Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра ирĕклĕ кĕрешӳпе Георгийпе Петр Майрабеев пĕртăвансен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ. Кăçал регионсем хушшинчи шая çитнĕ спорт ăмăртăвĕ саккăрмĕш хут пулчĕ. Турнира Тутарстан, Мари Эл, Чăваш Республикисенчен, Ульяновск, Çĕнĕ Ульяновск хулисенчен, Ульяновск тата Чăнлă районĕсенчен пурĕ 180 спортсмен хутшăнчĕ.
Парад тытăнчĕ. Спортсменсем хăйсен вырăнне йышăннă хыççăн Кивĕ Улхаш шкулĕнче вĕренекенсем чуна чĕтретекен «Раççей ялавĕ» музыкăпа ташă композицине кăтартрĕç.
Кĕрешӳçĕсене сумлă хăнасем - Чăнлă район администрацийĕнчи социаллă ыйтусемпе ĕçлекен управленин пуçлăхĕ А.А.Узиков, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи В.И.Сваев, УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев, Аслă Нагаткинти спорт шкулĕн аслă тренерĕ Б.А.Чернов, ЧР кĕрешӳ федерацийĕн президенчĕ В.П. Васильев, А.В.Кудрявцев спортсмен, Аслă Нагаткинти вăтам шкул директорĕ С.В.Ратаев, Кивĕ Улхаш шкул директорĕ Н.Г.Шахина – саламларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.
О.Н.Мустаев Георгийпе Петр Майрабеевсене çамрăксемшĕн пысăк ĕç тунăшăн тав сăмахĕ-сем каланă май вĕсем облаçри чи пысăк чăваш ялĕнче çуралса ӳснине, çак ялтан чăвашлăх тĕнчине кăна мар, Раççей çĕршывĕн чысне хӳтĕ-лекен нумай спортсмен тухнине палăртрĕ.
- Юлашки вăхăтра РФ Президенчĕ Владимир Путин сĕнĕвĕпе çамрăксене патриотла воспитани парас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма тытăнтăмăр. Эсир çак ĕçе пысăк шайра илсе пыратăр, çамрăк ăрăва спорт урлă Тăван çĕршыва юратма вĕрентетĕр, - терĕ. Çак ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн Георгийпе Петр Майрабеевсене УОЧНКА Хисеп хучĕпе, Н.А.Узеринов, Б.А.Чернов тренерсене тата Кивĕ Улхаш шкул директорне Н.Г.Шахинана Тав хучĕпе чысларĕ.
В.П.Васильев та пĕртăван Майрабеевсен ĕçне пысăк хак пачĕ: Георгий Васильевича «За патриотическое воспитание» медаль пачĕ, Петр Васильевича ЧНК Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Пĕртăван Майрабеевсем хăйсен турнирĕ районти чи сумлă виçĕ турниртан пĕри пулнипе, кăçал пĕрремĕш хут Мари Эл Республикинчи кĕрешӳçĕсем те килсе çитнипе савăнчĕç. Чунтан хисеплекен, хăйсене спортра пысăк çитĕнӳ-сем тума пулăшнă тренерсене – Н.Узеринова, Б.Чернова, В.Тражукова хаклă парнесем пачĕç. «Сирĕнсĕр паянхи турнир та пулмастчĕ», - терĕç. Çапла ырă кăмăлпа йышăннăшăн, ăмăртăва йĕркелеме пулăшнăшăн шкул директорне тав турĕç.
Турнирăн тĕп судйи Б.А.Чернов хăнасене асăнмалăх медальсем çакса ячĕ, ăмăртăва тытăнма ирĕк пачĕ.
Кивĕ Улхаш шкулĕнчи кавирсем çинче каçчен хĕрӳ кĕрешӳ пычĕ. Тĕрлĕ виçе категорийĕнче хĕрсемпе каччăсем кĕрешрĕç. Пĕрремĕш вырăна çак спортсменсем çĕнсе илчĕç: Тимур Айнетдинов, Михаил Ширтанов, Александр Синкевичюс (Аслă Нагаткин), Никита Тихалин, Глеб Смирнов (Ульяновск), Рифкат Сураин, Иван Шарин (Ульяновск районĕ, Теччĕ), Данил Разинов, Максим Пегов (Анат Тимĕрçен), Вадим Кушаков (Мари Эл), Владимир Шадриков, Дмитрий Чемуков, Сергей Чемуков (Кивĕ Улхаш). Хĕрсенчен Виктория Айзятуллина (Аслă Нагаткин), Наталья Кашкорова (Кивĕ Улхаш), Анастасия Платова, Анна Завьялова (Ульяновск), Диана Мигина (Ирçел), (Ульяновск), Елена Шурекова (Кивĕ Улхаш), Анна Краснова (Аслă Нагаткин) мала тухрĕç.
Çĕнтерӳçĕсем тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнисем кубока, Майрабеев пĕртăвансен ятарлă парнисене, дипломсене тивĕçрĕç.
Каçпа пĕртăвансем Шупашкартан чĕнсе илнĕ артистсен концертне ял халăхне тӳлевсĕр кăтартнă.
 
: 711, Хаçат: 14 (1363), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: