Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анатолий Юман поэт çак кунсенче 79 çул тултарать. Ун пирки пирĕн хаçат сахал мар çырнă, вăл хăй те «Канаш» хаçатăн чи хастар авторĕсенчен пĕри. Унăн пултарулăхĕ çинчен эпир чылай пĕлетпĕр.
Паянхи интервьюра калаçу А.Юманăн пултарулăхĕ пирки мар, унăн кулленхи пурнăçĕ çинчен пырать.
 
–Анатолий Фёдорович, Сирĕн ача чухне мĕнле ĕмĕт пулнă?
–Ача чухне ман художник пулас ĕмĕт пурччĕ. Пирĕн урамра Владимир Узалуков (ăна ялта Пашалу Вăлатимĕрĕ тетчĕç) пурăнатчĕ. Вăл колхоза кĕменччĕ, вĕсен кил-йышĕ хĕсĕк çуртра пурăнатчĕ. Унта хăй ӳкернĕ картина нумайччĕ. Эпĕ ун патне куллен тенĕ пекех пырса çӳреттĕмччĕ. Çапла хавхаланса акварельпе картинăсем ӳкерме пуçларăм. «Пионерская правда» хаçата та ярса панăччĕ хăш-пĕрне. Пичетлемерĕç. Эпĕ шкулта плакатсем çырнă, стена хаçатне илемлетнĕ.
5-мĕш класра пире чăваш чĕлхипе Пелагея Петровна Иванова вĕрентетчĕ. Вăл шкулта литература кружокĕ йĕркелерĕ, малтанхи занятире А.С.Пушкинăн «Руслан и Людмила» поэмине вуласа пачĕ. Ăна вырăсларан чăвашла экспромтла куçарса пычĕ. Çакăн хыççăн эпĕ сăвă сырас ĕçпе аппаланма тытăнтăм. Малтанхи сăвă çураки çинчен пулса тухрĕ.
–Ачасем тĕрлĕрен коллекци пухма юратаççĕ. Эсир пĕчĕк чух мĕн пухнă?
–Япаласем пухнине астумастăп. Писательсем çырнă калавсене, сăвăсене журналсенчен алăпа çырса илеттĕмччĕ. Çавсене пухаттăмччĕ.
–Шкулта мĕнле предметсене юратнă?
–Чăваш чĕлхине юрататтăмччĕ, вăл предметпа «5» паллăсем çеç илеттĕм. Çаплах ӳкерӳ, юрă урокĕсем кăмăла каятчĕç.
–Кире пуканĕ йăтма хăçан пуçланă?
–1948 çулта почтальонра ĕçлерĕм. Çавăн чухне ман алла «Спутник деревенского физкультурника» кĕнеке лекрĕ. Унта Иван Поддубный çинчен тата мĕнле майпа вăйлă çын пулмаллине çырса кăтартнăччĕ. Юлташăн кире пуканĕ пурччĕ, унпа аппаланма тытăнтăмăр. Кăштах вăхăт иртсен çакă паллă пулчĕ: эпир лутра пулсан та икĕ пăтлă кире пуканĕсемпе вылятпăр, пиртен пысăкраххисем йăтаймаççĕ. Пиртен тĕлĕнеççĕ. Пĕррехинче Кивĕ Çĕпрелне Сабантуя кайрăм, ăмăртăва хутшăнтăм. Иккĕмĕш вырăна тухрăм, уншăн мана шурă перчетке парнелерĕç. Кайран Тимĕрçенти шкулта хамăр тунă штангăпа айкашаттăмăр. Пĕррехинче концерт умĕн икĕ пăтлă кире пуканне 25 хут йăтнăччĕ.
–Мĕнле музыка кăмăла каять?
–И.Дунаевский, Шуберт кĕввисем кăмăла каяççĕ. Çамрăк чухне Л.Утёсов юррисен пластинки пурччĕ, ăна юратса итлеттĕмччĕ. «Кармен» оперăри арисене, «Сентиментальный вальс» итлеме кăмăллатăп. Чăвашсенчен Г.Лебедевăн «Савниçĕм», «Тăван çĕршыв» юррисем чуна çывăх. Çаплах Лукин, Хирбю, Кудаков кĕввисене юрататăп.
–Апат-çимĕçрен мĕн кăмăллатăр?
–Юрма янă салма яшкине, çĕр улми пăттине, нимĕре кăмăллатăп.
–Мĕнлерех кино курма юрататăр?
–Совет фильмĕсем чуна çывăх: «Волга-Волга», «Трактористка»… «Красные дьяволята» тата сасăсăр «Намус» фильмсем те асра юлнă.
–Сирĕн юратнă писательсем камсем?
–Вырăссенчен А.Пушкинпа С.Есенин, чăвашсенчен – К.Иванов, Ухсай Яккăвĕ, П.Хусанкай, С.Шавлы, Митта Ваçлейĕ, А.Воробьёв, В.Урташ, А.Артемьев, В.Садай, Л.Агаков, А.Талвир, К.Чулкаç…
В.Маяковскийĕн «Как делать стихи», М.Исаковскийĕн «О поэтическом мастерстве», Г.Шенгелин «Техника стиха» кĕнекисем мана нумай усă панă.
–Юратнă юрăçсем, композиторсем.
–Юрă ăстисенчен А.Герман, Л.Утёсов, кăмăла каяççĕ, чăвашсенчен – М.Денисов, Т.Гурьева, З.Лисицына, И.Христофоров, В.Петров, Л.Семёнова, А.Орлов, И.Ильичёв.
Композиторсем:П.Чайковский («Сентиментальный вальс», «Танец белых лебедей», «Времена года»), Даргомышский («Русалка» опера), Шуберт («Серенада»). И.Дунаевский, Бизе («Кармен»), Г.Лебедев («Савниçĕм», «Тăван çĕршыв»), Ф.Васильев («Шывармань», «Хĕрсен юрри»), Ю.Кудаков, Хирбю, Лукин.
–Мода тата çын хыççăн каятăр-и?
–Эпĕ киввине юрататăп. Шухăшламасăр çын хыççăн каймастăп. Тумтире те кивеличченех тăхăнатăп. Çыннăн сăпайлă пулмалла.
–Пирус туртнă-и?
–Çамрăк чухне туртса курнă. Ман Пушкин сăн ӳкерчĕкĕллĕ портсигар та пурччĕ. Пĕр-икĕ çул туртнă хыççăн ӳсĕрме пуçларăм. Вара туртма пăрахрăм. Ман ачасем те тĕтĕмпе аппаланмаççĕ. Пирус – сиенлĕ япала, уйрăмах çамрăксемшĕн.
Сывлăха упрас пирки халь те шухăшлатăп. Ирсерен тĕрлĕ хусканусем тăватăп, ӳт тăрăх шыв яркалатăп. Хăнăхнă йăлапа кире пуканĕ йăткалатăп.
–Тĕн çине мĕнле пăхатăр?
–Мана çуралсанах шыва кĕртмен, мĕншĕн тесен анне парти организацийĕн секретарĕ пулнă. 7-8 çула çитсен анне ялне – Ялавăра — илсе кайса вăрттăн шыва кĕртнĕ. Хама атеист тесе шутлатăп. Çут çанталăк сакунне ăнланни те тĕне ĕненнĕ пекех.
–Пушă вăхăтра мĕнпе аппаланма юрататăр?
–Эп Аслă Нагаткинта хам çуртпа пурăнатăп. Халь пĕччен юлтăм. Пахчара чакаланатăп. Хам валли кăштах çĕр улми лартатăп. Улмуççисем, чие йывăçĕсем пур.
–Çынсенче мĕн юрататăр?
–Тӳрĕ кăмăллă çынсене хисеплетĕп. Суякансене, шухăшне час-час улăштаракан-сене, икĕ питлĕ çынсене кăмăлламастăп. Ун пек çынсем ыттисене шар кăтартаççĕ.
Ман пурнăçра та ун пекки пулнă.1977 çулта Шупашкарти Г.Орлов çыравçă-осведомител ь ман çинчен кирлĕ çĕре Совет влаçне хирĕç пырать тесе элекленĕ. Ун хыççăн ман пичетленсе тухнă кĕнекене касрĕç, Айхи тусĕ тесе айăпларĕç, пысăк пичетре пичетлеме пăрахрĕç. Çакăн хыççăн эрне хушшинче çӳç кăвакарчĕ.
–Хăвăра ура хуракансене мĕн тăватăр, кӳренĕве мĕнле чăтса ирттеретĕр?
–Эпĕ никама та усал туман, тавăрман. Чунра усал япала тытса пурăнмастăп. Пурнăç хăех пурне те вырăнне лартать.
–Çынсен ăнăçăвĕ çине мĕнле пăхатăр?
–Савăнатăп! Уйрăмах ĕçтешсем çĕнĕ кĕнеке кăларсан. Çынна мĕн ăмсанмалли, кĕвĕçмелли пур? Хĕвел ăшши кашнин валли çитет. Ĕç те нумай. Кашни хăй пурнăçне пурăнать. Çут тĕнчере пĕрре кăна пурăнатпăр. Тĕнче илемлĕ! Ăна хаклама пĕлмелле. Пурнăçа усăллă, тивĕçлĕ пурăнмалла. Çынсене усал тумалла мар, усал ĕçе усалпа тавăрмалла мар. Пĕр-пĕрне кĕвĕçни, чăрмантарни хамăр ĕмĕре кĕскетни кăна.
–Чăваш çыннин чи лайăх енĕ мĕн тесе шутлатăр?
–Чăваш ĕлĕк-авалтанах ĕçчен, сăпайлă пулнă. Халĕ те çавах. Анчах, шел, юлашки вăхăтра çĕнĕ ăрура çак пахалăхсем çухалса пыраççĕ. Малашне ун пек ан пултăр тесен обществăн çамрăксене воспитани панă çĕрте чылай вăй хумалла.
–Сирĕн пурнăçăрти чи телейлĕ кун…
–Асра юлнă кунсем темиçе. 1947 çулта район хаçатĕнче ман пĕрремĕш сăвă тухнăччĕ – «Колхоз такмакĕсем». 1958 çулта «Телей сăпки» поэма «Ялав» журналта тухсан питĕ хĕпĕртенĕччĕ. 1971 çулта вăл уйрăм кĕнекен те тухрĕ.1961 çулхи майăн 28-мĕшĕнче пĕрремĕш ача – Сергей – çурални чĕрене кĕрсе юлнă. Ытти виçĕ ачан çуралнă кунĕсем те çавах.
–Пурнăçа тавăрма май пулсан мĕнле пурăннă пулăттăр?
–Шел, пурнăçа тавăрма çук… Çын çамрăк чух ăсĕ çитменнипе нумай йăнăш тăвать. Пире мĕншĕн-тĕр çын йăнăшĕ ним чухлĕ те вĕрентмест. Ху йăнăш тусан çеç чĕрене кĕрсе вырнаçать. Вăл ĕмĕрĕпех упранать.
Тепре пурăнас пулсан йăнăшсенчен асăрханнă пулăттăм…
–Тавах ырă калаçушăн, Анатолий Фёдорович.
 
 
: 1072, Хаçат: 43 (1135), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: