Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ паллă та чаплă çыравçă Владимир Сатай çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Çак куна ялта анлăн паллă турăмăр.
В.Л. Сатай – 30 яхăн кĕнеке авторĕ, 1951 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ, СССР оборона министерствин литература премийĕн лауреачĕ. Вăл Иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăнса Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнă.
Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче, тĕрлĕ серепинче пурăнса курнă хисеплĕ çыннăмăр-ентешĕмĕр. Историе кĕрсе юлнă ĕçсене Каша çыннисем яланах асра тытаççĕ, кĕнеке кăларакансем ăна кĕртмесĕр хăвармаççĕ. Унăн ячĕ пирĕн ялсен чĕрине ĕмĕрлĕ-хех кĕрсе юлнă.
Пире, Каша ачи-пăчине, иккĕмĕш класс таранччен В. Сатайăн мăшăрĕ Луиза Тимофеевна вĕрентрĕ. 1951 çулта Цырульниковсем Шупашкара куçса кайрĕç. Шанчăклă мăшăрĕ çыравçа хăй çут тĕнчерен уйрăличченех пулăшса пурăннă.
1991 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче В.Л. Сатай çут тĕнчерен уйрăлнă.
Ашшĕпе амăшĕ йывăр чирленĕ хыççăн 1970 çулта Кашара Цырульниковсен тĕп çуртĕнче В.Сатайăн шăллĕ Михаил Леонтьевич çемйипе пурăнма пуçларĕ. Вăл та питĕ пултаруллă çынччĕ, мăшăрĕпе Альбина Михайловнăпа пĕрле шкулта ĕçлерĕç, çамрăк ăрăва ăс пачĕç. Вĕсем çут тĕнчерен уйрăлсан Цырульниковсен çурчĕ тăлăха юлчĕ.
Мĕн ыраттарать-ха паян ман чуна/ Çак паллă çынсен кил-çурчĕ юхăнса ларни! Ял-йыш сăн-сăпачĕ тирпейсĕре тухни! Пушă вырăнсенче, пахчасенче сĕм вăрман пек çумкурăк ашкăрса ларни!
Тӳрĕ калакан тăванне юрайман теççĕ. В. Сатайăн çуралнă килĕ умĕнчен иртсе çӳренĕ чухне чун ыратать. Асăну хăми тахçанах сăнне çухатнă, мĕн çырни те паллă мар. Куçкĕрет – кил-çуртне тустараççĕ. Çурт йĕри-тавра – çутçанталăкăн хăш вăхăтĕнче те ĕмĕр типмен юшкăн-путлăх, лачака...
В.Л. Сатая халалласа уяв ирттертĕмĕр пулин те çак пулăм туллин савăнма памасть. Кашара çуралса ӳснĕ паллă çынсем сахал мар. Саманине кура вĕсен ячĕсене те манса пыратпăр, пурăнаканнисем те чаксах пыраççĕ - ĕмĕр вĕçсĕр мар...
Историе манас марччĕ. Хăй халăхне хисеплемен, унăн историне пĕлмен халăхăн пуласлăхĕ çук теççĕ. Хамăр ял çыннисене хисеп тăвасчĕ! Чăваш литературинче пысăк вырăн йышăнакан В.Л. Сатая хисеп тунине ĕçпе çирĕплетесчĕ!
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 581, Хаçат: 15 (1364), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: