Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăт сана куçман пурлăх
Упăшкасăр тăрса юлнă хĕрарăм пĕр хусах арçынпа паллашать.
-Эп пуян çын мар, çапах та куçман пурлăхăм пур, - тет хĕрарăма хăйпе пурăнма ӳкĕтлесе.
-Апла ку килсĕр-çуртсăр çын мар-ха, - тесе хĕрарăм унпа пурăнма килĕшет.
-Куçман пурлăхĕ мĕнлерех-ши/- вĕчĕрхенет хĕрарăм, анчах ун пирки ыйтма хăяймасть.
Пĕрремĕш каçхинех арçынăн "куçман пурлăхĕ" ăçта пулни палăрать.
Иван, улталаса хăвар-ха!
Ку ĕç ĕлĕкрех Кунтикавра пулнă. Ялта пĕрисем нимелле пӳрт çĕклеме пуçланă. Касĕпех пуçтарăннă пулăшма, вĕсен хушшинче ăста платниксем – Тарасовсем те – пулнă.
Урампа шыв турттаракан Иван лашипе пынă, урапи çинче – шыв пички.
-Иван!- кăшкăраççĕ пӳрт тăвакансем, - мĕн чĕнмесĕр иртсе каятăн!/ Улталаса хăвар-ха мĕн те пулин!
- Каккуй шӳтлеме... Вăхăт çук! Ав, Раккассине краççын илсе килнĕ, çавăнта васкатăп! - тесе вĕçтерсе иртсе каять Иван.
Пулăшма пынă çынсем васкасах килĕ-сене чупса каяççĕ, алă айне мĕнле савăт лекнĕ, çавна йăтаççĕ те ачи-пăчи-мĕнĕпе Раккассине чупаççĕ. Çитеççĕ – краççын çук.
-Э-э-э, - тет сутуçă, - краççына ыран мар, тепĕр кун тин илсе килмелле. Çавăн чух килĕр, - тет. Кунтикавсем яла пушă алăпа таврăнаççĕ.
-Мĕншĕн пире çапла улталарăн!/ - ӳпкелешеççĕ çынсем Ивана курсан.
-Ара, хăвăр улталаса хăварма ыйтрăр вĕт, - хуравлать шӳт ăсти.
 
: 180, Хаçат: 13 (1362), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: