Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăр районĕнчи Архангельскинчи вăтам шкулти Чăваш чĕлхи кунĕнче кӳршĕ Шатăршан ялĕнчен килнĕ сăпайлă хĕрарăмпа Зоя Павловапа паллашрăм. Унăн тăван çĕршывĕ – Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕ. Шатăршана вăл 38 çул каяллах килсе тĕпленнĕ.
-Вунă класс пĕтерсен эпĕ Барăш районĕнчи Ленинка поселокĕнчи училищĕне прядильщицăна вĕренме кайрăм. Вĕренсе тухсан Языковăри кавир фабрикине ĕçлеме ячĕç. Эпĕ çип авăрлаканта икĕ çул вăй хутăм. Качча кайсан мăшăрпа Сăр районĕнчи Ульяновка ялне куçрăмăр. Мăшăр манăн ку тăрăхран. Халĕ вăл ял çук та ĕнтĕ. Унтан – Шатăршана килсе тĕплентĕмĕр. Мана валли ача садĕнче вырăн тупăнчĕ. Унта 15 çул вăй хутăм, 8 çулне – воспитательте. Чирлесен ĕçлеме пăрахма тиврĕ,- каласа парать Зоя Григорьевна.
Унăн мăшăрĕ Владимир Васильевич 44 çул механизаторта вăй хунă. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ, ĕçĕсенчен Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
-Шатăршан çĕрĕ пирĕншĕн тахçанах тăван çĕр пулса тăчĕ ĕнтĕ. Чӳрекелĕнче Çимĕкре çеç пулатпăр. Кунта эпир тарăн тымар ятăмăр. Манпа пĕрле çуралнă йĕкĕреш хăрахĕ Людмила Григорьевна Карлински поселокĕнче пурăнать. Эпир унпа пĕр сăнлă. Малтанласа пире упăшкасем те арпаштаратчĕç,- кăмăллăн кулать ентеш.
40 çул пурăнса Павловсем икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ, мăшăрлантарнă. Çут тĕнчене тăватă мăнук килнĕ. Асли 21 çулта ĕнтĕ.
-Мана 36 çултах кукамай турĕç, – тет йăл кулса Зоя Григорьевна. – Мăнук – Антон – Севастопольте ШĔМ шалти çарĕнче хĕсметре тăчĕ. Ун хыççăн юриста вĕренме кĕчĕ.
Павловсем ĕлĕкрех карта тулли выльăх-чĕрлĕх усранă пулсан паян качака тата чăх-чĕп таврашĕпех çырлахаççĕ. Выльăх усрама вăй-хал кирлĕ вĕт-ха...
Пушă вăхăтра кил хуçи арăмĕ ал ĕçĕ тытса ларать. Эрнекунсерен вара туслă мăшăр мĕнпур ĕçе пăрахса «Канашăн» çĕнĕ номерне вулать.
 
Сăр районĕ.
 
: 614, Хаçат: 15 (1364), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: