Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирçел ялĕнче çулсем пăсăлма тытăнсан пулма тиврĕ. Урамăн икĕ айккипе юр выртать-ха, варрипе – пылчăк. Валерий Новов чи кайри, пылчăклă урамра пурăнать терĕç. Унăн килĕ умĕнче юр çийĕн ура йĕрĕсем пулманнипе тăп чарăнса тăтăм. Ахăртнех, юлашки 3-4 кун ку çурта этем ура ярса пусман, хăй тухса çӳрейменни те куçкĕретех.
Пăлтăрне шалтан питĕрмен 62 çулхи арçын. Шакка-шакка, сасă парса кĕретĕп. Малти пӳртрен телевизор вăйлă сасăпа ĕçлени илтĕнет. Кил хуçи мана курсан тин диванĕ çинчен çĕкленчĕ. Вăл начар илтет иккен. Чи хăрушши – аран-аран куçкалать. Пӳртре нӳхрепри пек тĕттĕм. Чӳречине шал енчен карса лартнă - çутă пач кĕмест. Пӳрт ăш-чиккине хăçан тирпейлени паллă мар. Вырăн таврашне, сĕтел-пуканне, савăт-сапине, урайне хĕрарăм алли тахçанах перĕнмен курăнать. Пӳртĕнче сивĕ. Çутçанталăк газне кĕртменнипе арçын малти пӳртне электричество çутипе ăшăтать. Хыçалти пӳлĕмĕнче пăлтăрти пек сивĕ. Çакна курсан чĕре ыратса кайрĕ. Нивушлĕ çак çынна хĕрхенсе пулăшакан çук/ Районти социаллă хӳтĕлев комитечĕ ăçта пăхать/ Мĕн сăлтавпа вăл çакăн пек лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ-ха/ Ăçта унăн тăванĕсем/ Нивушлĕ çак çула çитсе те унăн пĕр çывăх çынни те çук/.. Ыйту çине ыйту. Хăлхи хытăрах пулнипе унпа кăшкăрса калаçма тиврĕ. Çапах та вăл хăйĕн нуши пирки мана каласа пачĕ.
- Вунултă çул каялла лашапа çын валли утă тиеме кайсан амантрăм сулахай урана. Пуслăх çекĕлĕ вĕçерĕнсе кайрĕ те мĕнпур вăйран урана пырса чышăнчĕ, ура шăммине тĕпретрĕ. Çавăнтан ура çĕрсе, юхса тăрать,- шăлавар кунчине çĕклесе кăтартать арçын. Хăй ĕсĕклесе йĕрет. – Пĕччен эпĕ халĕ, пĕр-пĕччен... Манăн та арăм пулнă. Пĕрремĕшĕ чĕрепе чирлесе вилчĕ. Унпа эпир 18 çул пурăнтăмăр. Тепре авлантăм. Икĕ çул каялла рак чирне пула вăл та пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Хăр тăлăх халĕ эпĕ. Манăн ачам-пăчам та çук. Аккапа тете пурччĕ. Тете 11 çул каялла çĕре кĕчĕ, акка – тата маларах. Телее, ялти ырă çынсем пулăшаççĕ, апат-çимĕç илсе килсе параççĕ. Манăн пенси килет, лавккаран çимелли илмелĕх укçам пур. Хирĕçри Анчиковсене пысăк тав, мунча хутсан вĕсем мана çăвăнма чĕнеççĕ. Урана сĕтĕрсе те пулин каçатăп вара...
Валерий Николаевич кивĕ хутаçран ман ума мĕнпур документне кăларса хучĕ. Кунта ăçта вĕренни, ĕçлени çинчен калакан хутсем, Тав хучĕсем, пенси тата «Ĕç ветеранĕ» удостоверенийĕсем.
Пурнăçăн çĕр пăрăнăç тесе ахаль каламан ватăсем. Чипер пурăнакан çыннăн пурнăçĕ пĕр самантра имсĕр-сумсăр кун-çула çаврăннă. Унччен вăл та ялта хисеплĕ те сумлă çын шутланнă.
Валерий Новов çак ялтах çуралса ӳснĕ. Вунпиллĕкрех колхоз ĕçне кӳлĕннĕ. Сурăх кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Сакăр класс пĕтерсен Скугареевкăри профтехучилищĕре вĕреннĕ. Унтан Пăвари ветеринари техникумĕнчен лайăх паллăсемпе выльăх тухтăрне вĕренсе тухнă, колхозра хăй специальноçĕ-пе ĕçленĕ. Зоотехникра, çичĕ çул хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче вăй хунă. 1983 çултанпа коммунистсен партин членĕ.
-Районти социаллă хӳтĕлев комитечĕ сирĕн çума мĕн-ма пăхса тăракан çынна çирĕплетмест-ха/ - кăсăклантăм эпĕ.
-Эпĕ ун пирки ыйтса заявлени çыртăм ĕнтĕ. Халĕ районти тухтăртан мана пăхакан кирлĕ тенĕ хут кирлĕ. Района кайса килес пулать. Ял тăрăхĕ мана ялти пĕр çынна тупса пама шантарчĕ. Ăна, паллах, тӳлесе тăрĕç. Кăçал Шупашкара операцие каймалла, унсăрăн эпĕ ура çине тăраймăп,- хаш сывласа калаçать Валерий Николаевич.
Темле пулсан та этем аваннишĕн ĕмĕтленет. Пирĕн ентеш те операци хыççăн ура çине тăрасса шанать. Пĕччен пурнăçне мĕнпе те пулин илемлетес тесе вăл пилĕк тĕрлĕ хаçат çырăнса илет, вăл шутра «Канаш» хаçатăмăра та. Хаçатри йывăр шăпаллă çынсем ниме пăхмасăр йывăрлăхсене çĕнтерме пултарни ăна хавхалантарса пырать.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
: 662, Хаçат: 16 (1365), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: