Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ольга Дьяконова Чӳрекел шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренет.
Хĕрача питĕ хастар та пултаруллă. Лидия Федоровна Ярославская Валентин Урташ пурнăçĕпе паттăрлăхĕ темипе ирттернĕ уçă урокра Оля пĕлĕвĕпе тата чăвашла илемлĕ калаçма пĕлнипе тĕлĕнтерчĕ. «Ăçтан Урташ пирки çавăн чухлĕ пĕлетĕн/» - тесе ыйтсан хĕрача урока тĕплĕн хатĕрленнине пĕлтерчĕ.
Ольга Дьяконова шкулта «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вĕренет. Юратнă предмечĕсем – вырăс чĕлхипе литератури тата чăваш чĕлхи.
Ытти предметсемпе те вĕрентекенсене çитĕнӳсемпе савăнтарать. Пĕлтĕр районти пуçламăш классем хушшинче математикăпа ирттернĕ олимпиадăна хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Шкулти мероприятисенчен вăл нихăçан та юлмасть: юрлать, ташлать, сăвă калать. Уйрăмах пĕчĕк сценкăсене хутшăнма кăмăллать.
Оля конкурссене те хаваспах ĕçĕсене ярса парать. Пĕлтĕр Ульяновскри Арское ялĕнчи чунпа патриот воспитанийĕн центрĕ йĕркеленĕ регионсем хушшинчи «Пасха радость нам несăт» конкурса вăл ӳкерчĕк ярса панă, ятарлă сертификата тивĕçнĕ.
Оля мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ӳснĕ. Аслисене хисеплет хĕрача, май пултарнă таран пулăшать: урай çуса парать, çулла пахчари çум-курăка пĕрле çумлаççĕ. Пушă вăхăта та Оля усăсăр ирттермест: шкулти кружока çӳресе илемлĕ япаласем çыхма вĕреннĕ.
Учительсем Ольăна юратаççĕ. Çакăн пек ачасем – Раççей çĕршывĕн пуласлăхĕ тесе мухтанаççĕ.
 
Майна районĕ.
 
: 206, Хаçат: 13 (1362), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: