Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Челябинск облаçĕнчи библиотекăра «Просвещение на Урале» журнал пăхкаласа ларнă чух куç тĕлне «...окончил Симбирскую инородческую школу», - тесе çырни курăнса кайрĕ. Унта И.Я.Яковлевăн вĕренекенĕ И.Ф.Иллютов çинчен çырнă. Ялти учителĕн шăпи мана кăсăклантарса ячĕ. Пĕр-икĕ çултан эпĕ хĕрĕ патĕнче пултăм, область архивĕнче Иван Иллютов хăй аллипе 1925 çулта çырнине шыраса тупрăм.
 
Иван Самар кĕпĕрнинчи Пĕкĕлме уесĕнчи Тилечер ялĕнче 1875 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ачаранах ĕçчен, нумай пĕлме тăрăшнипе палăрнă. Ашшĕ ăна кӳршĕ яла вĕренме ярать. Иван класра чи аван вĕренекен пулса тăрать. Пĕррехинче вĕсен шкулне çӳллĕ те паттăр, çутă тӳмеллĕ мундир тăхăннă сухаллă арçын пырса кĕрет. Ку Хусан вĕренӳ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ Иван Яковлев пулнă. Вăл шкул ĕçĕпе, ачасен пĕлĕвĕпе, хăй кăларнă азбукăна мĕнле ăса хывнипе кăсăкланнă. Ачасем мĕнле вуланине итлесе ларнă, мĕн ăнланнине ыйтса пĕлнĕ. Сухаллă арçынна ачасем кăмăллаççĕ. Вăл тухса кайсан Иванăн пуçĕнче учитель пулас ĕмĕт çуралать.
1887 çулта хут пĕлмен ашшĕ Ивана Чĕмпĕр чăваш шкулне илсе каять. Ача экзаменсене аван тытать. Ăна вĕренме илеççĕ. Кунта Иван пек тĕттĕм ялсенчен килнисем чылайăн вĕреннĕ.
1892 çулта вĕренсе тухнă 24 ачаран Иван Иллютов – чи çамрăкки. Аттестатра «5» паллăсем çеç.
Çамрăк учителе ĕçлеме Пĕкĕлме уесĕнчи Наратлă ялне яраççĕ. Таврари ялсенче тутарсем пурăннă. Ачасем учителе кĕске вăхăтрах юратса пăрахаççĕ, ашшĕ-амăшĕ ун умĕнче пуç таять. Иван Филиппович тутар чĕлхине алла илет, арабла та вĕренет. Хресчен пурнăçне ăнланаканскер вĕсене пулăшса пырать. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта пăлхану тытăнать: хресченсем хырçă-марçă пуçтаракансене хирĕç тăраççĕ. Паллах, ял старостипе пуянсене хирĕç тăни никамшăн та ырăпа вĕçленмен. Иллютов вара чухăнсене йывăрлăхра хăварма пултарайман, пултарнă таран хӳтĕленĕ. Ахăртнех, ăна çавна пулах Челябинск уесĕн çурçĕр кĕтесне куçараççĕ, Сарт-Калмык вулăсĕнчи пушкăртсен Султаново аулĕнче пĕр класлă пуçламăш училище йĕркелеме хушаççĕ. Çакна Иллютов ссылкăпах танлаштарать. Пушă вырăнта шкул тумалла пулнă. Хут пĕлмен пушкăрт çыннисем ачисене вырăсла вĕрентесшĕн пулмаççĕ, вырăсланса хăйсен чĕлхинчен сивĕнесрен хăраççĕ. Вырăнти мулла тата ватăсем учителе хирĕç хĕтĕртсе тăраççĕ. Çапла учитель тĕп тăшман пулса тăрать. Çаксем пĕр саслăн пулса учителе вĕлерме шутлаççĕ. Пĕр кун аллисене тем те пĕр йăтса учитель пурăнакан çурт енне утаççĕ. Телее, çак вăхăтра яла унтер-офицер килнĕ пулнă. Вăл учителе вилĕмрен хăтарса хăварнă.
Ун хыççăн та Иван Иллютов каялла чакмасть. Тутарла пĕлекенскер шкул тата çемйи валли пӳлĕм шырать. Унпа хутшăнма пурте хăраççĕ. Ялта 300 ытла килĕ пулнă. Пĕр пуян çеç хаклă хакпа (20 тенкĕпе) пӳлĕм уйăрма килĕшет. Учителĕн çакăнпа çырлахма тивет.
Иван Филиппович шикленсе те пулин ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать, вĕсемпе хисеплесе, пуç тайса калаçать, вĕренни пурне те кирли пирки ĕнентерме тăрăшать. Пушкăртсем ун патне туртăнма пуçлаççĕ, чей ĕçме те кĕркелеççĕ. Пĕр талăкра 10 сăмавар чей ĕçсе яни те пулнă.
Пĕррехинче учитель патне класа виçĕ пушкăрт ачи пырса кĕрет. Çавăнтан пуçланса каять те шкул. Ĕненекенсем тата мулла ашшĕ-амăшне ачисене вĕренме яма чарма пăхаççĕ, тĕнрен уйăрассипе хăратаççĕ. Анчах вăхăт иртнĕçем халăхăн ăс-тăнĕ те улшăнать.
Шкул çуртне 1904 çулта тин туса лартаççĕ. Султановăри шкул каярах тĕслĕхлĕ пулса тăрать. Иван Иллютовран ытти шкул учителĕсем те нумай вĕренеççĕ. 1905 çулта ялти учительсем ăна тутар-пушкăрт словарĕсене куçарма ыйтаççĕ. Унсăр пуçне вăл 20 ытла хайлав куçарать, вĕсем кайран хаçат-журналта пичетленеççĕ.
1911 çулта Урала выçлăх килет. Иллютов выçлăхпа кĕрешес ĕçе хутшăнать: земство влаçĕсене чухăнсене пулăшма тархасласа ыйтать. Вăл тăрăшнипе Султановăра столовăй уçăлать. Мĕнпур ĕç Иллютовсен çемйи çине тиенет. 1917 çулта çемье Челябинска пурăнма куçать. Октябрь революцийĕ вĕçленнĕ тĕле вăл 40-ре пулнă. 1919 çулта Иллютов хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ çара каять.
1917 çултанпа Иван Филиппович Челябинск хулинчи 1-мĕш шкулта пуçламăш класс учителĕнче ĕçлет.
1929 çулта округри вĕренӳ пайĕ Иллютова уйрăм пенси çирĕплетме ыйтса çырать. Ку ыйтăва Челябинскри рабочисемпе хресченсен Хула Канашĕн президиумĕ пăхса тухать. Çирĕплетни çинчен калакан хутсем архивра çук.
 
 
 
Димитровград хули.
 
: 585, Хаçат: 14 (1363), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: