Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2015 çул Раççейре литература, Чăваш Енре К.Иванов çулталăкĕ пулнине шута хурса, çыравçăсен ăсталăхне ӳстерес тесе «Тăван Атăл» журнал «Литература çулĕнчи чи лайăх хайлав» конкурс йĕркеленĕ. Номертен номере проза хайлавĕсем пичетленнĕ.
Конкурса хутшăнакансем чылай пулнă. Вĕсенчен çакăн пек паллă хушаматсене палăртма пулать – Хветĕр Агивер, Рита Арти, Юлия Силэм, Улькка Эльменĕ.
Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсенчен конкурса виçĕ автор хутшăннă – Елена Алексеева-Аксупи, Николай Казаков тата Елена Мустаева.
Иртнĕ уйăхра «Тăван Атăл» журналăн редколлегийĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвне тунă.
Конкурс комиссийĕ «Литература çулĕнчи чи лайăх хайлав» çĕнтерӳçисене çапла палăртнă:
1-мĕш вырăн – Улькка Эльменĕ («Сарă кĕпе» повесть)*
2-мĕш вырăн – Елена Мустаева («Айăп», «Усрав ача», «Каллех ыйхă килмест» калавсем, «Уй варринче çинçе хăва» повесть)*
3-мĕш вырăн – Елена Алексеева-Аксупи («Роль», «Каснă чĕлĕ» калавсем).
Çĕнтерӳçĕсенчен икĕ авторĕ Ульяновск облаçĕ-нчен тата «Канаш» хаçат ĕçченĕсем пулни уйрăмах кăмăллă. Эпир вĕсене малашнехи пултарулăхра ăнăçусем сунса чун-чĕререн саламлатпăр!
2016 çулта та «Тăван Атăл» журналта чи лайăх хайлавсен конкурсĕ иртет.
 
: 621, Хаçат: 13 (1362), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: