Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чун чĕререн савăнмалли кану каçĕ парнелерĕç.
Кĕрхи çут çанталăк кăçал Çĕр аннемĕре нӳрĕкне ытлашшипех парнелет темелле. Тавралăха ылтăн çулçăсен айне путарчĕ. Ăнса пулнă тухăçа пуçтарса илес ĕç-хĕлре ывăннă çĕр ĕçченĕ çинчен те манса каймарĕ вăл – шоу усламĕнче вăй хуракансене культура çăлтăрĕсен çумăрне çутарттарма çулсем уçса тăрса халăха канса киленме май парать. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи культура вучахĕсенче пĕрин хыççăн тепри чăваш эстрада маçтăрĕсен концерчĕсем иртеççĕ.
Тĕслĕхшĕн юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ульяновскри «Губернаторсий» культура керменĕнче Верония Толстова (ăна пулăшаканĕ – П.В.Леонтьев усламçă) йĕркеленĕ кану каçнех илер. Шупашкартан Виталий Сергеев шоумен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Любовь Семёнова, Вячеслав Александров композитор тата юрăç, Сергей Петровпа Алина Варна юрăçсем килсе çитнĕ. Вĕсем куракансене ĕмĕрлĕхех асра юлмалли савăнăç парнелерĕç.
Концертăн тĕп никĕсĕ, паллах, Верония тата Станислав Толстовсем шăрантарнă юрăсем пулчĕç. Вĕсем хушшинче халăх юррине çаврăнма ĕлкĕрнĕ хитсем те, çĕнĕ композицисем те пулчĕç. Куракансем вĕсем шăрантарнă кашни юрра тăвăллăн алă çупса йышĕнчĕç, чечек пуххисем парнелерĕç.
Концерт вĕçленес умĕн сцена çине артистсемпре сыв пуллашма тата тав сăмахĕсем калама УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев тухрĕ.
 
: 1093, Хаçат: 43 (1135), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: