Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Хам ĕмĕрте чăваш кĕпи-саппунне тата кĕмĕл капăрлăхне пĕр харăс тăхăнса курманччĕ. Тĕлĕнмелле пуян, илĕртӳллĕ вĕт-ха чăваш тумĕ»,- терĕ Сăр районĕнчи Сартунккари вăтам шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентекен Антонина Клевогина тĕкĕр умĕнче çаврăнкаласа.
 
Ку ытарайми çи-пуçа Архангельскри вăтам шкулти Чăваш чĕлхи кунне Çĕнĕ хулари Елена Уресметова ал ăсти илсе килнĕччĕ. Вулав залĕнче вăл хăй ĕçĕсенчен анлă курав йĕркеленĕччĕ. Аякран сăнаса тăракан упăшки (вăл вырăс çынни) пукане пек арăмне ытараймасăр пырса чуптуса илчĕ.
Çак мăшăрпа çывăхрах паллашрăм. Антонина Николаевна – Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрелĕнче çуралнă. Кайран çемье Хăймалу ялне кайса тĕпленнĕ. Пуçламăш классене вăл унта пĕтернĕ, вăтам пĕлӳ илме Кивĕ Çĕпрелне çӳренĕ. Учитель пулма тĕллев лартнăскер аттестат илсенех Çинкĕ-лти педучилищĕне вĕренме каять. Икĕ çултан вăл пуçламăш класс учительне вĕренсе тухать. Ĕçлеме ăна Сăр районĕнчи Никитино ялĕнчи вăтам шкула яраççĕ. Кунта пулас мăшăрĕпе Сергей Викторовичпа паллашать. Вăл истори учителĕ, облаçри паллă таврапĕлӳçĕ. Регионти таврапĕлӳçĕсен мĕнпур конкурсне хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Унсăр пуçне Сергей Викторович авалхи япаласемпе кăсăкланать, пуçтарса хăй ĕçлекен шкул музейне пуянлатать. Вĕсен шкулĕнче виçĕ музей. Антонина Николаевна каланă тăрăх, килĕнче те курса тĕлĕнмелли нумай.
-25 çул ĕçлесен пирĕн шкул хупăнчĕ. Эпир вара Сартунккари шкула ĕçлеме куçрăмăр. Ĕçе юратакан кирек ăçта та йăва çавăрать теççĕ, эпир те кунта кирлĕ çынсем пулса тăтăмăр,- хавхаланса калаçать вĕрентекен.
Антонина Николаевна пуçламăш классене вĕрентнисĕр пуçне «Радуга творчества» кружок илсе пырать. Шăпăрлансене вăл оригами, аппликаци мелĕпе теттесем, пĕчĕк картинасем ăсталама вĕрентет. Ку çеç те мар-ха. Антонина Николаевна 5-7-мĕш классенче юрă урокĕсене илсе пырать.
- Эпĕ чăваш культурине кăмăллатăп. Чăваш юрри манăн чĕрене темле урăхларах пырса тивет, чунăма хускатать. Театра çӳреме юрататăп. Мăшăрпа Ульяновска час-часах килсе çӳретпĕр. Манăн ĕмĕт - Шупашкара кайса чăваш оперине курасси. Эпĕ çак хула çинчен нумай илтнĕ, анчах пĕрре те кайса курман,- уçса парать чунрине Антонина Николаевна.
Чăваш чĕлхи кунне те вăл чун туртнипе, ентешĕсемпе курнăçса тăван чĕлхепе калаçассишĕн килнĕ. Ăна йăлт кăсăклантарчĕ – кунти пуян музей та, вулавăш та, тухса калаçакансен шухăш-кăмăлĕ те.
Телее, унăн мăшăрĕ вырăс пулин те арăмĕ хăй культурине хисепленине ырлать çеç.
- Чăвашсемшĕн паян манăн чĕрем савăнать. Мĕнле хаклатăр, мĕнле юрататăр, упратăр вĕт-ха эсир ăруран ăрăва куçса пыракан пурлăхăра. Çапла малашне те чечеклентĕр чăваш культури,- терĕ Сергей Викторович ăнăçусем сунса.
 
Сăр районĕ.
 
: 599, Хаçат: 14 (1363), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: