Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-12-мĕш номерсенче.)
 
1939 çулхи вĕренӳ çулĕ те вĕçленчĕ. Çĕртме уйăхĕн юлашки кунĕсем. Çичĕ класс пĕтернĕ Валентин Яковлев тата юлташĕсем Элшел айĕнчи вăрмана кайрĕç. Уçланкă варрине килте тĕртсе илемлетнĕ сĕтел çитти сарса хучĕç. Ун çине кам мĕн илсе килнĕ – апат-çимĕçе вырнаçтарчĕç. Кăвайт çинче чей вĕретрĕç. Кашни ача пĕр-пĕрне пӳлсе шкулта вĕреннĕ çулсене аса илчĕ. Сăвăсем каларĕç. Юрларĕç. Валя пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех куç хывнă вăтам пӳллĕ, сăрă çӳçлĕ, хăмăр куçлă Катюк çумĕнче пулма тăрăшрĕ. Пĕрремĕш хут ăна юратнине сăвă урлă пĕлтерчĕ.
Телейлĕ эп. Сана юратрăм
Эс юратма пĕлмен чухне.
Юратнăран юрра шăратрăм –
Хăть кĕркунне, хăть çуркунне
Чăн-чăн телей юратура,
Ман юрату – хама кура.
Телейлĕ эп,
Телейлĕ эп,
Чăн-чăн телей юратура.
Телейлĕ эп. Сана юратрăм
Эс хĕр пулса çитмен чухне,
Хам çын пулса çитмен чухне.
Тен, юррăмпа кăна вăратрăм
Хĕрсен чунне, хĕрӳ чунне.
Телейлĕ эп. Сана чуптурăм
Эс чуптума пĕлмен чухне,
Хам чуптума пĕлмен чухне
Санра-санра телей эп тупрăм,
Пĕр саншăн савăп тĕнчене.
Юлташĕсем ăна сывлаймасăр итлесе ларчĕç. Кашниех чунĕнче хăйне Валя тата Катюк вырăнĕнче туйрĕ. Чăн-чăн телее юратура тупма ĕмĕтленчĕç.
Киле кайнă чухне Валяпа Катюк малашнехи çутă пуласлăх çинчен калаçса утрĕç.
- Эпĕ вĕрентекен пулма ĕмĕтленетĕп, - терĕ Катюк. - Шăпăрлансемпе ĕçлеме кăмăллатăп.
- Эпĕ – художник...
- Валя, эсĕ паянхи сăввунта кăштах улталаса çырнă. Эпĕ вăтаннипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ. Эсĕ мана халиччен юрататăп тесе куçран пăхса каламан. Чуптуни çинчен вара ытлашшипех çырнă. Тăна çухататтăм.
- Эх, Катюк, юратăва чунпа туйса илмелле. Пуш параппан çапса мар. Нивушлĕ хăвна Тяппа Вали чун-чĕринчен юратнине тавçăрмастăн/ Сăмахпа та çирĕплетме пултаратăп. Юрататăп сана, Катюк. Чуптума вара эпĕ сана чунăмра ирĕн-каçăн чуптăватăп. Ӳссе çитĕнер-ха, çын çине тухар, ура çине тăрар. Хамăр шухăшсене пурнăçа кĕртер. Ун чухне тин юрату туйăмĕ-сене ирĕке ярăпăр. Юрату вăл вăйă мар, çирĕп туйăм. Унпа выляма юрамасть. Килĕшетĕн-и, Катюк/
- Эпĕ... Эпĕ... Эпĕ те сана юрататăп. Ватă карчăк пуличчен çак юратăва кĕтсе пурăнма хатĕр...
Ялта каçхине урама тухсан та Валяпа Катюк хурăн айĕнче кăвак шуçăм вăраничченех калаçса ларчĕç.
Тĕл пулсассăн, тусăм,
куçăм сан çинчех, -
Мĕн тери илемлĕ çакă çут тĕнче.
Саншăн мар-и, савнă тусăм, -
Çулăмланнă çамрăк чунăм, -
Чĕремре эс чĕртнĕ хĕмлĕ
юрату вĕрет.
Ĕç тытсан та, тусăм,
шухăш сан çинчех, -
Мĕн тери илемлĕ çакă çут тĕнче.
Уйрăлсан та, тусăм,
шухăш сан çинчех, -
Мĕн тери илемлĕ çакă çут тĕнче.
Юрататăп, тусăм, шанчăк
сан çинчех, -
Сан пекех илемлĕ çакă çут тĕнче
Санпа мар-и, савнă тусăм,
Илемленчĕ çамрăк чунăм, -
Чĕремре эс чĕртнĕ хĕмлĕ
юрату вĕрет.
- Ку сăвă чунăмра санпа ларнă чухне шăранса çуралчĕ. Эпĕ ăна хут çине те çырса хуман-ха. Килĕшрĕ-и, Катюк/
- Килĕшме мар, ӳсĕртсех ячĕ.
Каччă хĕре хăй çумне чăмăртарĕ. Питçăмартинчен пĕрремĕш хут тутипе сĕртĕнчĕ.
Валя савнине ăсатма кайнă чухне, ял хуçалăх техники вырнаçнă вырăнта, палланă ял çыннисемех колхоз тракторĕн подшипникĕсене кăларса илнине асăрхарĕ.
- Катюк, шăп пул, ан калаç, вăрăсем колхоза сăтăр тунине асăрхарăм. Ыранах ял Советне кайса мĕн курнине пĕлтеретĕп.
- Курмăш-илтмĕш пул, Валя...
- Çук, эпĕ ун пек çын мар. Çакăн пек киревсĕрлĕхе çăтса яма пултараймастăп.
- Хăвна темĕн туса хурĕç.
Тепĕр кунĕ Валентин çĕрле мĕн курнине колхоз председательне тата ял Советне пĕлтерчĕ.
Лявантти тетĕшĕ Хусана кайса колхоз валли илсе килнĕ пĕрремĕш трактор çуракине тухиччен чăнах та ĕçлĕхрен тухнине ятарлă комисси çирĕплетрĕ. Анчах вăрланă детальсене вăрăсем патĕнче тупайманнипе уголовлă ĕç вăхăтлăха чарăнса ларчĕ. Вăрăсене те тытса каймарĕç. Энтрипе Евтук кĕçĕн арçын ачине, Валяна, ытти ачисемпе пĕр тан таса чунлă, ырă кăмăллă пулма, ĕçе, аслисене, çĕршыва хисеплеме вĕрентсе ӳстерни пĕр самантрах супăнь хăмпи пек сирпĕнсе кайрĕ. Пулса иртнин тĕп кӳн-теленĕсем – Валяпа Катюк – хăйсен тĕрĕслĕхне нимĕнпе те çирĕплетсе параймарĕç. Ваттисем авалтан асăрхаттарнă «тытман вăрă – вăрă мар» каларăш çĕнтерчĕ.
Çĕртме уйăхĕн юлашки каçĕнче, савнине ăсатса таврăннă чухне, урам вĕçĕнче куçĕсене курмалла туса пуçĕ-сене михĕсемпе хупланă виçĕ арçын Валя çине тапăнса çĕре ӳкерчĕç. Кирза атă тăхăннă урисемпе тапа-тапа хĕнерĕç. Çул çитмен ача питне-куçне аллипе хуплама тăрăшсан та куçĕ юнпа хупланса курми пулчĕ. Ăна ирсĕрсем ура çине тăратса çĕрулми ани вĕçĕнче ларакан мунча пăлтăрне илсе кĕчĕç. Чĕпĕ куçĕ текен лампа çутса аллине пероллă ручка тыттарчĕç. Вăрăсем чернил савăтне те хăйсемпе илсе тухнă. Валяна трактор деталĕсене хамах вăрласа сутса ятăм тесе çыртарса алă пустарчĕç. Çак хута милици уйрăмне илсе çитерме пулчĕç. Мĕн каланине пурнăçламасан вĕлерессипе, Катюка мăшкăллассипе, çуртсене çунтарса ярассипе хăратрĕç. Юлашкинчен тата хытăрах хĕнерĕç те, тăнсăр пулнăскере, мунча пăлтăрĕнчех хăварчĕç.
Çул çитнисен çулĕ çине тăма ĕлкĕ-реймен çамрăк малашлăхĕ тĕрме танатине çакланчĕ...
 
ПУРНĂÇПА ВИЛĔМ ХУШШИНЧЕ
 
(Иккĕмĕш сыпăк)
 
1941 çулхи раштав уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕ. Германи тата хӳрешкисем Совет Союзне хирĕç пуçласа янă Аслă вăрçă улттăмĕш уйăх çĕршывăн хулисемпе ялĕсене аркатать – çĕрпе тан тăвать. Пиншер çын пурнăçĕ, Çĕр-анне юнпа шăварăнать.
Çак вăхăт тĕлне аванах ура çине тăма ĕлкĕрнĕ ял хуçалăхĕ тата Раккасси ялĕ пушанса юлчĕ: вăйпитти арçынсемпе яшсем, чи хастар хĕрарăмсемпе пикесем хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайрĕç.
Энтрипе Евтукăн аслă ывăлĕ – Лявантти – вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех фронтра.
Валентин тĕрмере нумаях лармарĕ. Трактор деталĕсене вăрăсенчен пĕрин кил хушшинче тупса милици çĕнĕ ĕç пуçарса ячĕ. Паллах, ку ĕç ял Совечĕпе колхоз правленийĕн пуçлăхĕ Тихон Петров (Хирти Кушкă çынни) пуçарăвĕпе тапранчĕ. Вăрланă япаласене çĕрулми ани çинче пытарнине кӳршĕ ачи курса тăнă пулнă. Малтанах хăранипе никама та каламан. Валентина тĕрмене хупсан кăна чăтса тăрайман, хăй мĕн курнине Петрова каласа панă.
Аслă вăрçă пуçланас умĕн Валентин Яковлев Элшелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ те çар комиссариатне чупма тытăнчĕ. Вунсаккăр тултарманскере фронта ярасшăн пулмарĕç. Хăй мĕн шухăшланине мĕнле пулсан та пурнăçа кĕртме хăнăхнă яш раштав уйăхĕн вĕçĕнче пурнăçа кĕртрех. Çуралнă кунĕ иртсен тепĕр кунах повестка илчĕ.
Çак вăхăта çирĕм улттăри Суя ял çамрăкĕпе çемье çавăрчĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă Лисук, Анна колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тар тăкрĕç. Вунпиллĕкри Улька, сăнĕпе пукане пек илемлĕскер, юрлама тата ташлама маçтăрскер, çиччĕмĕш класра вĕренет. Шупашкара артисткăна вĕренме кайма ĕмĕтленет.
Яковлевсен умне пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăннă тейĕн. Урамра раштав сиввисем хуçаланаççĕ пулин те, ватти-вĕтти таранччен Валяна салтака ăсатма килнĕ. Яшсем салтак юррисене хурлăхлăн шăрантараççĕ. Хĕрупраçсем такмак каласа куççуль юхтараççĕ. «Хĕрлĕ Раккасси» колхоз председателĕ Тихон Петров салтака Тăван çĕршыва фашистсенчен тасатма ăсатма ятарласа уйăрса панă ăйăр тăрсан-тăрсан тулхăрса илет. Малти урисемпе шăнса хытнă юра чакаласа сирпĕтет. Ăна ялти чи маçтăр лавçăна – Кирук пиччене – шанса панă.
Турăш умне çăкăрпа тăвар тытнă Энтрипе Евтук тăнă. Вĕсем пил сăмахĕ пуçличчен колхоз председателĕ сăмах илчĕ.
- Тăшмана ан хĕрхен. Хăвна хĕрхен. Çĕнтерӳпе таврăн...
Вăйсăрланнă Энтри сывлăшне çавăрса илсе ăсату сунăмне пуçларĕ.
- Хăвна çут тĕнче парнеленĕ аçупа аннӳне, çĕршыва, ял-йыша ан ман, ывăлăм...
Сасси çĕтнĕрен калас сăмахне каласа пĕтереймерĕ. Унтан тăп! тăрса кăкăрне каçăртса, куçĕпе инçете-инçете тинкерсе, ăс парса малалла калаçрĕ.
- Паттăр та çирĕп пул! Чăх чĕреллĕ ан пул! Эпĕ тыткăнри тамăкра тӳссе ирттернине санăн курмалла ан пултăр. Пире чышкăпа-тукмакпа çаптаратчĕç. Вут çинче тимĕрпе те ăшалатчĕç. Юр çинче вырттаратчĕç. Пăр айне антарса каялла кăларатчĕç. Мăйран вĕренпе йăлмаклатчĕç. Ачам, вĕçне çитиччен калаймастăп. Эсĕ кайса,тăшмана çĕнтерсе, аçу-аннӳ виличчен тăван киле таврăнсамччĕ.
Çĕр çулхи Упамсар та чăтса тăраймарĕ.
- Раккасси – пысăках мар ял. Анчах пирĕн ял çыннисем нихçан та тăшмана парăнман. Çĕнтермесĕр каялла таврăнман. Ачам, çав тăшман эшкерне, тархасшăн, аркатсам...
Йĕрсе тăракан Евтук питне саппунĕ-пе шăлса ывăлне ыталаса илчĕ.
- Ывăлăм, Турăпа пĕрле пул. Таврăн, пире тăлăха ан хăвар...
Ăсатма пуçтарăннă халăх урама тухрĕ. Ямшăк лашана çавăрчĕ.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 577, Хаçат: 13 (1362), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: