Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăнлă районĕ-нчи Каша ялĕнче хăйсен паллă ентешĕ – чăваш прозаикĕ, поэчĕ Владимир Леонтьевич Сатай çуралнăранпа 90 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Мероприятие Ульяновскран УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, районти культура ĕçченĕсем, паллă çыравçăсем – Анатолий Юманпа Валентина Тарават, Сатайăн тăванĕсем, юлташĕсем, «Канаш» хаçат ĕçченĕсем килсе çитрĕç.
 
«...Çыру чухлакан Цырульниковран
Сан чаплă Сатай пулмалла...», - çырнă ентешĕ пирки Анатолий Май поэт.
Уяв каçне ертсе пыракансем – Галина Альшейкина библиотекарь тата Татьяна Альшейкина воспитатель тăршшĕпех Владимир Сатайăн пурнăç çулĕпе паллаштарса пычĕç Цырульниковран Сатая çитнĕ çула уçса пачĕç.
Уява пухăннă халăх умĕнче хăнасем тухса калаçрĕç, шкул ачисемпе аслисем куракансене тĕрлĕ пултарулăх номерĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Сатай Каша ялĕшĕн кам пулнине те ертсе пыракансем сăвă йĕркипе пĕлтерчĕç: «Сатай пуррипе – ял сăнĕ хитре!»
Уява Кашари Культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ ял гимнĕпе уçрĕ. Пĕрремĕш сăмах ял администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Тамаев илчĕ. Вăл Каша ялĕнчен çавăн пек паллă çын çут тĕнчене килнипе мăнаçланнине палăртрĕ.
- Паллă ентешĕн Владимир Сатайăн юбилей датисене ялта кăçал виççĕмĕш хут паллă тăватпăр. Пирĕн хамăр историе пĕлмелле, мĕншĕн тесен историе пĕлмен халăхăн пуласлăхĕ çук теççĕ. Çамрăк ăрăвăн ялăн, районăн, пĕтĕм чăвашсен чыслă та мухтавлă ывăл-хĕрĕ пирки манмалла мар. Çавăнпа та Сатай юбилейне палăртмасăр пултараймарăмăр. Ĕçе йĕркелеме укçа-тенкĕ енчен пулăшнă вырăнти ял хуçалăхĕн ертӳçине Радик Насуртдинова чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Эпир паян Шупашкартан та хăнасене чĕннĕчĕ, тăванĕсем патне йыхрав ятăмăр, анчах нумайăшĕ килеймерĕ. Килнисене вара – пысăк тав! – терĕ.
Каша паллă çыравçăсемпе пуян пулнине «Ял мухтавĕсем» хăтлавра кăтартрĕç. Кузьма Репин, Иван Ефремов, Владимир Репин, Анатолий Головин (Май), Нина Васильева, Анатолий Еграшкин, Владимирпа Алевтина Грузинсем тăван тавралăх историйĕпе çыхăннă кĕнекесем кăларнă, хаçатсемпе журналсене статьясем çырнă.
Кашари Цырульниковсен çемье историйĕпе ертсе пыракансем слайдсем кăтартса каласа пачĕç. Пурнăçри пур тапхăрне те çутатрĕç.
-Çыравçă пурнăçран уйрăлнă, анчах та унăн кĕнекисем паян та пурăнаççĕ. Писателĕн ĕçĕ вилĕмсĕр. Произведенийĕсенчи тĕп геройĕ-сем те хамăр ялсемех. Эпир вĕсене паллатпăр, хальхи вăхăтра пурăнакансем те пур. «Летчики» кĕнекешĕн В.Сатая СССР оборона министерстви литература премине пани, Гречко маршал ятарлă кортик парнелени – роман пысăк пĕлтерĕшлĕ тата пысăк шайлă пулнине çирĕплетет, - терĕç.
Çыравçа ачаран пĕлнĕ ентешне Петр Уфимкина сăмах пачĕç:
- Хамăр ял çыннине паян çапла чыс туни хамăр ята та çӳле çĕклет. Питĕ ырă ĕç тăватпăр. Тимĕр тетене (ялта Владимир Сатая çапла чĕннĕ) вăрçăран килсенех курнă. Пире ачасене вăл çыру ĕçĕпе ĕçленине каласа паратчĕç. Владимир Леонтьевич питĕ йăваш çынччĕ. Çав вăхăтрах шухăшне тӳрĕрен каланă, хăраса тăман. Ун пирки начар калакан пулман та, çук та пулĕ. Питĕ пултаруллă, пысăк хисепе тивĕç çыравçă. Тавах ял администрацине мероприятие йĕркеленĕшĕн, малашне те ялтан тухнă паллă çынсене ан манăр, - терĕ.
Чăнлă район администрацийĕнчи социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Узиков уяв ячĕпе саламланă май Чăнлă çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян пулнине палăртрĕ.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра Владимир Сатай патĕ-нче виçĕ хутчен пулнине аса илчĕ.
- Питĕ чыслă та пысăк чĕреллĕ çын пулнă вăл. Студентсене ăшшăн йышăнатчĕ. Пирĕн ăна манмалла мар. Эпĕ Владимир Сатая «Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят пама сĕнетĕп, мĕншĕн тесен паттăрсене хисеплемелле. Хуть те мĕнле халăха та çыравçăсемпе композиторсен ĕçĕпе хаклаççĕ. Чăнлă çĕрĕ, Каша çĕрĕ, çавăн пек паллă çыравçă çуратса çитĕнтернипе тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра питĕ çивĕч тăракан ыйтăва – çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине – унăн кĕнекисем тăрăх та çĕклеме пулать. Сатай ячĕ вилĕмсĕр. Апла пулсан çак вилĕмсĕрлĕхе çирĕ-плетме пур майсем те шырамалла. Çыравçă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Çавăнпа та Çĕнтерӳ кунĕччен Цырульниковсен тĕп килĕ çине Асăну хăми çакмалла. Малашне унăн палăкне лартасси пирки те шухăшламалла. Облаçри паллă чăваш çыравçисем сумлă вырăнта пулмалла. Çак ĕçе пĕрле тумалла, пĕрлĕхри ĕçре – вăй, - терĕ. УОЧНКА ятĕнчен ял администрацийĕн пуçлăхне Наиль Тамаева, вулавăш ĕçченне Галина Альшейкинана Тав хучĕпе, клуб заведующине Валентина Тимошкинана Хисеп хучĕпе чысларĕ. Вулавăш валли чăваш историйĕн тата вырăнти çыравçăсен кĕнекисен пуххине парнелерĕ.
Анатолий Юман çыравçă Владимир Сатая çыру ĕçĕнче хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ тесе шутлать. 1949-1951 çулсенче район хаçатĕнче ĕçленĕ вăхăтра паллашнă вăл Сатайпа. Кун пирки Анатолий Федорович тĕплĕн каласа пачĕ, Сатай пирки çырнă сăввине вуларĕ, сонетсен кĕнекине вулавăша парнелерĕ.
- Сатай Шупашкара куçса кайсан унпа çыру çӳрететтĕмĕр. Вăл ман кашни çырăва хурав паратчĕ, мĕнле çырмаллине вĕрентетчĕ, сăвăсене тӳ-рлететчĕ. Халĕ унăн çырăвĕсене эпĕ Шупашкарти гуманитари иститучĕн вулавăшне патăм, - терĕ вăл.
Цырульниксен çемйинче пилĕк ача пулнă – пĕр хĕр те тăватă ывăл. Хĕрĕ, Евдокия, Ульяновск районĕнчи Шумовкăна качча кайнă, унта ĕмĕрне ĕмĕрленĕ. Унăн виçĕ хĕрĕ – Ирина Жарулова, Юлия Кашицына, Нина Еремеева – куккăшĕн юбилей каçне килсе çитнĕ. Вĕсем хăйсен тăванне çавăн пек пысăк чыс тунăшăн куççуль кăларса тав турĕç. Вĕсен асĕнче куккăшĕ йăваш та ырă, хăйсене шăккалат çитерекен, ашшĕ-амăшне хăш вăхăтра та пулăшма васкакан çын пулса юлни пирки каларĕç. Унăн кĕнекисене тирпейлĕ упранине, час-часах алла тытса вуланине пĕлтерчĕç.
«Канаш» хаçатăн культура пайĕн пуçлăхĕ, Каша кинĕ Нина Еграшкина, юбилей ячĕпе саламланă май чуна ыраттаракан Цырульниковсен çурчĕн шăпи пирки ыйту çĕклерĕ.
- Çурт пушаннăран вăл юхăнса ларать. Кӳршĕ Раккасси ялĕнче Валентин Урташа асăнса унăн çурчĕн вырăнĕ-нче Асăну палăкĕ уçнă. Йĕри-тавра хурăнсем лартнă, палăк патне пыма çул хывнă. Сатайăн вара çурчĕ пур. Ăна йĕркене кĕртмелле кăна, пухăннă материалсенчен музей тума пулать. Сатай вăл Каша ялĕн кăна мар, районăн, пĕтĕм чăваш тĕнчин мухтавĕ. Çак ĕçе пурнăçлама пĕр-пĕр проект хатĕ-рлесе конкурса тăратса укçа илме пулать, Чăваш Республикине те çак ĕçе явăçтармалла. Сатай çурчĕ пĕтĕм халăхăн пурлăхĕ пулмалла! - терĕ.
Владимир Грузин вĕрентӳçĕ Цырульниковсемпе пĕр урамра пурăннипе, паллă ентешĕн ĕçĕсем ăна пурнăçра пысăк пулăшу панипе хавхаланчĕ.
-Мана Сатай ячĕ ăслăлăхра çӳле çĕкленме пулăшрĕ. Университетра вĕреннĕ вăхăтра эпĕ диплом ĕçне литературăри вăрçă темипе çырнăччĕ.
Преподавательсем кандидат ĕçне çырма сĕнсен Владимир Сатайăн прозинчи вăрçă темине суйласа илтĕм. Унăн мĕнпур произведенине вуласа тухса тишкертĕм, - терĕ.
Уява илем кӳрекенни, куракансене хавхалантараканни – юрă-ташă, сăвă-кулă.
Кашасем Сатай юбилейне тĕплĕн хатĕрленни фойеренех курăнчĕ. Чăнлăри ача-пăча ӳнер шкулĕн преподавателĕ Ирина Щеголькова хăйĕн, ашшĕн Александр Власовăн тата ывăлĕн Александр Щегольковăн (виççĕшĕ те художник) картинисен, ӳнер шкулĕнче вĕренекен Юлия Казакован, Даша Алексееван, Юлия Размотован ӳкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ. Кунтах Сатай кĕнекисене курма май пулчĕ.
Уяв концертне ялти «Хĕвел» ача садне çӳрекенсен, Тутар Каши шкулĕнче вĕренекенсен, ялти Культура çуртĕнчи фольклор ушкăнĕн, Аслă Нагаткинти Культура керменĕн ĕçченĕ-сен вăйĕпе хатĕрленĕ.
Сцена çинчен уява килнисене «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ, ача садне çӳрекен 5 çулхи Елена Биктеева («Пукане» юрă), Олеся Тушкина, Люда Головина («Анне» юрă), хĕрсен ушкăнĕ – Юля Разинова, Юля Головина, Светлана Овчинникова, Лидия тата Вероника Биктеевасем, Иван Сидоров, вырăс фольклор ушкăнĕ – илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç, Даниил Тимошкинпа Альмира Залалдинова тата «Мерчен» ушкăна çӳрекенсем чăваш ташшине çаптарчĕç, Вадим Альшейкин баянпа тĕрлĕ кĕвĕ каларĕ, Мария Тимошкина, Светлана Овчинникова, Лидия тата Вероника Биктеевасем Сатайăн сăввине вуларĕç, «Летчик» романти пĕр сыпăкăн сценкине кăтартса пачĕç.
 
: 242, Хаçат: 14 (1363), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: