Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-14-мĕш номерсенче.)
 
Çак вăхăтра вĕсен умне снаряд ӳксе пĕтĕм таврана вутпа çулăм ăшне турĕ...
Хĕр Яковлев умне чĕркуçленсе ларчĕ те пĕр шухăшласа тăмасăрах ăна юрпа хутшăннă тăпраран тасатма тытăнчĕ. Гимнастерка айĕнчен тăхăннă кĕпине çурса илсе пĕтĕмĕшле юнпа хупланнă пичĕ-куçне, кӳлепине шăлма пуçларĕ. Тахăш самантран хĕр ухмаха тухна евĕр кăшкăрса ячĕ.
- Старшина! Хăвăртрах кил! Яковлевăн хăрах куçне снаряд ванчăкĕ чавса кăларнă! Сылтăм аллине татса илнĕ. Тепĕр аллинче те виçĕ пӳрне çеç. Кӳлепинче суранланман вырăн юлман...
Татьяна каласа пĕтереймерĕ, мĕн курнине чăтаймасăр тăнне çухатса йăванса кайрĕ.
Шăп çав самантра вĕсен хыçĕнче тăсланкă нимĕç курăнса кайрĕ. Старшина Яковлев автоматне ярса тытса тĕллеме хатĕрленчĕ, анчах нимĕç куçран çухалчĕ.
Валентин йынăшса ячĕ. Нимĕç каллех пуçне çĕклерĕ. Старшина автомат крючокне меллĕн кăна туртрĕ. Нимĕç пĕр вырăнта хăлаçкаланса, çаврăнкаласа илчĕ те лаплатса ӳкрĕ.
Валентин каллех йынăшса сас пачĕ. Тăна кĕнĕ Татьяна унăн суранĕсене васкаса çыхрĕ. Старшина плащ-палатки çине вырттарса сĕтĕрме тытăнчĕ.
Кассăн-кассăн килекен çилпе вăрманти йывăç тураттисем хумханса илеççĕ. Таçта инçетре снарядсем çурăлаççĕ. Тăрсан-тăрсан пулемет калаçни илтĕнет.
Старшина кашни сасса итлет. Йĕри-таврара мĕн пурри-çуккине сăнасах пырать. Çул çинче вăрçă хатĕрĕсем йăваланса выртаççĕ. Хăшĕсем ванчăк, хăшĕсем лапчăнса пĕтнĕ.
- Шыв пар-ха, Татьяна, шыв, - йынăшса илчĕ Валентин.
- Лăплан, чунăм, чăт кăштах, - лăплантарма тăрăшрĕ старшина хыççăн пыракан Татьяна.
...Вĕсем ĕнтĕ вăрман хĕрринчи хăвалăхран тухса тепĕр вăрмана пырса кĕчĕç. Çил шăк шăршине аса илтерет.
- Ăçта эпир/
- Хурăнлăхра, канар-ха кăштах. Малалла кайма çул çук. Шурлăх пуçланать. Туятăн-и, çĕрнĕ шăршă кĕме пуçларĕ, - терĕ старшина.
Таврара шăв-шав малтанхинчен те вăйланчĕ. Пĕр вĕçĕмрен ракетăсем çуталса тăраççĕ. «Катюша» хăватлă юррине пуçларĕ. Инçех те мар, хыçалта, умлă-хыçлăнах снарядсем, минăсем çурăлаççĕ.
Старшина хĕллехи вăхăтра та йӳçсе, пăчăртатса тăракан вырăна çапăсем пăрахса тухрĕ. Пурĕпĕр утма йывăр. Вырăнĕ-вырăнĕпе пилĕк таран шыв. Старшина палатка çинче выртакан Яковлева йăтса утать. Ăна çапăсем çине вырттарса каллех умне çапăсем пăрахма тытăнать. Малалла кайма çул тăвать. Мĕнле ывăнмасть вăл, ăçтан вăйĕ тухать-ши/
- Кан эсĕ пăртак, кан, ывăнтăн пуль, - терĕ Татьяна старшинана.
- Кайран, Татьяна, кайран. Маншăн ан пăшăрхан. Типĕ вырăна тухсан канăпăр, - терĕ вăл Валентина çĕклесе каллех малалла утса.
Старшина халран кайрĕ ĕнтĕ. Унăн куçĕ хуралса килет, пуçĕ çаврăнать. Татьяна арçын хыççăн аран ĕлкĕрсе пырать... Шăпах çак вăхăтра старшина хăрах урипе типĕ çĕр çине пусрĕ.
- Типĕ çĕр, юлташсем! Типĕ çĕр!.. – илтĕнсе кайрĕ хăватлă та савăнăçлă сасă...
Унтанпа уйăх иртрĕ. Валентин виçĕ талăк медицина пулăшĕвĕ илеймен хыççăн çар госпитальне çакланчĕ. Вуншар тĕслĕ операци витĕр тухрĕ. Шурă халат тăхăннă, пуçĕсене çав тĕслех тутăр çыхнă сестрасемпе нянькăсем ун умĕнчен каймаççĕ. Вăл хамăрăннисем тăшмана çĕнтерсе малаллах талпăнни, старшина аманса суранĕ сипленни çинчен те пĕлет. Бинтпа çыхса хупланă куçĕ, аллисем сипленсе пыраççĕ. Салтакăн чунĕ çеç çунма чарăнмасть. Чăваш каччи Татьяна юратăвне те йышăнмарĕ. Вырăс пикине тăван ялĕнче савнийĕ кĕтсе пурăннине пĕлтерчĕ. Малалла мĕнле пурăнмалла/ Акă мĕнле шухăш канăç памарĕ пурăнма та ĕлкĕреймен Раккасси каччине.
Валентин Яковлев тĕрлĕ госпитальсенче сипленчĕ. Сылтăм куçне протез – кĕленче куç – лартрĕç. Аллисем те сипленсе ӳт илчĕç. Çапах тухтăрсем вăрçă паттăрне госпитальрен кăларма васкамаççĕ-ха: тĕпчеççĕ, сиплеççĕ, уйрăмах куçне тимлĕхре тытаççĕ. Тарăн суран тымарĕсем тепĕр куçне суранлатасран шикленеççĕ. Каччă тăван ялне çырусем çырма тытăнчĕ. Пĕрремĕшĕ, паллах, амăшĕ патне пулчĕ.
«Аннеçĕм, çуратса ӳстернĕ ывăлна асран ямастăн пулĕ... Мана асăнса ирĕн-каçăн куççуль тăкнине, ыйхуна çухатнине чунпа туятăп. Шухăшупа тĕлĕкре те манпа вăрçăра çӳретĕн пулĕ. Эсĕ те, аннеçĕм, кирек ăçта кайсан та яланах асăмра. Мана вăрçа ăсатма пуçтарнă кĕреке, хур яшки те умăмран каймасть. Халĕ те çĕнĕ çипиркке сан çинче пек, аллăмра - ăсату курки. Эсĕ ман çине ытлашши хурланнипе пăхмарăн та. Куçунтан куççуль те тухмарĕ. Эсĕ мана ун чухне ĕмĕрлĕх ăс патăн. Эс каларăн: «Ывăлăм, пепкеçĕм, çуралнă çĕршыва сыхла. Пиччӳ халь вăрçăра çӳрет. Инкӳ куççуль тăкать. Кӳршĕсем те çухалнă ывăлне асăнса йĕреççĕ. Иккĕрен пĕр ывăлсăр юлма аннӳне-мĕн çăмăл пулĕ тетĕн-им/» Эсĕ мана пиллесе ăсатрăн. Шеллесе тăрса юлтăн пулĕ. Халĕ, тен, эпĕ таврăнасса та шанмастăн пулĕ. Анчах пурпĕрех кĕтетĕн. Эсĕ мана асапран пăрăнма хушмарăн. Çăмăллăх шырама та сĕнмерĕн. Тен, сан пилӳпе çулăмра та çунмарăм, вилĕмрен те хăрама пĕлмерĕм. Çичĕ хут тăшман хыçне разведкăна кайрăм. Виçĕмкун кăкăрăм çине медаль те çакса ячĕç. Орден та пур. Аннеçĕм, çырăва илсен ан кулян. Урăхла çыра пĕлместĕп. Эсир мана аттепе хăвăр вĕрентнĕ тĕрĕссине анчах калама, тĕрĕс пурăнма. Çамрăклăхăм вăрçăра иртрĕ. Апла пулсан юн тăкни те харама каймĕ. Вилес тăвас пулсан, аннеçĕм, ан ĕнен. Эсĕ мана вилмешкĕн çуратман. Сăвăçсем вилсен те чĕрĕлеççĕ. Вĕсен малашнехи пурнăçшăн çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем шăратмалла. Çĕнтерӳшĕн автомата аллăмран ямарăм. Эсĕ вара мана асран ямасса шанатăп. Каçсерен анăçалла тинкернине туятăп. Пĕлсем, аннеçĕм, çĕнтерӳçĕ çулĕ анăç урлă тухăçалла пулчĕ. Ĕнен, таврăнатăпах, сар савнийĕм те орден çакнă кăкăрăм çине пăхĕ. Çук, эсĕ мана медаль-орденшăн юратмăн. Çулăм витĕр тухнă ывăлна кĕтсе илĕн. Эпĕ саншăн çĕнĕ юрăсем çырăп. Композиторсем вĕсене юрра кĕвĕлĕç. Ĕнен, тархасшăн, кашни сăвă сан телейӳ пулĕ. Хам вилсен те юррăмсем юлĕç. Вĕсемшĕн юнăмпа çуллахи çереме, хĕллехи шур юра хĕретрĕм. Юрăсемшĕн вута-шыва кĕтĕм. Эп вилĕ-ме çĕнтерме кайрăм.»
Евтук çырăва вуласа тухсан, çук, йĕмерĕ. Чунне хытарса ывăлĕшĕн мăнаçланчĕ. Пĕтĕм яла çаврăнса ывăлĕ çыру яни çинчен каласа пачĕ. Вулаттарчĕ.
Тепĕр эрнерен аппăшĕ, Суя, Валентинран çыру илчĕ.
«Аппаçăм, эпĕ шухă ӳснине питĕ лайăх пĕлетĕн. Çав-çавах ирсĕр шухăш тытса арчаран укçа-мĕн илменнине те. Юлташсем каçхи урама тухса пахчана вăрлама сикетчĕç. Чун-чĕрем мана вĕсем çумне хутшăнма хушмастчĕ. Хуçи ыйтсан – хăех парать тетчĕ. Эпĕ – вăрçăра. Тантăшсем те вăрçăра тăшмана аркатаççĕ. Питĕ инçетре пулсан та, аппаçăм, тăван ялăм асăмрах. Асилетĕп те - çапăçмашкăн çăмăл. Сивĕ окопра та ăшă пек. Çĕр çинче виçĕ талăк выртрăм. Эпĕ ун чухне тăшман тылĕнчеччĕ. Ман пуç çинче вилĕм тăчĕ. Хам алпах нимĕçсене вĕлертĕм. Вĕсем вилĕме çеç тивĕçлĕ. Эпĕ те вилĕме хирĕç тăтăм. Парăнмарăм. Аппаçăм, шăллу ачаш ӳсрĕ тесессĕн, тархасшăн, ан ĕнен. Çырусем çырайманшăн та каçар, ăçтине - çырмасăр та пĕлен. Сан валли манăн пĕр сĕнӳ пур: таврăннă çĕре çĕнĕ кĕпе тĕрлесе хур-ха. Чипер юл, аппаçăм, сывă пурăн. Çырăва вĕçлетĕп. Эсĕ мана та, йыснана та кĕтсе илессе шанатăп. Кĕт, аппаçăм, кĕт.»
Суя шăллăнчен тепĕр кунах тата çыру илчĕ. Вăрçă çулĕсенче малтан çырнă çырусем каярах, каярах янисем маларах та çитме пултарнă.
«Вăрçăра пулсан та тĕлĕк куратăп. Анне шăрттан типĕтнĕ пек. Ĕçкĕре пек. Аттен çĕлĕкĕ çĕтĕлнĕ. Çара пуçăн кил енелле утать. Эпĕ тĕлĕке нихçан та шанман, анчах шăрттан типĕтнине хуйăх теççĕ. Аппа, тĕлĕке ан ĕнен. Эп сывах. Каç выртсан пĕр шухăшсăр çывăр. Мана темĕнех пулас çук. Çырусем çӳреймен çĕрте виçĕ уйăх пултăм. Те хамăн юратушăн, те тăван килшĕн сывă юлтăм. Хĕрсенчен çырусем илетĕп. Пĕринчен çеç хыпар-хăнар çук. Çавăнпа чуна тем çитмест пек. Эп уншăн ют çĕрте юн юхтарнине вăл пĕлмест-ши, сисмест-ши вара/ Маншăн вăрçăра кашни çын паттăр. Виçĕ хут паттăрланатăп эпĕ ăна юратнăран. Мĕншĕн тесен çут тĕнчере юратуран вăйли çук. Вăл вăй парать. Амансан сывалма пулăшать. Аппа, çыру çырăр, кампа иккенне ху пĕлен. Тен, вăл халĕ уйра тырă вырать. Ман умра та, хыçра та çĕлен. Тĕлĕксем вăрçăра та куратăн иккен. Çав тĕлĕксенче тăшмана та, тусна та куран. Хуть аттен тĕлĕкре çĕлĕкĕ çĕтĕлнĕ пулсан та эп ютран киле таврăнатăпах.»
Валентин пурин патне те çыру çырчĕ. Виçĕ пӳрнеллĕ хăрах аллипе, кăранташа шăлĕсемпе çыртса. Паллах, хăйĕн юратăвне асра тытрĕ: тарăхрĕ, çывăраймарĕ, тĕлĕкĕсенче унпа тĕл пулчĕ. Апла пулин те çырнă çырăвĕсене ямарĕ. Вăл аманнă чунĕнче ăна çухатнăн туйрĕ. Хăрах куçлă, хăрах алăллă, вăл та пулин виçĕ пӳрнеллĕскер, пичĕ-куçĕ снаряд ванчăкĕсемпе хăрушланнă каччă никама та кирлĕ мар пек туйрĕ. Çук, маларах вăл Катюк патне те çырусем çырчĕ, анчах юлашкинчен çырни çакă пулчĕ. Валентин ăна сăвăласа калăпларĕ.
 
Куç умне тухать те ялăм
Килĕме çывхарнăçем
Асăма килет яш алă
Уйрăлма систернисем.
 
Эс калаттăн: юратсассăн
Уйрăлма йывăр иккен.
Эп калаттăм: тĕл пулсассăн
Чуптума çăмăл, пикем.
 
Эпĕ тӳсрĕм, ман кунçулăм
Лекрĕ вăрçă аллине.
Ӳт-тире хыпсан та çулăм
Çухатман ĕмĕтсене.
 
Хăмăр куçăм хупăнсан та
Эс каймарăн умăмран.
Вилĕмĕм çумрах тăрсан та
Уйрăлмарăм эп санран.
 
Иртсе кайрĕ вăрçă вучĕ,
Манăн халь улт-çич суран.
Чĕрем çеç сурансăр юлчĕ,
Тен, санпа тĕл пулнăран.
 
Куç умне тухать те ялăм –
Куç умне тухатăн эс.
Ал пама çеç çуккă аллăм,
Уншăн ан тиркеччĕ эс.
 
Сăнăм-пуçăм ман хитреччĕ
Çын çине тухса кĕме.
Фашист мурĕ веç пĕтерчĕ
Сăнсăрлатрĕ питĕме.
 
Тутасем çӳхеччĕ манăн
Чуптумашкăн сар хĕре.
Тăпăлтарчĕ аçтаханăн
Ӳхĕрсе вĕçен йĕтре.
 
Пурччĕ манăн хăмăр куçăм
Çут тĕнче çине пăхма.
Халь курмастăп ĕнтĕ уççăн,
Çăхан сăхрĕ куçăма.
 
Пурччĕ вăйлă аллăмсем ман
Эртелпе ĕçе тухма,
Эртелпе ĕçе тухма та
Савние ыталама.
Татса кайрĕ аллăма та
Ахăрса вĕçен тăхлан.
 
Çук, пĕрре те кулянмастăп
Сурансем пит пысăкран.
Куллен-кун эп савăнатăп
Тăшмана аркатнăран.
 
Ман суран – çĕршыв суранĕ,
Ман суран вăл – сан суран.
Сурана чĕремçĕм манĕ
Пĕр-пĕрне юратнăран.
 
(Малалли пулать.)
 
: 613, Хаçат: 15 (1364), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: