат тесен тĕрĕсрех ĕнтĕ. Сире шкулта та «гаçет» тесе вĕрентнĕ-и вара/ Пирĕн хаçата ытларах вулăр. Унта тĕрĕссине çыраççĕ, - терĕмĕр çаксемпе сывпуллашса.
Унта нимĕн те
кăтартмаççĕ
Анат Тимĕрçенти правлени çурчĕ умĕнче хĕрарăмсем пуçтарăннă.
-Ырă кун пултăр! Эсир «Канаш» хаçата çырăнса илетĕр-и/- ыйтатпăр çаксенчен.
Пĕри – ватăраххи – хаçата нумай çул вулани пирки тӳрех пĕлтерчĕ.
- Эпĕ унччен çырăнаттăм. Халĕ çырăнман,- терĕ пĕри.- Унта нимĕн те кăтартмаççĕ.
-/
Апла пулин те хаçатăмăрăн маларах тухнă номерĕсем «вĕри кукăль» пек саланса пĕтрĕç.
 
: 610, Хаçат: 12 (1361), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: