Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-15-мĕш номерсенче.)
 
1943 çулхи утă уйăхĕ. Раккассисем Сӳ-нтĕкпе Чăнлă хушшинчи улăха – тĕпеке – утă çулма тухнă. Паллах, вĕсенчен ытларахăшĕ – ватăсемпе çул çитмен çамрăксем, вăрçăран суранланса таврăннисем.
«Хĕрлĕ Раккасси» колхоз председателĕ Тихон Петров пĕтĕм ĕçсене йĕркелесе тăрать. Ăна шкул заведующийĕ Иван Яковлевич Меньшиков та пулăшать.
Кунсем шăрăх тăнăран сывлăм шывĕпе çулнă курăк каçалапа аванах куштăркама ĕлкĕрет. Кĕçĕнрех çулсенчи ачасем паккуссене тавăраççĕ. Таврара çава туптани, ача-пăча кăшкăрашни, кулни янăраса тăрать. Çынсем, вăрçăра Совет Союзĕ ирсĕр тăшмана çĕнтерессине ĕненсе, ырми-канми хавхаланса ĕçлеççĕ.
Яковлевсен сахалланса юлнă çемйи те кунтах. Вĕсемшĕн 1943 çул синкерлĕн иртсе пырать. Нумай вăхăт чирлесе выртнă хыççăн кил хуçи çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Ляванттипе Валя нимĕç фашисчĕсене аркатаççĕ. Лисук Шупашкара вĕренме кайрĕ. Евтук, килти хуçалăха хăй çине илнĕскер, Аннапа Улькана ял çыннисемпе утă çине илсе тухрĕ.
Ĕç сывлăм типсе ĕлкĕреймен вăхăтра тытăнать те ял кĕтĕвĕ кĕричченех тăсăлать.
Яковлевсен килне таврăнсан çĕнĕ ĕç тапхăрĕ пуçланать. Пӳрте кĕричченех Евтук ĕнине сурĕ. Анна çереме хурсемпе чĕпписене илме васкарĕ. Улька кун тăршшĕпе тусанпа витĕннĕ крыльца пусмисене çурĕ...
Пӳрте кĕнĕ çĕре аванах тĕттĕмленсе çитрĕ. Амăшĕпе хĕрĕсем пӳрте кĕчĕç. Евтук хурана яшка шывĕ ярса кăмакан умри пайне чĕртсе ячĕ. Çĕрулми шуратма тытăнчĕ. Анна краççын лампине çутрĕ. Улька малти пӳрт алăкĕн урати урлă хăрах урине каçарчĕ çеç – хыттăн кăшкăрса ячĕ.
- Анне, вырăн çинче кам-тăр выртать!
Кăшкăрнă сасăпа кĕтмен хăна та вăранса кайрĕ. Ура çине тăчĕ. Хăраса чĕтреме тытăннă çемье умĕнче хальтерех кăна вăрçăран таврăннă салтак тăрать. Çине ешĕл гимнастеркăпа галифе, урине çутă сăран атă тăхăннă. Кăкăрĕ çинче орденпа медальсем йăлтăртатаççĕ. Пурте палламан çын патне пырса тăчĕç.
- Ан хăрăр, анне, йăмăксем, эпĕ ку – Валя, - терĕ сассине кăларма хăраса каланă пек салтак тумĕ тăхăннă арçын. - Каçарăр, тархасшăн, сĕре ывăннипе эсир таврăниччен кăштах выртса канас терĕм.
Евтук тата тепĕр утăм турĕ те хăрах куçлă, ырханланса кайнă, хăрах алăллă салтак хăйĕн ывăлĕ пулнине ăнланса илчĕ.
- Валя, ывăлăм, тĕпренчĕкĕм, таврăнтăн-им/ - тесе ыталаса илсе куççуль юхтарма тытăнчĕ.
Пĕр вырăнта хытса тăнă Аннапа Улька та амăшĕпе пĕрле йĕре-йĕре салтака ыталаса илчĕç.
- Мĕн пулнă сире/ Мĕншĕн йĕретĕр/ Сывах таврăнтăм вĕт. Сурансем тӳрленĕç. Икĕ куçăм та суккăр мар вĕт. Кĕтӳ кĕтме кайăп. Аллăма чăпăркка тытма виçĕ пӳ-рнем пур, - терĕ Валя самай хулăнланнă сассипе. – Атте ăçта/ Ман çырусене илтĕр-и/
- Суя аппу патне янă икĕ çырăвна, киле янине илсе вуларăмăр, ывăлăм. Хирĕç хуравлама – ăçта çырмаллин адресне кăтартман. Пĕр уйăх каялла аçунтан ĕмĕрлĕхех уйрăлтăмăр. Йысну хыпарсăр çухални çинчен хут илтĕмĕр. Аппу тăлăха юлчĕ. Лисук Шупашкара вĕренме кайрĕ. Вăт çапла, ывăлăм, килте виçĕ хĕрарăм çеç тăрса юлтăмăр.
- Ан кулян, анне. Часах Лявантти тете таврăнĕ. Хыпарсăр çухалнисем те таврăннисем пулаççĕ. Малашне сирĕнпе юнашар эпĕ пулăп...
- Çук, кулянмастăп, ывăлăм. Эсĕ таврăннипе савăнса йĕретĕп.
Пĕр юнлă тăвансем шуçăм çути киличченех калаçрĕç. Валя хăй кайнăранпа ялта пулса иртнĕ пур улшăнусем çинчен те пĕлчĕ.
«Мĕншĕн Катюк çинчен нимĕн те каласа памаççĕ-ха/» - пуçне ватрĕ салтак.
Амăшĕн чĕри ывăлĕ мĕн çинчен шухăшланине самантрах туйса илчĕ.
Хĕрĕсем пăлтăра çывăрма тухсан чăтаймарĕ, мĕн пулса иртни çинчен каласа пачĕ.
- Валя, ывăлăм, чунна хытар, тархасшăн. Эсĕ, эпир чунтан юратнă Катюк сана кĕтсе илеймерĕ. Качча кайрĕ, - терĕ Евтук ывăлĕ ытла хуйхăрса чĕрине çунтарасран хăраса.
Каччăшăн ку хыпар ирсĕр вăрçă «парнеленĕ» тӳрленсе çитеймен суранĕсем çине тăвар сапнă пекех пулчĕ.
- Тен, эпĕ вăрçăран çапла таврăнасса унăн чунĕ сиснĕ, анне. Тĕрĕс тунă, эпĕ халĕ кама кирлĕ çын/ Ман çине Катюк пек илемлĕ хĕрсем мар, тухатмăш карчăксем те çаврăнса пăхмĕç. Анчах... Мана ăсатнă чухне: «Çĕмĕрт пек хура çӳçĕм кăлкан пек шураличчен, эсĕ вăрçăран таврăниччен вăййа та тухмăп...» - тесе тупа тунине ытла та час маннă курăнать... – шухăшларĕ Валя.
Евтук ывăлне ыталаса илчĕ. Пуçĕнчен шăлса ачашларĕ.
- Чĕрӳне ан çунтар, Валя. Эпир пурте пурнăçпа вилĕм хушшинче. Хăшĕ хăшне çĕнтерессине Турă кăна пĕлет. Эсĕ кун çинчен пиртен те лайăх чухлатăн. Вилĕ-ме вилĕмпе çĕнтерсе таврăнтăн пулсан – пурăнатăнах!
 
ШĂПА АВĂРĂНЧЕ
 
(Виççĕмĕш сыпăк)
 
Валя тăван килĕнчен тухса каяс умĕн пӳрт ăш-чиккине юлашки хут пăхнă пек тинкерчĕ. Тĕпелте çаплах, вăрçа кайичченхи пекех: тĕрĕллĕ алшăлли çакăнса тăрать, чӳрече каррисем те юр пек шурă, урайĕ те таса, тирпейлĕ. Стенасене нумаях пулмасть çуса тасатнă. Кĕтесре вырăн сарăлса тăрать. Хĕррисене чĕнтĕр тытнă шурă питлĕ минтерсем купаласа хунă.
- Çула тухас умĕн сакă çине лармалла, - терĕ Евтук ачисене. – Ывăлăм, пĕрер уйăх пурăнмаллаччĕ-ха... Ăçта васкатăн/ Ют çĕрте çăмăлтарах пулĕ тетĕн-и/ Улька та ав Шупашкара артисткăна вĕренме каясшăн. Эпĕ Аннапа çеç тăрса юлăп.
- Анне, манăн каймаллах. Хусана çитсе «Хĕрлĕ ялав» редакцине ĕçе вырнаçăп. Килте юлса сире пурĕпĕр нимĕнпе те пулăшаймăп. Чăрмантарăп кăна. Часах Лявантти тетепе йысна вăрçăран çĕнтерӳ-пе таврăнĕç. Манăн ĕç хатĕрĕсем халĕ – виçĕ пӳрнепе хăрах куç. Чĕлхем çивĕч-ха, ăс-тăнăм та хăватлă. Çĕршывшăн çырав ĕçĕнче тар тăкса усăллăрах ĕç тăвăп. Ялта юлса ухмаха тухма та пулать, - терĕ Валентин.
- Станцие çити Аннапа Улька ăсатĕç. Пуйăс çинех лартса ярĕç, - куççуль витĕр калаçрĕ Евтук.
Амăшĕпе ывăлĕ пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç.
Яковлевсен ачисене станцие çити леçме килнĕ колхоз пуçлăхĕ Тихон Петров хăй çӳрекен лашипе килчĕ. Çамрăксем тăрантас çине улăхса ларчĕç. Евтук ывăлне тепĕр хут ыталаса илчĕ.
- Чун сисет, ывăлăм, эпĕ, тен, сана урăх кураймăп та... Вăй-халăм пĕтсе пырать. Чипер çӳре. Тяппасен йăхĕн ятне ан яр. Аннӳ пилĕ чĕрӳне вырнаçса инкек-синкекрен упратăр. Ĕмĕрӳ вăрăм та телейлĕ пултăр. Хăвна юлташ тупса пĕр тикĕссĕн те телейлĕн ĕмĕрлеме Турă пулăштăр, - терĕ Евтук куçне саппун аркипе шăлса.
Хура ăйăр вырăнтан тапранса кайрĕ. Тăрантас кустăрмисен айĕнчен çăра тусан йăсăрланчĕ...
 
(Малалли пулать.)
 
: 555, Хаçат: 16 (1365), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: