Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хо Ши Мин – марксизм-ленинизм идейине тĕпе хурса Вьетнам Компартине никĕсленĕ, Вьетнамри август революцине пуçарнă, Çурçĕр Вьетнамăн пĕрремĕш Президенчĕ, философ, марксист, поэт.
Вăл 1890 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Вьетнамри Намдан уесне кĕрекен Кимльен ялĕнче çуралнă. Çуралсанах ăна Нгуен Шинь Кунг ят панă. Ашшĕ – Нгуен Шинь Шак – патриотла партин хастарĕ пулнă. Ялта вăл çеç хут пĕлнĕ. Ăна фобанг хисеплĕ ят парса чысланă. Каярахпа ăна уес пуçлăхне çирĕплетнĕ.
Амăшĕ – Хоанг Тхи Лоан 32 çулта – тăваттăмĕш ачине çуратнă чухне – вилнĕ.
Вьетнамри йĕрке тăрăх, ачан шкула кайичченех ятарлă шкул пĕтермелле пулнă. Çапла шкула кайиччен Нгуен Шинь Кунг иккĕмĕш ят – Нгуен Тат Тхань – илет. «Нгуен» вырăсла – триумфатор.
1911 çулта Тат Тхань урăх ятпа пăрахут çине матрос пулса вырнаçать. 1916-1923 çулсенче Америкăра, Великобританире, Францире пурăнать.
1923 çулта Коминтерн чĕннипе Парижран Мускава килет. Кунта вăл Коминтернăн ĕç тăвакан комитетĕнче ĕçлеме тытăнать. Ленин çулпуçăмăра курма ĕмĕтленет. Анчах Владимир Ильич чирлĕ пирки ун патне лекеймест, ăна вăл тупăкра çеç курать.
Тăван çĕршывне Тат Тхань 30 çултан тин таврăнать. Кунта пуçлăха ларсан вăл Хо Ши Мин ятпа пурăнать.
Вăл 1969 çулта, 80 çула кайсан вилет. Хăй ӳтне вăл çунтарса кĕлне виççе пайласа çĕршывăн кăнтăр, çурçĕр районĕсенче тата хăй çуралнă ялне чавса пытарма хушса хăварать. Анчах коммунистсем ыйтнипе ăна совет специалисчĕсем бальзамлаççĕ, ӳтне Ханойри Бадинь лапамĕнче туса лартнă мавзолея вырнаçтараççĕ. Кăнтăр Вьетнамăн тĕп хулине – Сайгона – 1976 çулта Хошимин ятпа ылмаштараççĕ. Вăл çуралнă ялта – хăйĕн тĕп килĕнчен инçех мар – Хо Ши Мина халалласа мемориал çурчĕ уçаççĕ.
Ульяновск хулинчи Засвияжски районĕнче ун ячĕпе урам пур.
 
: 523, Хаçат: 13 (1362), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: