Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи «Победа» фондăн ĕçне Раççейри обществăлла палата пысăк хак панă.
Обществăлла палатăн секретарĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Бочаров фонд йĕркелессипе çĕршыври субьектсене Ульяновск облаçĕнчен тĕслĕх илме сĕннĕ.
«Победа» фонда Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе 2015 çулта ĕç тата вăрçă ветеранĕсен, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлакан органсен канашĕ çумĕнче йĕркеленĕ. Пуçтарăннă укçа-тенкĕ иртнĕ çул «Дети войны» палăк тата «Скорбящая мать» скульптура тума кайнă. Иккĕшне те пирĕн çарсем Çурçĕр Кавказа кĕнĕренпе 21 çул çитнĕ тĕле уçнă.
Облаçри ветерансен канашĕн председателĕ Сергей Ермаков каланă тăрăх, «Победа» йĕркелӳ комитечĕ Аслă вăрçăра çĕнтернĕ-ренпе 75 çул çитнине ирттерме хатĕрленет. Ку тĕле халăхран килнĕ укçапа Чĕмпĕр кĕпĕрнинче çуралнă Василий Кочеткова халалланă палăк тата Çĕнтерӳ хапхи çĕкленсе лармалла.
«Победа» фонда укçа куçарма кашни пултарать:
ИНН 7303016570
Расчетный счет:
4070381066900002160 7
Кор. счет 3010181000000000060 2,
БИК 047308602
В Ульяновском отделении /8588 г.Ульяновск
Получатель: Ульяновская региональная организация Всероссийской общественной организации ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных Сил и правоохранительных органов.
 
: 582, Хаçат: 15 (1364), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: