Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи тĕп вулавăш директорĕ Анфиса Клопкова ку ĕçре 30 çула яхăн вăй хурать.
 
Районти 29 библиотека ĕçне асăрхаса, пулăшу парса тăрать вăл. Анфиса Владимировнапа Каша ял клубĕнче Владимир Сатая халалласа ирттернĕ литература каçĕнче тĕл пултăмăр. Вăл хаваспах хăй юратнă ĕçĕ çинчен каласа пама пулчĕ.
- Кăçал Кунтикав ял вулавăшĕн ĕçченĕ Ирина Сидорова хăй ертсе пыракан учреждени валли 100 пин тенкĕлĕх грант илме тивĕçлĕ пулчĕ, - терĕ Анфиса Владимировна. - Кашари Галина Альшейкина «Çулталăк библиотекарĕ» область конкурсĕнче чи пултаруллă пилĕк библиотекарь шутне кĕни пире чăннипех хавхалантарчĕ. Галина Николаевна хăйĕн пултарулăхне аталантарма 50 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ. Вăл тăрăшса ĕçлени куçкĕретех – Кашаран тухнă сакăр çыравçă çинчен хатĕрленĕ хăтлав никама та айккинче тăратса хăварма пултараймарĕ. Хăйĕн ĕçĕнче вырăнти авторсемпе тата вĕсен хайлавĕ-семпе ял-йыша тĕплĕн паллаштарма шутланă вăл. Пĕтĕмĕшле илсен вара вулавăшсем вырăнти культура вучахĕ шутланаççĕ. Ялти çĕнĕ пулăмсене стендсемпе куравсем урлă кăтартса параççĕ, паллă çынсем çинчен хăтлавсем хатĕрлеççĕ. Сумлă шурсухалсемпе кинемисене чĕнсе уявсем тăваççĕ. Вĕсене хăйсемех ертсе пыраççĕ. Пĕлтĕр Литература çулталăкĕччĕ. Кăçал Чĕмпĕрти паллă çыравçă Николай Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитнине халалласа пысăк мероприятисем йышлăн ирттерме палăртатпăр. Паян ман ĕçтешсем çĕнĕ технологисене алла илсе пыраççĕ. Вăхăчĕ çапла ыйтать. XXI ĕмĕрте çынсем хут кĕнекесемпе çеç мар, вĕсен электронлă тĕсĕсемпе те усă курнине шута илетпĕр. Ульяновск область правительствинчен, культурăпа ӳнер министерствинчен библиотекăсем курăмлă пулăшу кĕтнине каламалла – районти 29 вулав çуртĕнчен 9-шĕнче çеç паян компьютер пур. 2016 çул валли тата икĕ заявка патăмăр. Кĕтетпĕр. Çĕнĕ кĕнекесем çук. Шел, 2015 çулта вулавăшсене пĕр çĕнĕ кăларăм та килмен. Литература çулталăкĕ пулнине шута илсен – чун сӳлетет. Ĕлĕкрех ун валли федераллă бюджетран тата область хыснинчен ятарлă укçа уйăратчĕç, илемлĕ тата таврапĕлӳ литературине паратчĕç.
Пуçлăха тата паян çынсем кĕнеке вуласси çине пач урăхла – сӳрĕк куçпа пăхни пăшăрхантарать. Кашнин – ватă-и вăл, çамрăк-и/ – кунне пилĕк страницăран кая мар вуламалла тет. Кĕнекепе, хаçат-журналпа туслă çын ăс-тăн чирĕпе нихăçан та чирлемест. Ăсчахсем те çапла ĕнентереççĕ. Пурнăçне кĕнекепе çыхăнтарнă А.В.Клопкован вулавăшсене паян та кĕрлеттерсе тăрас килет. Ĕлĕк час-часах ентешĕсем юратнă авторсен хайлавĕсене черет тăрсах вуланине ăшă кăмăлпа аса илет вăл. Çулталăкне ял вулавăшне 500 кая мар çын пымалла пулсан халь халăх ун чухлех çӳреймест. Çавăнпа та Чăнлă районĕнчи 30 яхăн вулавăшран 11-шĕнче çур ставкăпа çеç ĕçлеме тивет. Ку вара ĕç укçине начар витĕм кӳрет.
Анфиса Владимировна вулавăшсен ăнăçăвĕ-сем çинчен тата нумай каларĕ. «Районти кашни вулавăшах илер – пуринче те хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă, тӳрĕ кăмăллă, пултаруллă, шанчăклă çынсем вăй хураççĕ. Кашнин хушаматнех асăнма пулать паллах. Килĕштерсе ĕçленине нимĕн те çитмест. Ман пата шăнкăравласа ыйтсах тăраççĕ – эпĕ вара май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Çак хутшăнусем нихăçан та ан иксĕлччĕр. Хамăн ĕçре пуринчен ытла мĕн килĕшет тесен вара пĕр иккĕленмесĕрех мĕнпур çĕнĕ хыпарсене чи малтан пĕлсе тăни тесе хуравлатăп», - терĕ пуçлăх.
Районта вулавăшсем шкулсемпе тачă çыхăнса вăй хуни вĕрентекенсене те хавхалантарать. Кун пирки ĕçлĕ çулçӳревсенче тăтăшах илтетпĕр эпир. Уйрăмах чăваш культурин мероприятийĕсене йĕркеленĕ чухне кунта кашнинех тӳпи пысăккине куратпăр: пурне те пĕлме тăрăшакан хастар библиотекарьсен те, чăваш чĕлхипе литературине илсе пыракан юратнă учительсен те. Калаçусенче тăтăшах А.В. Клопкова ячĕпе каланă тав сăмахĕсене илтме пулать.
 
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 212, Хаçат: 16 (1365), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: