Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-12-мĕш номерсенче.)
 
- Пăх-ха, Валя, Катюк тăрать. Çапла, салтак ăсатма авалтан йăли пур. Юрататăн пулсан ан шиклен, ан вăтан. Кил, лар савнийĕпе юнашар, хĕрĕм... Туятăп, эсир пĕр-пĕрне питĕ юрататăр...
Катюк нимĕн те чĕнмерĕ. Валя çумне вырнаçрĕ. Вăл савнийĕ çине пăхаймасть. Вăл ăна юратать, çавăнпа вăтанать.
- Хăв хĕрне, савнине, хăв вилсен те ан ман. Юратма пĕлекене тăшман та çĕнтереймест, - хушса хучĕ лавçă.
Катюк чăтса тăраймарĕ, ватă умĕнчех сăмах хушрĕ.
- Валя, эсĕ мана ан ман. Эпĕ те сана манмăп. Çĕмĕрт пек хура çӳçĕм кăлкан пек шураличчен вăййа тухмăп. Эсĕ вăрçăран таврăничченех, - терĕ те çуна çинчен анчĕ.
Ун вырăнне ăсатма каякан çамрăксем йышăнчĕç.
Çуна кӳлнĕ лаша тапранса кайрĕ. Ял çыннисем Валяна лав куçран çухаличченех пăхса тăчĕç...
... Шурă тутăр çыхнă çĕмĕртсем шывалла усăнса лараççĕ. Çил варкăшса килет те çĕмĕрт турачĕсене лăстăр-лăстăр силлесе хăварать. Вĕтĕ-вĕтĕ çеçкесем çырмана вĕçе-вĕçе анаççĕ. Хăш-пĕр чухне, тĕрлĕ чечексемпе çулçăсем ӳкнĕрен, шыв хăй те чечеке ларнă пек курăнать.
Салтаксем юханшыв хĕрринче, çеçке çурнă çĕмĕрт айĕнче, апатланаççĕ. Çавракарах питлĕ, хăмăр куçлă, яштака кăна çамрăк чăваш ачи салтаксене хăй малтанхи çапăçура пулни çинчен каласа парать. Вăл – рота старшини. Халиччен çапăçăва кĕрсе курайманнисем унăн сăмахĕ-сене каçса кайсах итлеççĕ. Санитарка – Татьяна – старшина çинчен куçне илмест. Каччă ăна куçĕнчен мĕншĕн пăхнине хĕр хăй те чухлаймасть. Унăн сенкер куçĕ те çĕмĕрт çеçке çурнăран, те хĕвеллĕ ырă çуркунне çитнĕрен, старшина еннелле туртăнать.
Старшина, сисмесрен пĕрре тенĕ пек, хăй те хĕр çине пăха-пăха илет.
- Яковлев ăçта çӳрет, старшина/ - ыйтрĕ Татьяна.
- Рота командирĕ ăна штаба ячĕ.
Çак вăхăтра йывăç турачĕсем ерипен сирĕне-сирĕне кайрĕç. Салтаксем умне Яковлев тухрĕ. Анчах вăл старшинана курчĕ те тӳрех çырма хĕрринелле утрĕ.
Татьяна васкавлăн Яковлева хăваласа çитрĕ. Вăл унăн атă кунчинчен тухса кайнă пуртенкке çине пусрĕ. Каччă ӳкесрен аран кăна тытăнса юлчĕ. Салтаксем кулса ячĕç. Хĕре хăйне те аван мар пек туйăнчĕ. Хĕрупраç пуççăн çамрăк салтакран кулни аван мар.
Яковлев пуртенкки, васкаса çыхкаланăран, каллех салтăнса кайрĕ. Хĕр те чăтаймарĕ, салтаксемпе пĕрле кулса ячĕ.
- Яковлев! – кăшкăрса ячĕ старшина. – Кил-ха кунта!
Салтак ун умне пырса тăчĕ.
- Ку пуртенккешĕн кĕçĕр урай çăватăн. Халĕ апат ларса çи.
- Итлетĕп, старшина юлташ!
Яковлев пĕчченех юлнине курсан старшина ун патне таврăнчĕ.
- Эсĕ, Яковлев, вăрçнăшăн ан кулян. Совет салтакĕн çи-пуçĕ яланах йĕркеллĕ пулмалла. Пирĕн Берлина çитмелле. Европа витĕр тухмалла. Пирĕнтен, совет салтакĕсенчен, тĕнче тĕлĕнсе тăтăр.
Старшина салтака пуртенкке чĕркеме вĕрентрĕ.
- Эсĕ миçере-ха/
- Вунсаккăрпа пыратăп.
- Çамрăках мар. Вĕренме вăхăт. Эпĕ те сан пекех пуртенкке чĕркесе курманччĕ. Вĕрентрĕç.
- Тавах, старшина, халь хам та ыттисене вĕрентме пултаратăп.
Çырма хĕрринче мĕн пулса иртни хĕре канăç памарĕ. Вăл тула тухрĕ. Шурăмпуç çăлтăрĕ те чылай аякка кайнă ĕнтĕ. Тул çутăласси те инçе мар.
Пӳрт хыçĕнче хуралçă уткаласа çӳрет. Аллине автомат тытнă. Вăл айккинелле пăрăнчĕ. Тепĕр пӳрт патнелле утрĕ. Çак вăхăтра Татьяна хыçĕнче хăрăк турат шартлатса хуçăлчĕ. Хĕр хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Ик аллине икĕ витре тытнă Яковлев ун патнелле пырса тухрĕ. Ним чĕнмесĕрех хĕр умĕнчен иртсе кайрĕ. Татьяна каччă хыçĕнчен утрĕ. Пӳрте кĕчĕ.
- Эпĕ сана пулăшма килтĕм. Йышăнатăн-и/
Яковлев ăна каялла ярасшăнччĕ, анчах пĕр сăмах та калаймарĕ. Чĕркуçленсе ларчĕ те мунчалине витрене чиксе кăларса урай çума тытăнчĕ.
- Капла сана çырмари шыв та çитмест. Миçе витре пĕтертĕн ĕнтĕ/
Яковлев чĕнмерĕ.
Татьяна урайне хăех çуса пĕтерчĕ. Çывăрма кайрĕ. Тухса кайнă чухне вăл салтака сăвă пекки каласа хăварчĕ.
Пĕр эсĕ çеç, пĕр эсĕ çеç
Нихçан тухаймăн асăмран...
Хĕр урай çума килни Яковлева шухăша ячĕ. Татьяна юри кулма, мăшкăллама килнĕ пек туйăнчĕ. Каччă Катюк çинчен шухăшласа çутăлас умĕн тин çывăрса кайрĕ.
Нумай выртаймарĕ, унта та кунта: «Рота, стройся!» - тесе кăшкăрни, салтаксем çĕрпӳртсенчен чупа-чупа тухни, кăшкăрашни илтĕнчĕ.
- Тревога!
Тин çеç ыйхăран вăраннă салтаксем кашниех хăйсен вырăнĕсене кая-кая тăчĕç.
- Аслă лейтенант юлташ, рота стройра! – рапорт пачĕ старшина.
Çак вăхăтра моторсем кĕрлени илтĕнчĕ. Автомашинăсем стройра тăракан салтаксем патне киле-киле чарăнчĕç.
Салтаксем машина çине хăпара-хăпара ларчĕç. Акă малти тапранса та кайрĕ. Акă тепри...
Аран-аран ларма ĕлкĕрнĕ Яковлев никам çине те пăхмарĕ. Пĕрремĕш çапăçăва кĕме чунĕнче хатĕрленчĕ...
Кун пек çапăçусем Яковлев разведчикшăн çулталăк çурă хушшинче темиçе те пулчĕç. Вăл халĕ вăрçă мĕн иккенне вилĕмпе пĕр хутчен çеç мар тĕл пулса, ăна çĕнтерсе ăнланса илнĕ.
1942 çулхи Брянск тăрăхĕнчи вăрманлă та шурлăхлă вырăн. Черетлĕ çапăçу хыççăн салтаксем блиндажсенче канаççĕ. Шартлама сивĕ каç. Çăлтăрсем – ахах евĕр çунаççĕ, куç пăваççĕ. Тӳпери уйăх ытла сивĕ çанталăк пулнипе –иккĕ-виççĕллĕ курăнать. Таврара раштав уйăхĕ хуçаланать.
Çĕрпӳртре ăшах мар. Ӳт-пĕве чĕтреттерет.
Йĕри-тавра шăп. Хутран-ситрен çеç таçта аякра снаряд çурăлни, пулемет такăлтатни илтĕнет. Çумрах тарăн юрпа витĕннĕ уçланкă. Çынран çӳллĕ тĕмсем çилпе чӳхенсе лараççĕ. Хĕллехи илем куçа илĕртет. Лере, инçех те мар, пĕчĕкçĕ ял. Яковлев унта разведкăна та кайса килнĕ. Ун чухне çуртсем, хуралтăсем тĕрĕс-тĕкелехчĕ. Халĕ ял вырăнĕнче тĕлĕ-тĕлĕпе çеç çунса пĕтеймен, кивĕ, анчах пурăнма юрăхлă çуртсем лараççĕ. Апла пулин те ял тăшманшăн та, совет çарĕшĕн те стратегиллĕ вырăн пулса шутланать.
...Яковлев çак яла тепĕр хут разведкăна кайнă çул çинче фашистсен çуннă танкне асăрхарĕ, ун еннелле тинкерсе пăхрĕ. Танк çумĕнчех йывăр снарядсем ӳксе алтнă икĕ шăтăк... Çав вăхăтра танк хӳттинчен икĕ нимĕç утса тухрĕ. Яковлев хăй те сисмерĕ, çумĕнчи автоматне ярса тытрĕ. Тĕллерĕ. Анчах автомачĕ пăхăнмарĕ. Вăл ĕçлемест. Ваннă.
Салтак çумĕнчи икĕ гранатăна взвода лартрĕ. Фашистсем çывхараççĕ. Яковлев вĕсене аванах курать. Иккĕшĕ те аманнă: пĕри хăрах аллине бинтпа çакса янă, тепри уксахлать. Иккĕшĕ те автомачĕсене хатĕр тытнă.
Тăшман пĕр хăрамасăр килнине кура Яковлев чĕри, хăйне пăхăнмасăр тенĕ пек, хăвăртрах тапма пуçларĕ. Вăл чĕркуççи çине тăчĕ, граната тытнă аллине çӳлелле çĕклерĕ... Шăп çак вăхăтра уçланкă вĕçĕнчи ката енче пулемет такăлтатса илчĕ.
- Пулемет умĕнче кам-ши/ - шухăшларĕ Яковлев. – Нимĕç/
Яковлев ывăтнă гранатăсем умлăн-хыçлăн шартлатса çурăлчĕç. Вăл малалла пăхрĕ. Нимĕçсем иккĕшĕ те ӳкнĕ. Хускалмасăр выртаççĕ.
Яковлев çумĕнче пĕр граната кăна юлнă. Мĕн тумалла/
Ката енче пулемет каллех такăлтатса илчĕ. Ун патнелле нимĕçсем чупаççĕ. Вĕсем нумайăн. Пурте автоматсемпе. Пулемет çаплах лăпланмасть-ха. Йăпшăнса пыракан фашистсем, çавапа çулнă пек, пере-пере анаççĕ. Тăсăла-тăсăла ӳкеççĕ.
Халĕ ĕнтĕ Яковлев пулемет умĕнче кам выртнине лайăх тавçăрса илчĕ. Вăл мĕн вăйĕ çитнĕ таран юлташĕ патнелле ыткăнчĕ.
Пулемет умĕнче хăй фронта çакланнă кунранах пĕрле çапăçнă старшина выртать. Пĕр аллипе гашеткăна тытнă, тепĕр алли юнланнă. Пулемет расчечĕ тахçанах стройран тухнă. Нимĕçсем тапăнса пыраççĕ. Çук, нимĕне те – ыратнине те, ывăннине те – туймасть вăл. Умĕнче – тăшман. Ăна тĕп тумалла!
- Пăрăн-ха, старшина, вырт, эпĕ хамах!.. – терĕ Яковлев. – Эсĕ кунта ăçтан çакланнă/ Нивушлĕ панă яваплă ĕçе эпĕ пĕччен пурнăçлаймасран хăранă/ Мана инкек пуласран сыхласшăн пулнă-и/.. Эх, юлташăм!..
Вăл щит витĕр пăхрĕ те гашеткăна пусрĕ, пулемет кĕпçине унталла та кунталла çавăркаларĕ. Пулемет ĕçлемест. Вара Яковлев старшинан суранлă аллине çыхса ячĕ.
Хура-хăмăр пĕлĕтсем хĕвеланăçнелле юхаççĕ. Инçетре çулăм ялкăшать. Тĕтĕм йăсăрланать. Кунта нимĕнле сас-чĕвĕ те çук. Хутран-ситрен çеç пĕчĕк кайăксем, вут-çулăмран хăтăлса юлнăскерсем, вĕçе-вĕçе иртеççĕ. Пурнăç пуррине аса илтереççĕ. Вăрман енчен пĕр çын килет. Çине ăшă кĕрĕк тăхăннă.
- Чарăн! Кам килет/ - кăшкăрса ячĕ Яковлев.
- Валентин, эпĕ ку, - илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
Татьяна юлашки вăйне пухса чупса çитрĕ. Вăл халран кайнă, аран-аран сывлать.
- Пирĕннисем чакнă-и/ - хыпăнса ыйтрĕ вăл.
- Пире никам та чакма хушман, - терĕ старшина. – Санăн вырăну кунта мар... Кам хушрĕ сана кунта килме/
- Эпĕ сире шырама тухрăм. Аманнă пулĕ терĕм, уçланкă хĕрринче çапăçу пырать. Пĕтĕм рота ура çинче. Çапăçăва кĕнĕ.
Çак самантра çурăлакан пульăсем пулемет щичĕ çумне киле-киле çапăнаççĕ.
Валентин йынăшса ярса старшина умне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
- Валентин! – салтака хăрах аллипе ярса тытрĕ Татьяна.
- Ой, сывлăш...
- Ăçтан сана, ăçтан амантрĕç/..
 
(Малалли пулать.)
 
: 565, Хаçат: 14 (1363), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: