Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шалккă пурçăн тутăра,
Пичĕ майĕн тĕс каять.
Шалккă манăн савние,
Кăçал салтака каять.
 
Военкомат пусми çинче
Офицерсем тăраççĕ.
Çавсем ĕнтĕ савнисене
Салтака ăсатаççĕ.
 
Аякка, аякка
Чечек лартса хăвартăм.
Унтан тата аякка
Савни туса ăсатрăм.
 
Каяп терĕ, кайрĕ ĕнтĕ
Пăхсан курăнми çĕре.
Мана тăратса хăварчĕ
Вутăн çулăмĕ çине.
 
Утрăм – ута пĕлмерĕм,
Чупрăм – чупа пĕлмерĕм.
Мĕн пулчĕ-ши ман чĕрене -
Сыв пул та тееймерĕм.
Шурă акăш кĕпер çине
Тĕкне тăкса хăварчĕ.
Нумая мар, икĕ çула
Кĕтме хушса хăварчĕ.
 
Утаймап, чупаймап,
Вăрăм ярса пусаймап.
Чунтан юратап пулсан та
Пĕрле санпа каяймап.
 
Мана савни каларĕ,
Хура тутăр çых терĕ.
Хура тутăр хура çынна
Темтĕр килĕшет терĕ.
 
Юрататăп тетчĕ вăл,
Ман çума ларатчĕ вăл.
Кинона кĕрт-ха тесен
Укçа шеллеместчĕ вăл.
 
Вăрăм çутă витрере
Тулли шыв та хумханать.
Пĕрле чухне ним те мар,
Уйрăлсан асăнтарать.
 
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,
Пулă килет шыв тăрăх.
Салтакри савнă тусăмран
Салам килет хут тăрăх.
 
Манăн савни артиллерист,
Кăтра çӳçлĕ сар ача.
Савни салтакран килмесĕр
Эп каймастăп-ха качча.
 
Çӳçĕ хура, çӳçĕ хура,
Хура пулсан та тура.
Пирĕн умран иртнĕ чухне
Эп пулмасан та юрла.
 
Хĕвелçаврăнăш ани çине
Хĕвел ӳкрĕ-тĕр ĕнтĕ.
Савни кайни ик çул çитет,
Кăçал килет-тĕр ĕнтĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 345, Хаçат: 14 (1363), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: