Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вырсарникун ĕçе кайнă пирки эрне варринче канмалла пулса кайрĕ. Килте çав тери нумай ĕç капланнă: карăсене чӳхемелле, урайне çумалла. Картишне, пӳрт умне юр çуса тултарнă. Ирĕлессе кĕтмелле мар вĕт-ха, сĕтĕрмелле, çул уçмалла.
Ĕçе пуçăннă кăначчĕ – кӳршĕ Нинук шăнкăравларĕ.
- Санькка, кил часрах, васкавлă пулăшу кирлĕ! - терĕ хыпăнса.
Тухса утрăм. Эпĕ кĕнĕ чухне Нинук хĕремесленсе ĕçлетчĕ. Сĕтел çине тем çӳллĕш купăста тураса хунă хăй. Купăста çулçисем урайĕнче йăваланаççĕ, алли айне витре лекмен пулмалла. Тата чуста хунă пулнă, лешĕ хăпарса кайнипе савăтĕнчен урайне, купăста çулçисем çине тумлать. Газ плитин тăватă шăтăкĕ те вăйлă çулăмпа çунать. Ун çинче тăватă савăт: пĕр чукунĕнче сӳтĕн, тепринче яшка вĕрет. Сыр тума пуçланă иккен Нинук – виççĕмĕш савăтĕнчен сĕт вĕресе тăкăнать. Тата тепринче мĕн иккенне пĕлеймерĕм – тем лăкăртатать, кастрюль хуппи ташлать.
Нинук ал арманĕпе аш çавăрать, вăйлă ĕçленипе сĕтелĕ чĕтрет, аш татăкĕсем сиккелесе илеççĕ. Чăнлăри сахăр завочĕ тесе калăн: тем кĕрлет, тем вĕрет, пăспа тĕтĕм йăсăрланать, вут-çулăм ялкăшать.
-Вара ыран-паян вăрçă пуçланать-им/ Çĕнĕ çул та иртрĕ. Мĕншĕн пĕр кунта мĕнпур ĕçне пуçларăн/ - терĕм аптранипе.
- Ĕçе ăна пĕр хĕрнĕ чух туса пăрахмалла! - хуравларĕ мана Нинук.
Хирĕç нимех те чĕнеймерĕм – чĕлхе çĕтсе ларчĕ темелле-и/
Нинук мана пӳртĕнчен чăрăш сĕтĕрсе кăларма чĕннĕ иккен. Петюкĕ яланхиллех ĕçре. Ирхине пăспа тĕтĕмлĕ кухньăра вут-çулăмлă калаçу хыççăн чăрăш кăларма килĕшмен иккен вăл.
Ытти çул вĕсем чăрăшне Çĕнĕ çул умĕн пĕр уйăх малтан тирпейлесе лартаканччĕ те мартăн 8-мĕшĕ умĕн кăлараканччĕ. «Чăрăш шăршине юрататăп», - тетчĕ Нинук. Шăршине ăна нумайăшĕ юратать пуль-ха, çапах та теттесемпе капăрлатнă чăрăша икĕ уйăх пӳртре никам та лартмасть.
Чăрăша иккĕн ик вĕçĕнчен йăтса тулалла тухма пуçларăмăр. Юрать-ха, теттисене Нинук унчченех пуçтарма ĕлкĕрнĕ. Пыратпăр йăтса: Нинук тăрук туртрĕ-и, эпĕ ĕлкĕреймерĕм-и – апат пĕçермелли пӳлĕм урлă тухнă чухне чăрăш туратти чуста кастрюльне пĕрех сĕтĕрсе антарчĕ. Вăл купăста çулçисем сапаланса выртакан урайне лап! турĕ. Çитменнине, чăрăш хушшине кушак çури хĕсĕнсе ларнă. Ача сассипе йĕре-йĕре халтан ячĕ. Аран çăлтăмăр пĕчĕкскере.
Пăлтăра тухрăмăр. Унта шкап ларать. Шкап çинче – çăнăх чари пулнă. Кам пĕлнĕ! Чăрăш турачĕ ăна та çакланчĕ, пирĕн пуç çине çăнăх лаплатса анчĕ. Çурăлса кайăн тарăхнипе! Чусталлă, çăнăхлăскерсем аран-аран Нинуксен картишне тухса ӳкрĕмĕр. Сывлăш çавăрса ятăмăр та пăлтăрти çăнăха, апат пӳлĕмĕнчи чустана тасатма тытăнтăмăр.
Вăхăт шăвать. Нинукран тав сăмахĕ йышăнса килелле уттартăм.
Пирĕн пӳрт умĕнче хамăр хыçра пурăнакан Маша пысăк кастрюль йăтса тăрать. Хăй темшĕн пăшăрханнă. Килĕ-нче кукăль пĕçерме пуçланă иккен, çав вăхăтра мăшăрĕпе пӳртĕнчен чăрăш кăларасси пирки вăрçăшса кайнă. Юлашкинчен чăрăшĕ те, Маша та, чуста кастрюлĕ те картишне лекнĕ. Пирĕн патăмăрта Маша кукăльне пĕçертĕмĕр вара – упăшки лăпланиччен.
Вăхăт ман канмалли кун тесе кĕтсе тăмасть вĕт, малаллах вĕçтерет. Палăртнă ĕçĕ вара вырăнтан та хускалмасть.
Маша тухса кăна кайрĕ – кӳршĕ Лида пырса кĕчĕ, çӳçне сăрламалла иккен. Юрать-ха, Лидăн чăрăшĕ пӳрт умĕнче ӳсет. Çавăнпа та вĕсен чăрăш лартас-кăларас нуши çук. Вăрçи те çук! Çӳç сăрласа пайтах вăхăт иртрĕ. Лида çамрăклансах кайрĕ!
Кун иртрĕ. Каç пулчĕ. Кил-йыш ĕçрен килнĕ çĕре аран-аран каçхи апат пĕçерсе ĕлкĕртĕм.
Канмалли кунĕ татах пулĕ-ха, килти ĕçсене ĕçлĕп. Маншăн çынна пулăшасси сăваплă ĕç.
Килти чăрăша вара эпĕ пĕчченех йăтса тухрăм! Тата мĕн те пулин сиксе тухиччен!
 
Чăнлă районĕ,
Аслă Нагаткин.
 
: 718, Хаçат: 13 (1362), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: