Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çуркунне çитмессерен чун-чĕрене тунсăх пусать. Асаилӳпе темиçе çул каялла пулнă саманта таврăнатăп, иртнине тепĕр хут куç умне кăларатăп. Темшĕн хаваслă та ырă кунсем хыççăн асаплă, хурлăхлă каçсем çитеççĕ. Ыйхă вĕçнĕ каçсенче чӳречерен сăнаса тӳ-пери çăлтăрсене шутласа выртни нумай пулнă. Чун тăвăлса çитнĕ чухне никама та курас, никампа та калаçас килмен вăхăтсем те пайтах. Кӳршĕ ялĕн хӳхĕм хĕрĕпе ăнсăртран паллашрăм. Кăвак куçлăскер, сарă çӳçлĕскер тӳрех кăмăла кайрĕ. Ăшă йăл кулли чунра ырă туйăм вăрататчĕ. Унпа тем çинчен те калаçаттăмăр, шӳтлеттĕмĕр. Юнашар чухне вăхăт иртнине те сисместĕмччĕ. Савнă хĕр аллине аслă пĕлӳллĕ диплом илсен пĕрлешме ĕмĕтленеттĕмĕр. Анчах çав ĕмĕтĕм çурхи шывпа юхса кайрĕ.
Вăл юлашки курсра урăх йĕкĕте качча кайрĕ. Ытла та хăвăрт манчĕ вăл мана, пĕр шелсĕр туйăма таптарĕ. Хӳхĕм хĕр çапла хăтланма пултарасса эпĕ шутлама та пултарайман. Эпир унпа питрав типпинчен тухсан пĕрлешме калаçса татăлнăччĕ. Вăл вара сăмахне тытмарĕ, кĕтнĕ кун çитиччен, икĕ уйăх маларах туй кĕпи тăхăнчĕ. Çак хыпара пĕлсен манăн çут тĕнчерен уйрăлас килчĕ. Юрать-ха юлташсен пулăшăвĕ çак утăмран çăлса хăварчĕ. Вĕсем май килнĕ таран мана лăплантарчĕç, умри тунсăх чаршавне сирме хăтланчĕç. Анчах чĕрери суран часах сипленесшĕн пулмарĕ, кăвак куçсем тĕлĕкре те канăç памарĕç. Савнă хĕр валли туяннă куçлă çĕрĕ çине тинкерсен çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртетчĕ, кăмăл хуçăлатчĕ. Малтан ырă туйăм çуратакан çĕрĕрен уйрăлма шут тытрăм. Текех мана кӳршĕ ялĕн хĕрĕпе (халĕ урăх районĕн кинĕпе) нимĕн те çыхăнтарса ан тăтăр тесе ял çумĕнчи юханшыв урлă хывнă чĕнтĕрлĕ кĕпер еннелле утрăм. Шăнкăртатса юхакан çурхи шыв çине вăрахчен сăнаса тăтăм, каллех асаилӳ çăмхине сӳтрĕм. Лăпланса çитрĕм те алăри куçлă çĕрре шыва пăрахрăм. Тен, юмахри пек, ман çĕрре вутăш тупса тăхăнĕ, мана тав тăвĕ. Çапла хам юратăва, хаваслă çамрăклăха çурхи шывпа юхтарса ятăм.
 
: 612, Хаçат: 13 (1362), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: