Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ кĕçнерникун Ульяновск облаçĕнчи чăваш наципе культура автономин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – раштавăн (декабрь) 10-мĕшĕнче УОЧНКАн отчётпа суйлав конференцине ирттересси. Ларăва унăн ертӳçи Владимир Сваев ертсе пычĕ. Вăл конференцие хутшăнакан делегатсене суйлас йĕрке çинче чарăнса тăчĕ.
-Делегатсене 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх суйлама сĕнетĕп. Ун тăрăх, облаçра мĕнпурĕ 111 пин чăваш пулсан, пирĕн кашни 1000 çынран пĕр делегат суйламалла. 1000 çынран каярах районсем те пĕрер делегат тăратĕç,- терĕ вăл уйрăмах комитетсен председателĕсене конференцие тĕплĕн хатĕрленме ыйтса.
Унтан вăл докладсен регламенчĕ пирки сăмах хускатрĕ. Сĕнӳсем тĕрлĕрен пулчĕç. Докладсем кĕске те интереслĕ пулмалли çинче чарăнчĕç.
Ун хыççăн ертӳçĕ ытти ыйтусем çине куçрĕ.
- Юпан 23-мĕшĕ – Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев вилнĕ кунĕ. Çак куна облаçра кăна мар, Пĕтĕм Раççей шайĕнче çулсерен анлăрах паллă тăвассине йăлана кĕртесчĕ. Семинарсемпе тĕлпулусем ирттересчĕ. Унта чăвашсен паллă ăсчахĕсемпе профессорсем тата студентсемпе шкул ачисем хутшăнччăр. Çак шухăша эпĕ область кĕпĕрнаттăрĕ патне çитертĕм. Вăл ырларĕ.
Халĕ Яковлев паркĕ илемленсех пырать. Манăн тата паркра Яковлевăн вĕренекенĕсен аллейине йĕркелес шухăш пур. Аллейăн икĕ енĕпе паллă вĕрентӳçĕсен сăн ӳкерчĕкĕсем пулччăр, – терĕ Владимир Ильич хăй калаçăвне малалла тăсса. – Пирĕн культурăра, вĕренӳре тата ытти енĕпе ĕçсем начар мар пыраççĕ темелле. Тата экономика енĕпе аталанас пулать: Чăваш Ен туса кăларакан паха таварсем сутакан вырăнсем уçасчĕ. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме эпĕ усламçăсене сĕнесшĕн.
Ытти çивĕч ыйтусене те çĕклерĕç ĕçтăвком членĕсем. Вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева УлГПУри наци ушкăнне вĕренме килекен çамрăксен шучĕ чакса пыни пирки пăшăрханса калаçрĕ:
«Кăçал наци ушкăнне 7 çамрăк вĕренме кĕнĕ пулнă. Анчах вĕсенчен тăваттăшĕ пĕр харăс ытти вĕренӳ заведенийĕсене кĕнипе чăваш уйрăмĕнчен докумен-чĕсене илсе кайнă. Çапла кăçал унта 3 студент çеç тăрса юлнă. Килес çул лару-тăру лайăх енне улшăнмасан ректор наци уйрăмне хупасси пирки каларĕ». Ĕçтăвком ку ыйтупа облаçри вĕрентӳçĕсемпе тачăрах ĕçлеме тĕллев лартрĕ.
Ларăва вĕçлес умĕн Владимир Ильич октябрĕн 29-мĕшĕнче иртекен чăваш ачисен «Путене» конкурсĕ çинче чарăнса тăчĕ:
-Конкурса хутшăнакансен шучĕ çулран çул ӳссе пырать. Ачасем чăвашла юрласшăн, ташласшăн, чăваш пуласшăн тăрăшаççĕ. Ачисене конкурса явăçтарас ĕçе ашшĕ-амăшĕ хастар хутшăнни питĕ савăнтарать. Умра – яваплă ĕçсем. Кашни мероприятиех тирпейлĕ, чыслă ирттересчĕ,- терĕ вăл.
 
: 909, Хаçат: 43 (1135), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: