Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурт умне çитрĕм çеç – пахча алăкне уçса мана хирĕç кинемей тухрĕ. Вăл, ахăртнех, кил умĕнче сăнчăрта тăракан пысăк йытти вĕрнине илтнĕ пуль тесе шутларăм эпĕ.
«Хĕрĕм, эс кам патнеччĕ/» - илтĕ-нчĕ йăваш сасă. «Мана Клавди аппа кирлĕччĕ-ха... Анчикова», - васкасах хуравларăм çын тухнипе савăнса. Çурт хуралçи хам çӳллĕшех те, сасси самаях шиклентерет. «Эпĕ-ха вăл – эсир ыйтакан хĕрарăм, помидор калчине куçарса лартма тăпра илме тухнăччĕ те машина сассине илтсе урамаллах кармашса пăхма шутларăм», - терĕ мана пӳртелле иртме сĕнсе.
Клавдия Филипповна Анчикова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Вражкина) нумай çул фермăра ĕçленĕ, сысна пăхнă. Çемйине, мăшăрне юрама тăрăшнă. Упăшки, Николай Михайлович, колхозра завхозра, ферма пуçлăхĕнче тăрăшнă. Вĕсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕ-нтернĕ.
Паян вăрçă ачисем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Хĕл кунĕсене килтен тухмасăр ирттереççĕ. Çулла пахча çимĕç акаççĕ, çĕрулми çитĕ-нтереççĕ, вăрмана кăмпана-çырлана çӳреççĕ.
- Эпĕ 1937 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă, тăхăр ачаран чи асли пулнă, - паллаштарать пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе Клавдия Филипповна. - Вăрçă вăхăтĕнчи тертлĕ пурнăçа хам куçпа хам курнă. Яваплăрах ĕç пĕтĕмпех асли çине тиеннĕ. Арçынсем вăрçăра çапăçнă, ял пурнăçне хĕрарăмсемпе ача-пăчан, ватă çынсен тытса пымалла пулнă. Çĕнтерĕве çывхартнă çĕрте пирĕн тӳпе те пур. Вăрçă ачисем тыр-пул акнă, суха тунă, ача пăхнă. 1957 çулта ял çамрăкне Николай Анчикова качча кайрăм. 59 çул пĕр-пĕрне хисеплесе, сума суса пурăнатпăр. Ĕçсĕр пĕр кун та тăман – колхоз ферминче вăй хунă. Ушкăнсенче сысна нумай пулнă. Ырми-канми тăрăшнăшăн патшалăх пире пысăк наградăсем, Хисеп тата Тав хучĕсем, юбилей медалĕсем парса хавхалантарчĕ. Çăмăл мар ĕçре çĕнсе илнĕ «РФ тата Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ятсене чыслăн çĕклесе çӳретпĕр. Халь пире, тĕрĕссипе, нумаях та кирлĕ мар – лăпкă ватăлăхпа тĕнчери тăнăçлăх тата сывлăх çеç. Паллах, ачасемпе мăнуксем телейлĕ пулни. Ывăлсемпе хĕр ватă ашшĕпе амăшне хисеплеççĕ. Кӳршĕ-аршăпа килĕштеретпĕр эпир. Тĕпкĕч, пире пăхакан ывăл, хамăрпа пурăнать. Александр Николаевич та тетĕшсем пекех ĕçе, техникăна хаклать. Пире, ватăсене, хисеплет. Çак пурнăçра тата мĕн кирлĕ/ Чуна канăç паман пĕр япала пур: Ирçелĕнчи эпир пурăнакан кĕтесре – Советская урамĕнче – çул çук. Çурлă-кĕрлĕ вăхăтра пирĕн касса çитме йывăр – пĕç тĕпĕ таран пылчăк. Вĕтĕ чул та пулин сарасчĕ тĕп урама!
Клавдия Филипповнапа Николай Михайлович Анчиковсен хăтлă кил-çуртĕнче çутă та таса. Пурне те çемьере хăйсен аллипе туни палăрать. Хĕрарăм хăяр-помидорне, купăстине те хĕле валли хăех тăварлать, варени пĕçерет, çыхать, арлать. Çулне пăхмасăр пĕр самант та пушă тăмасть вăл.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел.
 
: 640, Хаçат: 14 (1363), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: