Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск хулин администраци пуçлăхĕ Алексей Гаев ăшă пама пăрахасси тата гидравлика тĕрĕслевĕсем ирттересси пирки йышăну çине алă пусса çирĕ-плетнĕ.
Пилĕк талăк хушши вăтам температура 8 градус ăшăран кая мар тăчĕ пулсан хулари котельнăйсем тата ТЭЦ ăшă пама пăрахĕç.
Хула администрацийĕ хула районĕсенче гидравлика тĕрĕслевĕ-сене хăçан ирттерессине тата хăçан вĕри шыва чарассине палăртнă.
– Çывăх Засвияжье, Ленин районĕ, 4-мĕш микрорайон – майăн 11-25-мĕшĕсенче*
– Инçе Засвияжье, Московское шоссе çывăхĕнчи микрорайон, Октябрьски урамĕ, Западный бульвар – майăн 25-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 8-мĕшчен*
– Тури Терраса, Çĕнĕ хула (2-мĕш ТЭЦ) – майăн 11-24-мĕшĕсенче*
– Анат Терраса – (Ульяновск патрон завочĕн 1-мĕш ТЭЦĕ) – майăн 10-22-мĕшĕсенче*
– Опытное поле (1-мĕш ТЭЦăн котельнăй цехĕ) – майăн 11-24-мĕшĕсенче*
– «Искра» микрорайон – майăн 10 – 23-мĕшĕсенче*
– Киндяковка – майăн 10-27 –мĕшĕсенче*
– Тури Терраса («Комета» котельнăйĕ) – июнĕн 14-30-мĕшĕсенче*
– Мостотряд поселокĕ, Уютная, Любовь Шевцова, Ульяна Громова тата Иванов комиссар урамĕсенче – июнĕн 13-24 – мĕшĕсенче*
«Утес» котельнăйĕ вĕри шыва чармасть.
Унсăр пуçне «Городская теплосеть» котельнăйсен гидравлика тĕрĕслевĕсен графикне те çирĕ-плетнĕ:
– «Агропром», 304-мĕш квартал, область пульници, Карамзин ячĕллĕ пульница (çиелти), «УНИПТИМАШ» – майăн 4-6-мĕшĕсенче*
– Ульяновск техника институчĕ, 267-мĕш квартал, 55-мĕш шкул – майăн 10-17-мĕшĕсенче*
– 11-мĕш квартал, 280-мĕш квартал, çыхăну училищи – майăн 10-20-мĕшĕсенче*
– Ульяновскри моторсем кăларакан завод, Карамзин пульници (аялти), «Госплемобъединение» – июнь уйăхĕнче – 5 куна, облаçри çар комиссариачĕ – июль уйăхĕ-нче – 7 куна.
 
: 593, Хаçат: 14 (1363), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: