Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
«Атăлçи федераллă округĕнчи чи ăнăçуллă çемье» IV фестиваль-ăмăрту Пермь крайĕнче майăн 31-мĕшĕнче тата июнĕн 1-мĕшĕнче пулĕ. Фестиваль-ăмăрту çулсерен РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнче шаннă çынни Михаил Бабич асăрхаса тăнипе иртет.
Тĕлпулăвăн тĕп тĕллевĕ çемье пахалăхĕсене тата йăлине халăх хушшине сарасси. Унта хутшăнакансем 11 номинацире тупăшĕç: «Ашшĕ-амăш мухтавĕ», «Ĕç династийĕ», «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи», «Манăн çемье – манăн пуянлăх», «Пур çĕрте те аван – анчах килте лайăхрах», «Патриотлăх – пирĕн çемье тĕнчекурăмĕ», «Ырă чĕре»( ют ачасене усрава илнĕ çемьесем хушшинче), «Пултарулăхăн тĕрлĕ енĕсем», «Чи çамрăк çемье», «Интернационаллă çемье» тата «Çемье ĕçĕ».
Ульяновск облаçĕнчен Димитровградра пурăнакан Идрисовсен нумай ачаллă çемйи хутшăнĕ. Вĕсем хăйсен тавракурăмне «Пултарулăхăн тĕрлĕ енĕсем» номинацире кăтартĕç. «Виçĕ çул тăршшĕпех ульяновецсем «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» номинацире тупăшрĕç. Кăçал эпир тепĕр енчен пырса пăхма шутларăмăр. Идрисовсем «Ульяновск облаçĕн нумай ачаллă çемйи» номинацире «Çулталăк çемйи-2015» ята тата кĕпĕрнаттăр парнине тивĕçрĕç. Ку маттур çемье пирĕн регион ятне çӳле çĕклĕ тесе шутлатăп», - тенĕ кĕпĕрнаттăр канашлуçи Ольга Желтова.
 
: 218, Хаçат: 14 (1363), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: