Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи тĕрлĕ районсенче чăвашсен юрă ушкăнĕсем йĕркеленнĕ.
Хăшĕ-пĕри вĕсенчен 30 çула яхăн сцена çинче чăваш халăхне уявсенче савăнтарать. Анчах Ульяновскпа юнашар вырнаçнă Ишевке поселокĕнче халиччен çитĕннисен юрă ушкăнĕ пулман. Уявсене ачасен вăйĕпе ирттернĕ. Паллах, чăвашсем лайăх ансамбль пирки ĕмĕтленнĕ. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче ĕмĕт пурнăçланнă.
-Икĕ çул каялла мана Ульяновск районĕн чăваш автономи председательне суйласан мĕнле ĕçсем тума палăртатăр тесе ыйтрĕç. Эпĕ чăваш ансамблĕ йĕркелесчĕ терĕм. Вăт çак сăмахăм пурнăçланчĕ, йĕркелеме пулăшакансем тупăнчĕç. Ишевке Культура керменĕнчи вырăссен «Ветеран» ансамблĕн пултарулăх ертӳçи тата баянисчĕ Борис Иванович Трусов чăвашсемпе ĕçлеме кăмăл турĕ, - каласа парать Валерий Благороднов.
Ансамбле пуçарса яракансенчен тепĕр çын – Ишевкере пурăнакан Мария Якушева. Хастар чăваш хĕрарăмне кунта пурте тенĕ пекех паллаççĕ. Вăл тахçантанпа ĕнтĕ чăвашсем ирттерекен пур мероприятие хăй те хутшăнать, мăнукĕсене те явăçтарать. Икĕ çул «Ветеран» ансамбле юрлама çӳрет. Çавăнпа Борис Трусов чăваш ушкăнне йĕркелесси пирки чи малтан Мария Егоровнапа канашланă.
- Питĕ савăнтăм сĕнĕве илтсен. Эпĕ кун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Мĕнле-ха вăл, çавăн пек пысăк, çуррине яхăн чăваш пурăнакан поселокра чăваш ансамблĕ çук/ Хор пулмалла! Хамăрăн чăвашсене çĕклемеллех! Эпĕ юлташсемпе, паллакан чăваш хĕрарăмĕсемпе калаçрăм. Малтанах никам та килĕшмерĕ. Кайран çиччĕн пухăнтăмăр: Татьяна Кадерусова, Лидия Алякина, Тамара Захарова, Зоя Вострикова, Елена Ефимова, Мария Борисова тата эпĕ. Чи асли пирĕн 62-ре, чи çамрăкки – 46-ра. Хамăр укçа пуçтарса кĕпе çĕлеттертĕмĕр. Вырăнти çĕвĕç Елена Артамонова пулăшрĕ. Нумаях пулмасть тата пилĕк çын çырăнчĕ ушкăна. В.К. Благороднов та пирĕнпе юрлать. Унăн Ульяновскра пурăнакан йăмăкне те хамăр пата явăçтарасшăн, - пĕлтерчĕ Мария Якушева.
«Ĕмĕт» майĕпен ӳссе пырать – чăвашсемпе пĕрле пĕр тутар тата икĕ вырăс хĕрарăмĕ юрлама кăмăл тунă. Зоя Вострикова (тутар) кĕпине те çĕлеттернĕ ĕнтĕ. Борис Трусов та вырăс çынни, анчах та майĕпен чăваш юррисене вĕренсе пырать. Репертуарта хальлĕхе юрăсем нумаях мар, вĕсене ытларах ушкăна çӳрекенсем сĕнеççĕ. Малашне вара пултарулăх ертӳçи халăх юррисене юрлаттарасшăн. Чăваш юрри-ташшипе тата кĕпе-юмăн уйрăмлăхĕпе вăл Интернет урлă паллашать.
Юрлама юратакансене, пĕлекенсене «Ĕмĕт» артисчĕсем хăйсен ушкăнне чĕнеççĕ.
Репетици вĕсен кашни эрнере вырсарникун пĕр сехет хушши иртет. Çамрăк артистсем ирпе 11 сехет тĕлне пухăнаççĕ. «Тен, вулакансем хушшинче ушкăна çӳреме кăмăл тăвакансем тупăнĕç», - терĕç вĕсем.
Çапла, тăван халăх культурине юратакан çынсене çул та, вăхăт та хăратмасть. Лидия Алякина ав, нумай çул Салмановкăри юрă ушкăнне çӳренĕ. Вăл саланнăранпа юрлас килекен туйăмне ниçта та пусарайман. Ишевкере ансамбль йĕркелесси пирки илтсен савăнсах кайнă. Унта хăйĕн унчченхи чăваш тумĕпех килнĕ. Репетицие Салмановкăран çӳрет.
«Ĕмĕт» куракансем умĕнче пĕрремĕш пĕчĕк концертне нарăсăн 14-мĕшĕнче панă. Унта вырăнти Культура керменĕнче ĕçлекенсем пухăннă.
 
Ульяновск районĕ.
 
: 199, Хаçат: 15 (1364), Категори: культура cыннисем

Комментарисем:

Patsy (2016-06-30 16:55:08):
Learning a ton from these neat arlictesĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: