Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
РФ Президенчĕ Владимир Путин Ульяновск область кĕпĕрнаттăрне Сергей Морозова Крыма пулăшнăшăн тав тунă. Кун пирки Атăлçи федераллă округăн Саранскра иртнĕ ларăвĕнче Михал Бабич пĕлтернĕ.
Ульяновск облаçĕ пĕрре кăна мар Крыма гуманитарлă пулăшу янă. Çурутравра энергетика енчен йывăрлăхсем сиксе тухсан пирĕн регион Феодоси хулине икĕ УАЗ машина тата 46 çункăçпа ĕçлекен электростанци ăсатнă.
Ачасен кино фестивалĕ иртет
Ака уйăхĕнче Ульяновск облаçĕнче «Пĕрремĕш утăм. Пĕрремĕш кадр» кинофестиваль иртет. Унта хутшăнма заявкăсем йышăнаççĕ . Фестиваль тĕллевĕ – ачасене (18 çула çитиччен) кино ӳкерес ĕçе явăçтарасси тата вĕрентесси.
Фестиваль Инзăра акан 15-мĕшĕнче уçăлать. Ку мероприятие хисеплĕ хăнасем килсе çитмелле: Ольга Сидорова тата Владимир Демидов артистсем. В.Демидов – пирĕн ентеш, Инза районĕнче çуралса ӳснĕ.
Унта ачасен ĕçĕсене çак номинацисенче хаклĕç: «Документлă фильм», «Вăйă фильмĕ», «Мультфильм». Темисем çапла – «Шкул», «Паянхи вăхăт паттăрĕсем», «Тăван тăрăх историйĕ-нчен», «Паян пăшăрхантаракан ыйту».
Заявкăсемпе ĕçсене акан 5-мĕшчен Инза районĕн культура управленине (Инза хули, Заводская урамĕ, 2-мĕш çурт е inza-kultura@mail.ru электрон адресĕпе) ярса памалла.
Уçă алăк кунĕсем
Сывă пурнăç йĕркин фестивалĕ шайĕнче Ульяновск облаçĕнчи медицина учрежденийĕсенче «Уçă алăк» кунĕсем иртеççĕ.
Фестиваль ака (апрель) уйăхĕн 1-мĕшĕнче тытăнса çăвăн (май) 1-мĕшĕччен тăсăлать. Çак вăхăтра 500 ытла мероприяти иртет.
Мероприяти виçĕ вунăкунлăха пайланать: акан 1-10-мĕшĕсенчи ĕçсене профилактикăна халалланă, иккĕмĕшне – вĕренӳпе культура учрежденийĕсенчи ĕçсене, виççĕмĕшне – физкультурăпа спорта.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Павел Дегтярь сăмахĕпе, сывă пурнăç йĕркин фестивалĕнче ытларах чирсенчен сыхланассине тата сиенлĕ йăласемпе кĕрешессине тимлĕх уйăрĕç. Кашни район пульницинче уçă алăк кунĕсем йĕркелĕç, суту-илӳ çурчĕсенче çынсен сывлăхне тĕрĕслĕç, çынсемпе мастер-классем, «сывлăх урокĕ-сем», медицина ярмăрккисемпе калаçусем ирттерĕç.
Сыватасси икĕ хут ӳсĕ
Ульяновскра пурăнакан виçĕ пин çын 2016 çулта чи çĕнĕ технологиллĕ медицина пулăшăвне илме пултарĕ.
Ун валли область çыннисене 500 миллион тенкĕ укçа куçарĕç. Кун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр регионти сывлăх сыхлавĕн министерствин пĕтĕмлетӳ ларăвĕнче пĕлтернĕ.
- Сывлăх сыхлавĕ – социаллă пĕрлешĕвĕн чи пысăк пайĕ. Эпир РФ Президенчĕн май уйăхĕ-нчи Хушăвне пурнăçа кĕртессипе ĕçлетпĕр: отрасле çамрăк кадрсене илĕртетпĕр, техника базине çĕнететпĕр, çĕнĕ технологиллĕ сиплев меслечĕсене аталантаратпăр.
 
: 215, Хаçат: 13 (1362), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: