Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2016 çулхи акан 14-мĕшĕнче РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа йăлана кĕнĕ «Тӳрĕ лини» иртрĕ.
Халăхпа калаçу йĕркеленĕ хушăра патшалăх пуçлăхĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ социаллă политика саманчĕсене хускатнă. Ун ячĕпе килнĕ 3 миллион ытла ыйтуран 80-шне тĕплĕн хуравланă.
Çулсем Çинчен
Президента панă пĕрремĕш ыйту – Омск облаçĕнчи çул-йĕрсен начар лару-тăрăвĕ. Владимир Путин çакна сăнанине, çул-йĕр валли пуçтарнă укçана тĕлли-паллисĕр тăкакланине пĕлнĕ. Ку фондран илнĕ укçа ăçта, мĕн валли кайнине, кашни пусне «ӳкерсе» пыма, уçăмлатма ыйтнă.
Йывăрлăх тата хаксем
Калаçу вăхăтĕнчи тĕп тема – Раççей çыннисен экономика ыйтăвĕсем. Пĕлтĕр çынсем апат-çимĕç туянса эрнере 5 пин тенкĕ тăкакланă пулсан кăçал – 10. Правительствăна шансан инфляци çулталăкне 12 процент. Кама шанмалла: правительствăна-и е чека-и/ Президент иккĕшне те шанма хушнă. «Хаксем ӳсни пысăк пĕлтерĕ-шлĕ. Правительство та пĕтĕмлетӳсем тунă чухне халăха улталама шухăшламасть, хаксене хамăр алăпа тăватпăр-çке», - тенĕ.
Президент хăй мĕн перекетлеме тăрăшать тесе ыйтсан уншăн чи хакли вăхăт тесе хуравланă.
Владимир Путина унăн «экономикăри шурă тата хура йĕрсем» каларăшне аса илтернĕ. Раççейĕн паянхи экономикине президент сăрă тĕспе палăртнă: ун шучĕпе, лару-тăру улшăнман, анчах та малашлăх çутă. «Çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ (ВВП) кăçал 0,3 процент чакнă, çитес çул ӳсĕм пулмалла», - тенĕ Путин. 2017 çулта экономика ӳсме тытăннине шута хурса Раççейĕн наци резервне тытмĕç.
Владимир Путина тата аптекăсенчи çӳлĕ-ксенче ют çĕршывран кӳнĕ хаклă йышши эмелсем çеç выртнипе кăмăлсăрланнине пĕлтернĕ. Кунпа президент килĕшесшĕн пулман. Хамăр çĕршывра тунă йӳнĕ йышши им-çам правительство программин çитĕнĕвĕ пулнине çирĕплетнĕ. Малашне правительство хамăрăн эмелсене калăпламалли тĕрлĕ пайсене вырăнтах тума субсиди пама йышăннине пĕлтернĕ.
Кану тата туризм
Раççей çыннишĕн Египет тата Турци çĕршывĕ-сене кайма чарни халĕ те çивĕч тăрать. «Египет правительстви туристсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме тăрăшать пулин те ку ыйтура хальлĕхе кăткăслăх пур-ха», - тенĕ президент. Турцире тӳресем радикалсене хирĕçлеме мар, вĕсемпе калаçса татăлма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та вăл çĕршывра канасси те Раççей çыннисемшĕн канлĕ пулассăн туйăнмасть, хальлĕхе Турцие çула тухма тăхтама тивет. Паян ентешсем пĕр иккĕленмесĕрех Крым е Кавказ курорчĕсене канма кайма пултараççĕ.
Крыма хывакан энерги кĔперĔ
Керчьре пурăнакан хĕрарăма тинĕс пырĕ урлă хывакан энерги кĕперне хăçан туса пĕтересси кăсăклантарнă. Президент виçĕ вăчăрана хута янине (вĕсем çурутрав ыйтнине туллинех тивĕçтернине), апрель вĕçĕнче юлашки тăваттăмĕш вăчăра тăрăх та çутă ярассине пĕлтернĕ.
2017 тата 2018 çулсенче Крыма энерги паракан хушма икĕ тытăм (блок) ярĕç, вĕсем çурутрава электроэнергипе туллинех тивĕçтерĕç çеç мар, ку пуянлăха ытти çĕршывсене сутма май паракан регион туса хурĕç.
Допинг тата Олимпиада
Владимир Путин калашле, мельдоние совет çĕршывĕнче шухăшласа кăларнă. Вăл ун чухне хушма вăй-хал паракан эмел пулман. Допинга хирĕç кĕрешекенсен пĕрлешĕвĕ ăна унпа усă курма чарнă им-çам йышне кĕртсен эмелĕн мĕнпур пахалăхĕсене те тĕпчесе пĕлеймен пулнă-ха.
Допинг пăтăрмахĕнче политикăпа çыхăннă пытарăнчăк шухăш пур пек туйăнмасть президента. Паян ку эмел тĕпчевне ирттереççĕ. Вĕçленсен, тен, спортсменсене кун пекех хытă айăпламĕç.
Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский «ыттисен çылăхĕсемшĕн» вĕсене кĕçех иртмелли Олимп вăййисенчен пăрса хăварма хăтланнине пĕлтернĕ. Раççей спортсменĕсем малашне ăмăртусене хатĕрленмелле-и теççĕ. Путин вĕсен пурне те хатĕр пулмаллине систернĕ. Раççей правительстви паян ку ыйтупа адвокатсемпе ĕçлени пысăк тухăç пама пултаратех тенĕ.
Шикотанри тарÇăсем
«Тӳрĕ лини» вăхăтĕнче Владимир Путина Шикотан утравĕнчи пулă предприятийĕнче çынсене чура вырăнĕнче тытни, ĕç укçине пачах тӳлеменни (ун шучĕ 6 миллион тенке çитнĕ) пирки пĕлтернĕ. Президент ку пулăм çинчен пуçласа илтет-мĕн. Вăл Раççей тĕп прокурорне преступление татса пама хушнă, ĕçченсенчен капла пулса тухнишĕн каçару ыйтнă.
Наци гвардийĔ
«Мĕншĕн шалти çарсем ыйтусене хуравлама пăрахнă/ Шăпах çак пулăм Наци гвардине йĕркелессине витĕм кӳнĕ-и/» - ыйтнă президентран. Çакăн тĕп сăлтавĕ – хĕç-пăшал çаврăнăшне тĕрĕслеме тытăнни. Ку тытăмра вутпа перекен хĕç-пăшалпа çыхăннă пур япала та пухăнĕ.
Харпăр пурнăÇĔпе амăшĔ Çинчен
12 çулхи Варя Кузнецова шывра путакан Порошенкăпа Эрдоганран президент хăшне малтан алă тăсса панипе кăсăкланнă. Владимир Путин путма шухăшланă çынна çăлма çук тесе хуравланă. Çапах та Раççей пулăшу аллине хуть кама та пама хатĕр.
«Тӳрĕ лини» вăхăтĕнче президентăн харпăр пурнăçĕпе кăсăкланнă. Владимир Владимирович малтанхи мăшăрĕпе аван хутшăнусенче пулнине, хальхи пурнăçĕпе паллаштарма хатĕр маррине пĕлтернĕ. Депутатсемпе тӳресен пакăлтатмалла мар, ĕçлемелле тенĕ.
Президент пăтă пирки панă ыйтăва шӳтлесе хуравланă: «Шăл мĕн чухлĕ сахалтарах, çавăн чухлĕ пăтă юратарах паратăн».
Малашне Раççейĕн Сывлăшпа космос вăйĕ-сем мĕнле тăшмана пырса çапĕç тесе ыйтсан Владимир Путин чи малтан - çулсемпе кахалсене тенĕ.
Пĕр çын президент калаçура намăс сăмахпа усă курнипе интересленнĕ. Путин хăш-пĕр чухне ун пек сăмахсемпе хăйне вăрçма тивнине пĕр суймасăр каланă.
«Раççейре ун пек çылăх пур, каçарттарăпăр!» – шӳтпе хуравланă РФ ертӳçи.
Халăхпа йĕркеленĕ калаçу вĕçленсен Владимир Путин пурне те вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх суннă.
 
: 300, Хаçат: 16 (1365), Категори: Хыпарсем

Комментарисем:

Leatrix (2016-06-30 21:54:43):
AnaĔ eu faço estoque do Bioréĕ Quando tenho dois já compro mais para que não falteĕ Se você usar ditireoĔ um frasco não dura muito mais de um mês então vale a penaĕ Bjĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: