Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ОблаçрА 3011 ача чăвашла вĕренет
1956 çул хыççăн Ульяновск облаçĕнче Чăнлă районĕнчи сакăр шкулта кăна чăваш чĕлхине вĕрентнĕ, ыттисенче - чарнă. 1993 çулта, Раççейре наци вĕрентĕвĕ çĕнĕрен чĕрĕлме пуçласан унăн хумĕ пирĕн тăрăха та çитнĕ. Облаçри шкулсенче чăваш чĕлхине тĕрлĕ майсемпе вĕренме тытăннă, кружоксемпе факультативсем уçăлнă. 1993 çулта чăвашла 32 шкулта 322 ача вĕреннĕ. Унтанпа тăван чĕлхепе культурăна вĕрентекен шкулсен шучĕ ӳссе пырать.
 
Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче тăван чĕлхене вĕренесси шкулсенче еплерех пыни çинчен вĕрентӳ министерствин тĕп специалистне Федосия Тимофеевна Улендеевана каласа пама ыйтрăмăр.
-Раççей Федерацийĕнчи “Морфа” программăпа кашни шкул мĕнле предметсем, миçе сехет вĕрентни пирки даннăйсем парать. ОШ-1 тетпĕр ăна. Унăн пĕрремĕш пайĕнче директорсем тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене хуравлаççĕ. Çав даннăйсене алă пусса çирĕплетсе министерствăна çитереççĕ. Эпир вĕсене облаçри статистика управленине ярса паратпăр, унтан – Мускава каять. Енчен те ОШ-1ре кăтартнă даннăйсемпе шкулти уроксен сехечĕсем пĕр килмесен – яваплăхĕ директорĕсен совеçĕ çинче.
-Федосия Тимофеевна, чăвашсем ытларах пурăнакан Чăнлă районĕнче тăван чĕлхене вĕрентесси мĕнле пырать?
-Чăнлă районĕнчи 18 шкулта тăван чĕлхене тĕрлĕ майсемпе 933 ача вĕренет. Вĕсенчен 715-шĕ – предмет майĕпе. Пухтел, Ирçел, Кунтикав, Анат Тимĕрçен, Вăта Тимĕрçен, Çĕнĕ Улхаш шкулĕсенче ачасем пуçламăш класра чăвашла вĕренеççĕ. Вĕсенчен виççĕшĕнче – пĕрремĕш класран тытăнса, виççĕшĕнче – иккĕмĕш класран. Çак шкулсенче пуçламăш класра çут çанталăк, рисовани, музыка, технологи, физкультура предмечĕсене чăвашла вĕрентме ирĕк пур.
- Мĕншĕн виçĕ шкулта пĕрремĕш класранах вĕрентеççĕ, виççĕшĕнче – çук?
-Шкулăн тĕп вĕренӳ планĕпе пĕрремĕш класра тăван чĕлхене сехетсем уйăрман. Вĕсен эрнере 20 сехетрен ытларах пулмалла мар. Анчах унти ăнлантарса памалли запискăра çапла çырни пур: пĕрремĕш класра тăван чĕлхене вĕрентме рисовани е технологи предмечĕсенчен пĕрер сехет илме юрать, çав сехетсене вара иккĕмĕш класра тавăрса памалла. Шкул администрацийĕ, педканаш, вĕрентекен килĕшсен çапла тума пулать. Пуçламăш класра чăвашла та, ытти предметсене те пĕр çынах илсе пырсан планри çак ăнлантарупа усă кураççĕ. Ачасене тăван чĕлхепе хăçан вĕрентмеллине шкул татса парать.
-Облаçри ытти районсенче лару-тăру еплерех?
-Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче чăваш чĕлхине тĕрлĕ формăсемпе регионти 150 шкулта 3011 ача вĕренет. Районсемпе илсен çапларах: Пасарлă Сăскан, Инза, Кузоватово районĕсенче чăвашла пачах вĕренмеççĕ. Предмет майĕпе Барăш районĕнчи Чăваш Решетке шкулĕнче - 25, Павловка районĕнчи Гремучий посёлокра - 2, Кивĕ Кăлаткă районĕнчи Бахтеевкăра - 33, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Малаел, Упамсар, Куракхви шкулĕсенче - 64, Мелекесс районĕнчи Филипповкăра - 26, Николаевка районĕнчи Чăваш Сайманĕпе Эсеккелĕнче – 25, Çинкĕл районĕнчи Уличере – 15, Сăр районĕнчи Чеботаевкăра – 12, Ульяновск районĕнчи Бирючёвка, Симĕс Раща, Салмановка шкулĕсенче – 34, Майна районĕнчи Опалихăпа Чӳрекелте – 39, Чăнлă районĕнчи 10 шкулта – 715, Ульяновскри Засвияжски районĕнчи 55-мĕш шкулта – 64, Заволжски районĕнчи 64-мĕш тата 73-мĕш шкулсенче – 66 ача вĕренет. Пурĕ – 1120 вĕренекен. Ытти районсемпе шкулсенчи 1891 ача тăван чĕлхепе, культурăпа факультативсемпе кружоксенче паллашаççĕ. Вĕсен шутне факультативра “Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культури” предметне вĕренекен 234 ача та кĕрет. Çак кружока пур халăх ачи те çӳрет. Занятисенче пирĕн тăрăхри тĕп халăхсен культурипе паллаштараççĕ.
- Ачасем тăван чĕлхене эрнере миçешер сехет вĕренеççĕ?
-Вĕренӳ планĕпе 2-мĕш класра – тăватă сехет, 3-4-мĕшсенче – виçĕ сехет, 5,6,7-мĕш классенче – икшер сехет, 8-9-мĕш классенче – виçшер сехет. Вуннăпа вунпĕрмĕш классенче ачасем предметсене профильпе суйласа илеççĕ, вĕсем хушшинче тăван чĕлхе çук. Профильпе вĕренменни-сенче пĕрер сехет литература вĕренеççĕ.
-Сирĕн шутăрпа облаçри ачасен чăваш чĕлхипе пĕлĕвĕ мăнле шайра?
-Вĕренекенсен пĕлӳ шайĕ темиçе сăлтава пула лайăх е начар пулма пултарать. Предмета ача юратса та лайăх е начар пĕлни вĕрентӳçĕрен те, ашшĕ-амăшĕнчен те, ача кăмăлĕнчен те, шкулти лару-тăруран та килет.Чăваш ачисем чăвашла начар пĕлеççĕ тесе шутламастăп. Кашни çулах регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиадисенчен çĕнтерӳçĕ ята илсе килеççĕ. Иртнĕ çул Вăта Тимĕрçен шкулĕнчи Владислав Базарнов (С.В.Телеева вĕрентет) тата Димитровградри Наталья Яргункина (В.В.Киргизова вĕрентет) çĕнтерчĕç. Вĕсем тăваттăшĕ те кĕпĕрнаттăр премине – тăватшар пин тенкĕ – тивĕçрĕç. Вĕрентӳçĕсен кунĕнче вĕсене Ленин мемориалĕн залĕнче иртнĕ кĕпĕрнаттăр йышăнăвне йыхравларĕç. Пĕтĕм Раççейри “Чĕвĕлти чĕкеç” олимпиадăна пирĕн облаçри шкулсем кашни çулах хутшăнаççĕ, нумай балл пухаççĕ. Уйрăмах ку енĕпе Чăнлă районĕ, Димитровград, Ульяновск хулисем палăраççĕ.
-Ку вĕренӳ çулĕнчен Чăваш Республикинчи 11-мĕш классем чăваш чĕлхипе ЕГЭ тытма пултараççĕ. Пирĕн облаçра пулать-и кун пекки? Пулсан тĕрĕслев материалĕсене ăçтан илетĕр?
-Чăваш Республикинче чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи “наци чĕлхисем” шутланаççĕ. Çавăнпа та наци чĕлхипе экзамен тытма ирĕк пурри çинчен калакан саккун вĕсене тӳрремĕн тивет. Ульяновск облаçĕнче чăваш чĕлхипе ЕГЭ парас текенсем пулсан – эпир хирĕç мар. Мĕншĕн тесен ку вĕренекенĕн ирĕкĕ. Ыйтусене Чăваш Республикин вĕрентӳ министерстви ярса парĕ.
Сăмах май, пирĕн вĕренекенсем 9-мĕш класс хыççăн чăваш чĕлхипе экзамен параççĕ, çыру мелĕпе.
-Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре йывăрлăхсем пур-и?
-Шкулсене учебниксемпе çителĕклĕ тивĕçтересси пысăк йывăрлăхчĕ. Кăçал эпир Ульяновскри “Книжкин дом” лавккапа килĕшӳ турăмăр. Районсем кашни шкултан заявка илнĕ, эпĕ вĕсене лавкка директорĕ патне çитернĕ. Кĕçех мĕнпур кирлĕ литературăна илсе килмелле. Чăнлă районне, учебниксене кирлĕ чухлĕ туянма, муниципаллă пĕрлĕх укçа парать. Нумай шкулсем чăваш учебникĕсене субвенци майĕпе туянĕç. Пĕчĕк шкулсен вара ашшĕ-амăшĕн шутĕнчен туянма тивет.
Тепĕр йывăрлăх – кадрсем. Педуниверситетран вĕренсе тухакансем шкула, ял шкулне пушшех те, каясшăн мар. Ку йывăрлăх пирĕн кăна мар, патшалăхĕпех çапла. Ульяновскри патшалăх педуниверситетри наци ушкăнне пĕтерекенсем те шкула талпăнмаççĕ. Кăçал диплом илнĕ пилĕк çынран пĕри кăна шкула кайнă. “Çамрăк педагог” программăна правительство çирĕплетсен, тен, педагогикăна çамрăксем хутшăнĕç.
Кăçал наци ушкăнне вĕренме кĕнисем те сахал – виççĕн кăна.
-Мĕншĕн çапла пулса тухнă?
-Сăлтавĕсем нумай. Эпĕ деканпа С.В. Шаврыгинпа ку ыйтупа курса калаçрăм. Наци ушкăнне заявлени паракансем малтан пулнă. Анчах вĕсем ытти факультетсене кĕнĕ те документсене каялла илнĕ. Преподавательсен ытларах районсене тухса çӳремелле, агитацилемелле, наци ушкăнĕнче вĕренсе ачасем темиçе специальность ăса хывма пултарнине палăртмалла. “Канаш” хаçата, вырăс изданийĕсене реклама памалла, “Еткерте” тухса калаçса хăйсем патне йыхравламалла. Пĕр сăмахпа каласан - ĕçлемелле.
-Кадрсем çитменнипе чăваш кружокĕсене чăвашла пĕлмен ытти халăх çыннисем илсе пыраççĕ-и?
-Предмет шайĕпе ют халăх çынни чăвашла вĕрентеймест. Кун пек тĕслĕхсем пулман та. Факультатив е кружок илсе пыракансем пулнă, пур. Эпĕ çав çынсене чĕререн тав тăватăп. Вĕсем чăваш культурине чунтан юратмасан, историне тĕпрен тĕпчемесен ку ĕçе илсе пыраймаççĕ. Хăйсем чăваш чĕлхине юратса ачасене те çав юрату хăвачĕпе чĕртеççĕ.
Шкулта пĕр кружок е факультатив ставкипе никам та ĕçлеме килĕшмест – вăл пĕчĕк. Ытти предмет вĕрентӳçисем (чăвашсем) совмещени майĕпе ĕçлеççĕ. Хулара пĕр специалист темиçе шкулта ĕçлеме пултарать. Валентина Киргизова Димитровградри виçĕ шкулта чăвашла вĕрентет. Сăр районĕнчи Чеботаевкăри Светлана Николаевна Бикмендеева мĕнпур классенче чăвашла вĕрентет. Ытти вĕрентӳçĕсене те çапла ĕçлеме сĕнетĕп. Анчах кăмăл тăвакансем сахал.
Эпĕ чăваш активисчĕсене çак ĕçе явăçма чĕнтĕм. Чăвашлăхшăн çунакансен эрнере пĕр-ик сехет шкула кайса вĕрентсен те юрать. Никам та каймасть. Хулара çав сехетсене ыттисене параççĕ.
-Вĕрентекенсене аттестацилемелли йĕрке кăçалтан улшăннă. Халĕ учитель ĕçне мĕнле хаклаççĕ?
- Ку ыйтупа учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт ĕçлет. Эп хаклаканни мар. Çаплах кашни вĕрентӳçĕн ĕçне шкул хак парать. Тăван чĕлхене вĕрентекенсене ĕç укçи çумне 15 процент хушса тӳлеççĕ. Лайăх ĕçлекенсене эпир грамотăсем, хисеплĕ ятсем пама ыйтса çыратпăр.
-Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче вĕрентӳçĕсен çитĕнĕвĕсем еплерех?
-Чăваш чĕлхипе “Çулталăк вĕрентӳçи” ирттертĕмĕр. Ульяновскри 55-мĕш шкулти Светлана Анатольевна Марышева 2010 çулхи тăван чĕлхен чи лайăх вĕрентӳçи ята çĕнсе илчĕ. Вăл чӳк уйăхĕнче Мускавра иртекен Раççейри вĕрентӳçĕсен мастер-класс кăтартмалли списока кĕнĕ. “Чăваш чĕлхин чи лайăх кабинечĕ” конкурс йĕркелерĕмĕр. Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнчи Надежда Михайловна Сайгушеван кабинечĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Президент грантне 200 пин тенкĕ илессишĕн конкурса чăваш чĕлхипе вĕрентекенсем кăçал хутшăнман.
-Калаçушăн тав. Çăмăл мар ĕçĕрте çитĕнӳсем сунатпăр.
 
: 1055, Хаçат: 43 (1135), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: