Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейри культура ĕçченĕсен кунĕ-нче Çĕнĕ Ульяновскра хăйнеевĕр тĕлпулу – Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисене, таврапĕлӳçисене, «Канаш» хаçат журналисчĕсене халалланă литература каçĕ – иртрĕ. Йĕркелӳçи – ЧР тава тивĕçлĕ артистки, Çĕнĕ Ульяновскра чăваш культурине çĕклекен, «Чĕкеç» кружок ертсе пыракан Зоя Рейтер.
 
Уява «Браво» культурăпа кану центрĕн директорĕ Ирина Королева уçрĕ. Ĕçтешĕсене культура кунĕпе саламланă май малашне те пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем тума сунчĕ. Ăшă сăмахсем «Çĕнĕ Ульяновск хули» муниципаллă пĕрлĕх администрацийĕн ертӳçи Светлана Косаринова, культура пайĕн пуçлăхĕ Марина Тихонина каларĕç. Ветерансен хорĕ юрăпа савăнтарчĕ. Поэзипе проза уявĕн ертӳçи Галина Никитина сцена çине «Колокольчик» ача сачĕн хастарĕсене чĕнчĕ. Юлия Шабанова, Дарья Астаушкина тата Варвара Забирова хавхалансах чăваш ташшипе паллаштарчĕç. Юлия тата Валентина Тарават çырнă сăвва пăхмасăр каларĕ. Ача сачĕн пуçлăхĕ Светлана Сехелова салам сăмахĕнче ачасем чăваш халăх культурине юратса вĕреннине палăртса хăварчĕ.Çĕнĕ Ульяновскри «Баренда» бал ташшисен ушкăнĕн пĕчĕк çăлтăрĕ Анна Шумкина пурне те илемлĕ хусканусемпе килентерчĕ.
Çĕнĕ Ульяновскри 1-мĕш вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Анастасия Рукавишникова «Чăваш чĕлхипе культури» тăвăм хăтлавне хатĕ-рленĕ. Хăйсен шкулĕнчи историпе этнографи музейĕнче упранакан хаклă экспонатсемпе – П.П.Ургалкин ӳкерӳçĕн ĕçĕсемпе, А.К. Ургалкин артист сăнӳкерчĕкĕсемпе – паллаштарчĕ. 5-мĕш класс хĕрачи Анастасия Семенова чăваш сăввине вĕренсе килнĕ.
Сцена çине хăнасене чĕнчĕç. Елена Мустаева журналистикăри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, илемлĕ калавсем çырма мĕн хистени, хавхалантару çăлкуçĕсем пирки каласа пачĕ. Тĕлпулăва килнисен йышлă та кăсăк ыйтăвĕсене хуравларĕ. Елена Николаевна уйрăмах хайлавсенчи тĕп сăнарсен кăмăл-çирĕплĕхĕ çинче тытăнса тăчĕ. Пухăннисене автор интереслĕ сюжетсене ăçтан «илни» те кăсăклантарчĕ. «Пурнăçран, кулленхи тĕлпулу-калаçусенче н, ăнсăртлăхсенчен», - терĕ çыравçă.
УОЧНКА ĕçтăвкомĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен ыйтăвĕсене татса паракан Нина Еграшкина журналист, çыравçă, ӳкерӳçĕ, юрăçă «Канаш» хаçат хăйĕн пултарулăх çул-йĕрĕнче епле вырăн йышăннине каласа пачĕ. Ентешĕн, Чăнлă районĕнчи Кашара пурăнакан çыравçăн Нина Васильеван «Анне» сăввине вуларĕ, Çĕнĕ Ульяновскри ача-пăча вулавăшне авторăн «Чун уççи» кĕнекине парнелерĕ. Йăхташсем ыйтнипе «Хура лаша, ан хартлат!» халăх юррине шăрантарчĕ.
Ульяновскри пуçаруллă таврапĕлӳçĕ, Чăваш халăх академикĕ Николай Кирюшин пысăк курав хатĕрлесе килнĕ. Вăл çынсене хавхалансах çулçӳревсенчен илсе килнĕ пуянлăхпа паллаштарчĕ. Курав уйрăмах ачасемпе çамрăксене килентерчĕ. Аваллăх паллисемпе кăсăкланса кайнăскерсем çак тупра хуçине ыйтусем пачĕç. Кивĕ Улхаш чăвашĕ вĕсене савăнсах хуравларĕ.
«Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕ Валентина Ефимова тата корреспонденчĕ Елена Алексеева культурăна аталантарнă çĕрте ырми-канми тăрăшакан хастарсене сывлăх тата çитĕнӳсем сунчĕç. Хăйсен кĕнекисене вулавăша парнелерĕç.
Ульяновск облаçĕнчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пуçлăхĕ Алексей Мордовкин юбилей çулĕ пулнине палăртса Зоя Рейтера, Елена Мустаевана, Нина Еграшкинана, Николай Кирюшина Тав хучĕсем тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕ, малашне те тăрăшса ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ.
 
Çĕнĕ Ульяновск хули.
 
: 265, Хаçат: 13 (1362), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: