Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра пурăнакан Николай Андреевич Шкаликов – инвалид. Унăн икĕ куçĕ те курмасть. Мăшăрĕ те сусăр – урипе утайманнипе кӳлепе çинче ларма тивет. Апла пулин те Шкаликовсем тулли пурнăçпа пурăнаççĕ. Николай Андреевич – ăста купăсçă та, юрăçă та. Вăл куç курманнисен клубĕнчи тĕрлĕ ансамбльсене çӳренĕ: хорта тата пĕччен юрланă, оркестрта пĕрремĕш альт каланă. Тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ.
Николай Шкаликов Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче 1948 çулта çуралнă. Ачалăхĕ ялти ытти ачасенни пекех иртнĕ: вылянă-чупнă, шкулта вĕреннĕ, çулла колхоз хирĕнче ĕçленĕ... Анчах саккăрмĕш класс тĕлне Николай Шкаликовăн куçĕ начартарах та начартарах курма тытăнать. Куç чирĕн сăлтавĕ вара – пĕчĕк чухне чечекрен прививка туни. Амăшĕ каласа панă тăрăх, ача çав тери шыçса каять: пичĕ-куçĕ те, кĕлетки те. Пӳрленсе ларнă тумне аран хачăпа касса хывса илеççĕ ун чухне. Куçĕ вара ĕмĕрлĕхех айăпланса юлать. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра куркалать-ха вăл, анчах куçĕ кунсерен начарланса пырать.
- Чире пула аннепе час-часах пульницана çӳренĕ пуль çав. Саккăрмĕш класс хыççăн ВТЭК урлă тухсан мана иккĕмĕш ушкăнри инвалид пачĕç. Вара суккăррисен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕнчен яла килчĕç те Ульяновска кайма сĕнчĕç. Кунта курманнисен обществинче мана хапăл кĕтсе илчĕç, профессие вĕрентрĕç. Эпĕ çырма-вулама Чӳрекел шкулĕнчех вĕреннĕ вĕт-ха, çавăнпа куç курманнисен обществинче Брайль шрифчĕ çине куçман. Малтанлăха эпĕ хваттерте пурăнтăм, кайран Орлов урамĕнче общежити пачĕç, 1969 çулта авлансан вара хваттерлĕ пултăмăр, хĕр Светлана çут тĕнчене килчĕ. 1972 çулта пач курми пулса тăтăм, – каласа парать Н.А.Шкаликов.
Николай Андреевич «Слесарь механо-сборочных работ» профессие алла илет. УАЗ машинасем валли ларкăчсем, сакăсем туса кăларнă çĕрте вăл 2005 çулччен, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, вăй хурать. Пĕр кăсăкла пулăм çинчен кулса аса илет чăваш арĕ:
- Ларкăчсем тăвасси вăл кăткăс ĕç, куçлă çынсемшĕн те. Пирĕн вара кашни япалана хыпаласа чухласа ĕçлеме тивет. Хăнăхатăн майĕпен. Тирпейлĕ ĕçлетĕн. Пĕррехинче кĕрӳ килчĕ ĕçе. «Мĕн тăвасси пур çак сака, пĕрре-иккĕ çапан та пулать», - тет. Ман алăри мăлатука илсе пĕрре кăна çапрĕ, тӳрех пӳрнине лачлаттарчĕ. «Эй, мур илесшĕ, эсир мĕнле ĕçлетĕр кунта», - тесе кăшкăрса ячĕ. Çапла çав тетĕп.
Пурнăçа килте ним тумасăр ларса та, савăнса, кулса та ирттерме пулать. Николай Шкаликов та Ульяновска килсен тăватă стена хушшинче лармасть, тӳрех куç курманнисен клубне çӳреме пуçлать.
- Эпĕ ачаранах купăс калама вĕреннĕ. Пирĕн йăхра юрра-ташша пит пултаракансем, купăс-баянпа калама пĕлекенсем çук. Купăс калакан та эп кăна. Атте пĕрремĕш класра чухне ятарласа купăс туянса пачĕ. Эпĕ ăна хам тĕллĕм турткалама пуçларăм. Çынсем каланине тимлĕ сăнарăм, итлерĕм. Çапла майĕпен хăнăхрăм вĕт. Юрать купăс калама куç кирлĕ мар.
Куç курманнисен клубне килсен пит савăнчĕç. Купăспа калатăп-çке-ха. Унтан юрлаттарса пăхрĕç те – сасă аван терĕç. Эпĕ хора та çӳрерĕм, уйрăммăн та юрлаттăм, оркестрта пĕрремĕш альт калаттăм. Ансамбльпе эпир çĕршыври тĕрлĕ хулара гастрольте пулнă: Чулхула, Шупашкар, Суздаль, Владимир, Пенза, Самар, Хусан тата ытти. Нумай конкурса хутшăннă, лауреат ята тивĕçнĕ, дипломсемпе грамотăсем паянччен упранаççĕ, питĕ нумай. Пĕччен юрланă юрăсем ытларах вырăслисемччĕ, юлашки çулсенче репертуара икĕ чăваш юррине кĕртрĕм. Куракансене çакă питĕ килĕшрĕ, - тăсатпăр калаçăва.
Шкаликовсен пĕртен-пĕр Светлана хĕрĕ те ашшĕне хывнă. Вăл пурнăçне искусство тĕнчипе çыхăнтарнă – музыка училищинчен вĕренсе тухнă. Светланăн сасси шăпчăкăнни пек илемлĕ. Ашшĕ пекех вăл тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ. Светланăн икĕ ывăлĕнчен асли, Артем музыка енчен пултаруллă. Ачаллах шкулти илемлĕх пултарулăхне хастар хутшăнать, музыка шкулне вокал уйрăмне çӳрет, хорта та юрлать. Конкурссене хутшăнса çĕнтерет, Мускава, Санкт-Петербурга çитет. Артема ЮНЕСКО хорĕпе пĕрле Ватикана чĕнтереççĕ. Вăл Рима çитет, Иоанн Иккĕмĕш Павăл ăна пуçĕнчен шăлса пиллет, хăй четкине парнелет, алă тытса саламлать. Хорпа пĕрле чăваш каччи Папа умĕнче юрлать, Испани юрăçипе Монтсеррат Кабальепе пĕрле шăрантарать.
Шкул пĕтерсен Артем Ульяновскри педуниверситетăн историпе юридика факультетĕнче ăс пухать. Халĕ юрист пулса ĕçлет.
Шкаликовсен тепĕр мăнукĕ те пурнăç çулĕ çине тăнă.
Мĕнпур ашшĕ-амăшĕ пекех Н.А.Шкаликов ачипе мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса пурăнать. Юлашки çулсенче хора çӳреме пăрахнипе канмалли вăхăтра аллине купăс тытать, чăваш кĕввисем калать, юрлать. Илемлĕ сасăллă мăшăрĕ Мария Ивановнан чунĕ те çав вăхăтра чăтса тăраймасть, вăл та юрра хутшăнать.
 
: 648, Хаçат: 13 (1362), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: