Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăр районĕнчи Архангельскинче Чăваш культура кунĕ иртрĕ. Уява кӳршĕллĕ Шатăршан, Сартункка, Чеботаевка, Никитино тата Архангельски ял чăвашĕсем пухăннăччĕ. Ульяновскран сумлă делегаци – УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев, унăн çумĕ Федосия Улендеева, Çĕнĕ хулари пултаруллă та хастар чăвашсем Елена Уресметова тата Луиза Уба, «Канаш» хаçат корреспонденчĕсем Нина Еграшкина, Елена Мустаева тата Елена Алексеева – килсе çитнĕ. Вĕсене аякри тăвансем çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа, юрă-ташăпа, янăравлă купăс сассипе кĕтсе илчĕç. Урамра кăвайт çинче яшка пиçет, техĕмлĕ чей вĕрет. Наци тумне тăхăннă чăвашсен, вырăссем те пурччĕ кунта, куçĕсем ялтăраса тăраççĕ.
 
Экскурси
Портновсем – Архангельски ял вулавăшĕн ĕçченĕ Зинаида Петровна, ăста таврапĕлӳçĕсем Сергей Терентьевичпа (мăшăрĕ) Александр Сергеевич (ывăлĕ) пурне те аваллăха упракан çурта кĕме чĕнчĕç. Вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул вырнаçнă самаях пысăк çуртăн пĕр пайĕ-нче ял библиотеки, вулав залĕ тата этнографипе таврапĕлӳ музейĕ вырнаçнă.
Тĕлпулу библиотекăпа паллашнинчен пуçланчĕ. Ун фондĕнче 7 пин те 300 кĕнеке упранать. Вĕсене ял çыннисем те, шкул ачисем те (Архангельскинчи шкулта 16 ача вĕренет) хавхалансах вулаççĕ. Пуринчен ытла кунти çынсем Зинаида Портнова куллен ирттерекен пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче пулма юратаççĕ. Курса савăнмалли нумай кунта: пур кĕнекене те тематикине кура вырнаçтарса хунă, куç умĕнче – интереслĕ сăнӳкерчĕксемпе пуян стендсем, ятарлă куравсене çĕнĕ кĕнеке-журнал, область тата Раççей кăларăмĕсене тăратнă. «Канаш» хаçат пуххине чи курăнакан вырăн уйăрнă. Хăйĕн ĕçĕнче паянхи кунпа шайлашакан техникăпа та усă курать тирпейлĕ хуçа – кунтах компьютер, музыка центрĕ тата ытти те. "Интернетсăр халь ал-урасăр пекех", - тет вăл.
Экскурси вулавăшри таврапĕлӳ пайĕнчен тытăнни ăнсăртран мар. Кунта Ульяновск облаçĕнче ĕçлесе пурăннă, халĕ пурăнакан сăвăç-çыравçисен кĕнекисем упранаççĕ. Ачасем те, аслисем те хаваспах Владимир Сатайăн, Анатолий Чебановăн, Анатолий Юманăн, Валентина Игнатьева-Тараватăн , Анатолий Дмитриев-Ырьятăн, Николай Ларионовăн, Елена Мустаеван, Елена Алексееван тата ытти ентешсен кĕнекисемпе паллашма пултараççĕ. Портфолиора тата альбомсенче – кăçал, çавăн пекех иртнĕ çулсенче «Канаш» хаçатран касса илнĕ статьясем. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевăн вилĕмсĕр ĕçĕ-хĕлĕпе пултарулăхне ятарлă вырăн уйăрнă. Ача-пăча кĕтесĕнче – çĕнĕ кĕнеке куравĕ, ачасем валли – сĕтел çи вăйăсем. Библиотека истори, таврапĕлӳ материалĕсемпе, илемлĕ литературăпа пуян. «Юбилей çулĕ» куравра юбилярсен сăнӳкерчĕкĕсемпе кĕнекисене тăратнă.
Вулавăш залĕ
Вулав залĕнче ял тата шкул историйĕ (ăна 1861 çулта уçнă), вулавăш аталанăвĕн çул-йĕрĕ сăнарланнă. Вĕсен йĕркелӳçисемпе ертӳçисене нумай вырăн уйăрнă. Çутçанталăка юратакансен кĕтесĕ пирки хавхалансах ăна ертсе пыракан таврапĕлӳçĕ, вĕрентӳçĕ ĕçĕнчен пенсие кайнă Зинаида Никитична Абдулхалимова каласа пачĕ.
Музейăн пуянлăхĕнчен хăнасем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Унти экспонатсемпе пĕр уйăхра та вĕçне çитиччен паллашса пĕтерме çук. Чăн-чăн мул, туслă халăхсен ахах-мерченĕ упранать кунта. Аваллăх управçисем пулса кунта чăвашсем – Зинаидăпа Сергей Портновсем тăрăшаççĕ.
Зинаида Петровна сăмах малтанах УОЧНКА ертӳçине Олег Мустаева пачĕ. Олег Николаевич çак музейăн йĕркелӳçине тата управçине Зинаида Портнована пĕр сăлтавсăр ĕçрен кăларса ярассинчен, музее аркатассинчен сыхласа хăварнă.
-Ку тăрăхра эпир пĕрре çеç пулман. Икĕ çул каялла кунти музее килсе «Еткерпе» кăтартнăччĕ. Эсир мухтава тивĕç. Кунти пек музей таврара урăх çук. Ăна упраса хăвармаллах, - терĕ ертӳçĕ. Петровсен çемйине чĕререн тав туса вулавăш валли чăваш историйĕпе тата паллă çыннисемпе çыхăннă кĕнекесем парнелерĕ. Йывăрлăхсем сиксе тухсан пулăшма пулчĕ.
Калаçăва облаçри вĕренӳ министерствинче нумай çул ĕçленĕ, халĕ УОЧНКА ертӳçин çумĕ Ф.Т.Улендеева тăсрĕ.
-Мана тăван халăхăмăрпа çыхăннă кирек мĕнле ĕç те савăнтарать. Ку тăрăхра çак ĕçе чăвашлăха юратакан çынсем чĕре хушнипе туса пыраççĕ. Музей пӳлĕмĕ тăвăртарах, пысăкрах пӳлĕм пулсан çак авалхи пурлăха тата аванрах кăтартма пулĕ-ччĕ,- терĕ вăл Зинаида Портнована тата унăн çемйине çак ĕçре ăнăçусем сунса.
Унтан сăмах çак шкулта завучра нумай çул ĕçленĕ Зинаида Никитичнана пачĕç. Вăл ку тăрăхри мĕнпур наци халăхне, культурине хисепленине пĕлтерчĕ. Унтан хăй усрава илнĕ чикан хĕрĕ Диана пирки каласа пачĕ. Диана куракансене чикан ташшипе савăнтарчĕ.
Зинаида Портнована унăн мăшăрĕ Сергей Терентьевич тата Саша ывăлĕ мĕнпур ĕçре пулăшса пыраççĕ. Пухăннисем çакна пуçласа мĕн вĕçне çитичченех туйрĕç. Çемье пуçĕ хăнасен умĕнче тухса калаçрĕ. Чăваш халăхăн историне аса илчĕ. Чăвашсен шучĕ халĕ пĕр вăрçăсăр пĕтсе пыни çинче пусăм турĕ.
Ку ялта нумай çул председательте ĕçленĕ А.М.Нуждина та чăвашсем ăçтан пулса кайни кăсăклантарать. Вăл чăваш халăхĕ ку вырăнсене хăçан килсе тĕпленнине тĕплĕн каласа пачĕ.
Вырăнти фермер Альберт Мышкин та халăхăмăрăн историйĕпе кăсăкланни палăрчĕ. Вăл нумай çĕннине пĕлтерчĕ.
Кӳршĕ Сартунккари вăтам шкулта истори предметне вĕрентекен таврапĕлӳçĕ С.В.Клевогин тата унăн ĕçтешĕ А.Н.Аксенов (иккĕшĕ те вырăс) чăвашсемпе çума-çумăн ĕçлесе çак халăх çинчен нумай пĕлни пирки каларĕç.
-Зинаида Петровна мана нумай пулăшса пырать. Куравсем йĕркеленĕ чух хăй музейĕнчен сайра куракан япаласем илсе килет. Тĕлĕнмелле ырă çын вăл – Зинаида Петровна,- терĕ Сергей Викторович.
-Вырăс ачисем чăваш халăх историйĕ çинчен хăйсеннинчен ытларах пĕлеççĕ. Вырăссен те историпе культурине тимлĕх уйăрмаллине пĕлтерет,- терĕ Александр Николаевич шкул музейне валли илсе килнĕ парнесене Зинаида Портнована тыттарса.
Кӳршĕ Шатăршан ялĕнче пурăнакан Антонина Сазонова ача чухне асламăшĕ каласа хăварнисене çырса пыманшăн кулянса калаçрĕ.
Никитино ялĕнчен килнĕ Карзановсем (упăшкипе арăмĕ) купăс каласа чăваш юррисем шăрантарчĕç. Калаçăва вĕри самовар тавра ларсан тата тăсрĕç пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă, тĕрлĕ хула-ялсенче çуралса ӳссе пĕр уява пуçтарăннă ентешсем.
 
: 310, Хаçат: 13 (1362), Категори: Культура

Комментарисем:

Joeie (2016-06-30 11:25:23):
Je vois que tu visites minutieusement ce coin de la Thaïlande où effectivement il fait nettement plus chaud qu&rsquo/en France ! Veinard !!! Nous attendons donc régulièrement de tes nouvelles par ce blog afin de suivre de près ton péripleĕ En attendant je te souhaite une excellente fin d&rsquo/année 2008 et que tu puisses enfin exceller en thaï car c&rsquo/est vrai que la barrière de la langue est parfois très gênanteĕ En tout cas les photos sont très belles et cooseérl…/ A suivreĔ bisesĕ Sylvie

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: