Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Степан Николаевич Халтурин (1856-1882 çç.) – революци деятелĕ.
Вăл Вятка кĕпĕрнинчи Верхние Журавли ялĕнче пысăк та пуян хресчен çемйинче çуралнă. 1868-1871 çулсенче Орел уесĕнчи ял училищинче вĕреннĕ. Вăл нумай вуланă, халăх историйĕпе кăсăкланнă. Çакă унăн кăмăлне пысăк витĕм кӳнĕ. 1874-1875 çулсенче Вяткăри земство училищинче краснодеревщик профессине илет. Социализмла коммуна пирки ĕмĕтленсе Халтурин юлташĕсемпе Америкăна кайма шутлать, ют çĕршыва каймалли паспортне вăрланипе унăн Мускаврах юлма тивет. 1875 çулта вăл Петербурга куçса каять. Унта-кунта ĕçлесе хырăмне тăрантаркаласа пурăнать, унпа пĕрлех вăрттăн пропаганда ĕçне тытăнать.
1878 çулта В.П.Обнорскийпе пĕрле «Северный союз русских рабочих» организаци йĕркелесе ертсе пыма пуçлать. 1879 çулта çак организацие аркатни, уççăн кĕрешме май пулманни Халтурина «Народная воля» террор организацине йĕркелеме хистет.
1880 çулта вĕсем Зимний дворецра взрыв тăваççĕ. 2-мĕш Александр патша ăнсăртран çеç чĕрĕ юлать. 1880-1881 çулсенче Халтуринăн Мускавра пытанса пурăнма тивет. Вăл рабочисемпе пропаганда ĕçĕсем ирттерет. Ăна «Народная воля» ĕçтăвком комитетне суйлаççĕ. 1882 çулта Халтурин В.С.Стрельников прокурора вĕлернĕ çĕре хутшăнать. Ăна арестлеççĕ, вĕлереççĕ.
Ульяновскра Император кĕперĕ патне аннă çĕрти пĕчĕк урама Халтурин спускĕ тесе ят панă.
 
: 522, Хаçат: 16 (1365), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: