Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Светлана Геннадьевна Кочнева (Чернова) – Димитровградри ачасен 1-мĕш ӳнер шкулĕн хор уйрăмĕн заведующийĕ, аслă преподаватель, Ульяновск облаçĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 35 çул хушшинче ăста педагог нумай çамрăка ӳнер тĕнчине илĕртнĕ, пултаруллă ачасене вĕрентсе кăларнă. Апрелĕн 18-мĕшĕнче унăн – юбилей.
Ку шкула вăл Димитровградри музыка училищин хорпа дирижер уйрăмне пĕтернĕ хыççăн 1981 çулта ĕçлеме килнĕ.
Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен культурине çĕнетсе аталантарас ĕçре С.Г.Кочневан тӳпи калама çук пысăк. 2004 çулта вăл 1-мĕш шкулта чăвашсен – «Шăпчăксем», тутарсен – «Сандугачлар», украинсен – «Черемшина» ачасен пултарулăх ушкăнĕсене йĕркелсе ярать. Çак шкул Нацисен культура центрĕ пулса тăрать. Вăл çаплах Ачасен пултарулăх çуртĕнче тата Чăваш культура центрĕнче фольклор ушкăнĕсем чăмăртать. Ансамбльсем пĕтĕм тĕнче, пĕтĕм Раççей конкурсĕсенче, Мускавра, Санкт-Петербургра, Ивановăра, Шупашкарта, Самарта, Ульяновскра иртекен конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Ертӳçĕ «Лучший преподаватель», «За сохранение национальных традиций» тата ытти дипломсене тивĕçет.
2007 çулта Светлана Кочнева культура учрежденийĕсенче вăй хуракансен хушшинче иртнĕ смотр-конкурсра çĕнтернĕ. 2007-2012 çулсенче «Димитровград хулин чи лайăх культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 2008 çулта регионти преподавательсен хушшинче «Ступени мастерства» ятпа професси ăсталăхне çирĕплетессипе иртнĕ конкурсра гран-при тата «Çулталăк преподавателĕ» ят çĕнсе илнĕ.
2012 çулта С.Г.Кочневан сăнӳкерчĕкне хулари Хисеп хăми çине, 2013 çулта «Ими гордится город» проектпа килĕшсе Димитровград хули урамĕ-сенчи баннер çине вырнаçтарнă.
Светлана Кочнева – «Поем свою Родину» проектăн авторĕ тата директорĕ. «Культур много – Россия одна» фестивале пуçараканĕ, музыка ĕçченĕсен тата педагогсен «Осенние напевы» конкурс-фестивалĕн авторĕ, «Черемшанская весна» регионти конкурсăн жюри членĕ. Нумай çул вăл вĕренӳ учрежденийĕсенче тăрăшакансен ĕçне хаклакан аттестаци комиссине ертсе пырать.
С.Г.Кочнева чăваш фольклорĕн вăрттăнлăхĕ-семпе Чăваш патшалăх культура тата ӳнер институтĕнче паллашнă, облаçри семинарсенче туптаннă. Унăн ячĕ «Краткая чувашская региональная энциклопедия», «Димитровград. Территория высокой культуры» кĕнекесене тата «Музыкальный Мелекесс-Димитровгр ад» справочника кĕнĕ.
Ачасен пултарулăхне аталантарас ĕçре нумай çул вăй хунăшăн, халăхсен культурисене çĕнетсе аталантарас ĕçре пысăк ӳсĕмсем тунăшăн «Шăпчăксем» халăх ушкăнĕн ертӳçине С.Г. Кочневана культура ĕçченĕсен кунĕнче (2016 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче) область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов «Руководитель национального коллектива» номинацире «Браво, Маэстро!» регион премине парса чысланă.
«Шăпчăксем» ушкăн чăмăртаннăранпа унта 100 ытла ача хăй пултарулăхне туптанă. Унтан вĕренсе тухнисем тĕрлĕ хуласенче музыка профессине алла илнĕ. Ăста юрăçсен ячĕсем çӳлте асăннă энциклопедие тата справочника кĕнĕ. 2009 çулта «Шăпчăксем» «Халăх ушкăнĕ» ята тивĕçнĕ.
Ансамбль сумлă конкурссене хутшăнать: Мускавра – «Единство России», «Открытая Европа», «Колыбель России», «Звуки и краски столицы», «Дельфийские игры», Санкт-Петербургра - «Ангел надежды», Иваново хулинче – «Жар-птица», Самарта – «Волна успеха», «Радуга талантов», Ульяновскра «Песенные узоры» тата ытти конкурс-фестивальсе не те.
Ушкăн облаçри Акатуйсемпе Сапантуйсенче тата ытти халăх уявĕсенче яланах кĕтнĕ хăна.
Юратать хăй профессине Светлана Геннадьевна. Пĕчĕк артисчĕсем сцена çине тухсан вăл ачасен кашни хусканăвне куç илмесĕр сăнать, сасăсен килĕшӳлĕхне тимлĕн итлет. Кайран репетицисенче «йăнăшсене» тӳрлетессипе ĕçлет, номерсене «тикĕслет».
 
Димитровград хули.
 
: 186, Хаçат: 15 (1364), Категори: юбилей

Комментарисем:

Chamomile (2016-06-30 21:24:15):
diere,Gssat weblog here! Also your site a lot up fast! What web host are you the usage of. Can I get your affiliate link to your host. I desire my website loaded up as quickly as yours lol

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: