Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ иртрĕ. Атăлăн сулахай çыранĕнче пурăнакан йăхташсене Фарида, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Станислав Владимиров, Александр Арсентьев артист тата «Талисман» ташă ушкăнĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Халăх чăваш çăлтăрĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.
Концерт хыççăн васканине пăхмасăр Фарида «Канаш» корреспонденчĕн ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.
- Интернетра пĕрре мар Хусан пики Фарида Файзуллина юрлакан чăваш юррисем тенине курма тивнĕ. Эсир ăçта çуралнă, вĕреннĕ/
- Эпĕ Патăрьел районĕнчи Начар Упире çуралнă. Шкул хыççăн Хусанти культурăпа ӳнер институчĕн культурологи факультетне пĕтертĕм. Аслă шкултан вĕренсе тухсан пĕр хушă Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Культура çуртĕнче вăй хутăм, унтан - Çыр Чалли хулинчи «Эврика» культура центрĕнче юрăçă артистра (артист-вокалистра).
- Еплерех майпа Мерчен ятлă (тутарларан Фарида çапла куçать) чипер пике чăвашла юрлама пуçланă/
- Пирĕн ялта ĕмĕртен чăвашсемпе тутарсем туслă пурăннă. Çавăнпа та кунти тутарсем чăвашла, чăвашсем тутарла шăкăлтатса калаçаççĕ. Пĕр-пĕрин культурине, йăли-йĕркине хисеплеççĕ. Эпĕ икĕ чĕлхепе те пĕрешкел юрлама юрататăп. Чăваш чĕлхин çепĕçлĕхĕ, черченлĕхĕ, тăван тутар сăмахĕсен янăравлăхĕ чун-чĕрене ырă витĕм кӳ-реççĕ, ентешĕмсене тата та тата çĕнĕ юрăсем парнелеме хистеççĕ.
- Паян Эсир Шупашкарта пурăнса чăваш тата тутар культурисене аталантарассипе йĕркелекен обществăлла мероприятисене хастар хутшăнатăр.
- Эпĕ мĕнпурне чĕре хушнипе тăватăп. Хуть те мĕнле ырă, пуçаруллă ĕç те çитĕнӳ тесе шутлатăп. Тутарстанри Кама леш енче пурăнакан чăвашсен уçă фестивалĕн яланхи йĕркелӳçисен йышăнăвĕпе 2013 çулта эпĕ Учӳк уявĕн официаллă сасси пулса тăтăм, мана чăваш халăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотине пачĕç. Май килнĕ таран сусăр çынсем патне интернатсене ыркăмăллăх концерчĕсемпе тухса çӳреме тăрăшатăп.
- Эсир çырнă 100 ытла юрă чăваш, пушкăрт, тутар халăхĕсем хушшинче çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлнă...
- Манăн пĕрремĕш юрă альбомне тутар юррисем кĕчĕç. Унтан çине-çинех - виççĕ таранах - чăваш юррисен альбомĕсем кун çути курчĕç.
- Паян янăранă илемлĕ юрăсем тĕпрен илсен юрату, тăванлăх, шанчăклăх, çемье ăшши çинчен. Тарăн шухăшлă сăвăсен авторĕсем камсем-ши/
- Вĕсенчен ытларахăшне пултаруллă чăваш арĕ, халăх юратакан сăвăç Василий Шихранов çырнă. «Пĕлĕр упрама чун пуянлăхне», «Кайрăн», «Юратма пĕлменшĕн ан ятла», «Çунатăма ан хуç», «Сывлăм», «Куççуль» тата ытти юрăсемпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. Пултарулăх ĕçĕнчи тепĕр çулташ – Валерий Раштав сăвăç. «Сар хĕвел анать», «Чăваш», «Чавса çывăх та çыртаяс çук» , «Пысăк савăнăç» юрăсене концертсене çӳрекенсем аван йышăнаççĕ. Альбина Юрату хайлавĕ-сем мана шухăшлаттараççĕ. Унпа эпир темиçе юрă çырма та ĕлкĕртĕмĕр.
- Эсир хăвăр юррăрсемпе, ĕçĕ-хĕлĕрпе нацисем хушшинчи культурăна аталантарассине витĕм кӳретĕр. Çавна май халăхсем хушшинчи туслăха çиреплетнĕ çĕре пысăк тӳпе хыватăр. Ку залта тĕрлĕ халăх çыннисем пухăннине шута хурсан – сире пурте юратни, хисеплени куçкĕретех. Паянхи концерта та «Тĕрлĕ халăх тĕнчере» хăйнеевĕр юрăпа вĕçлерĕр. Ун шухăшĕ питĕ вирлĕ.
- Çапла, вăл кĕске вăхăтрах хăйĕн итлекенне тупрĕ. Чăнах та, наци ыйтăвĕ паян тем пек çивĕч тăрать. Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан тĕрлĕ халăхсен, тĕрĕссипе, ним пайламалли те çук. Пайăркисене пурин çине те пĕр пек сапаласа пирĕн çийĕн пĕр Хĕвел пăхать, Çĕр те пирĕн пĕрре. Эпир, артистсем, тăнăçлăхшăн, миршĕн сасăлатпăр. Нихăçан та вăрçă ан пултăр çĕр çинче.
- Стас Владимировпа пĕрле «Чун савнине» юрă шăрантартăр. Питĕ килĕшӳллĕ дуэт эсир.
- ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕпе пĕрле пысăк сцена çине тухни хăй пысăк савăнăç.
- Фарида Фетахетдиновна, мĕн вăл сирĕншĕн телей/
- Çемье, юратнă юррăмсем, сцена. Юрлама, çынсене савăнтарма, чун-чĕрери туйăмсен капланăвне ирĕке кăларма, концертсене килекенсемпе çепĕççĕн калаçма, килĕшнĕ ĕçпе киленме май пурри - телей. Паян кăна ак мĕн чухлĕ чечек çыххи парнелерĕç. Эппин, çынсем юратаççĕ, сума сăваççĕ. Эпĕ те зала туйрăм. Мана Чĕмпĕр чăвашĕсем питĕ килĕшрĕç.
-Тавах сире. Малашне те ăнăçусем сунатпăр.
 
: 227, Хаçат: 16 (1365), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: