Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
В.Сулагаев Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1966 çулта çуралнă. Ачаллах пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕллев лартнă. Çавăнпа ялти вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Рязановăри совхоз-техникума вĕренме кĕнĕ.
- Тухтăр çынна сиплет, ветеринар – пĕтĕм этемлĕхе теççĕ. Мĕншĕн/ Мĕншĕн тесен чĕрчун çыншăн васкавлă пулăшу пек. Йывăр вăхăтра çыннăн чунне лăплантараканнисем, сиплекеннисем – чĕлхесĕр туссем. Интереслĕ, хăш-пĕр çын питĕ çилĕллĕ пулать, кушакпа йытта та кураймасть. Ăнсăртран вĕсен çури унăн тĕлне пулсан вара чăтса тăраймасть – килне йăтса каять. Чĕрчун хăйĕн çине мĕнле куçпа пăхни те ăна кăсăклантарма тытăнать. Çын кăмăлĕ лайăх енне улшăнать. Вăл пĕчĕк тусĕ чирлесен вара канăçне çухатать. Ветеринар патне васкать. Чĕрчунсем чирĕ пирки сăмахпа каласа пĕлтереймеççĕ. Ăçта мĕн ыратнине кăтартаймаççĕ. Вĕсене пулăшасси – питĕ пысăк чыс тесе шутлатăп, - пуçлатпăр калаçăва Сăр районĕнчи Архангельски ялĕнче пурăнакан выльăх тухтăрĕпе Виктор Витальевич Сулагаевпа.
Ветеринар профессине илме ăна кукашшĕ пилленĕ тесе шутлать. Ăна пурнăçланăшăн та пит савăнать.
- Ялта кашни килте выльăх тытнă. Пĕррехинче пирĕн ĕне чирлерĕ. Пăрулама вăхăт çитиччен пĕр-икĕ эрне маларах унăн амалăхĕ тухса ӳкрĕ. Мĕн тумалла/ Мĕнле пулăшмалла/ Пĕртен-пĕр пулăшу – выльăха пусасси терĕ ялти ветеринар. Мĕнле йывăр пулсан та аттепе анне ĕнене пусмалла терĕç. Кам пусать/ Атте мана чĕнчĕ, иксĕмĕр çапла майлаштартăмăр. Ман ĕçе кукаçи пит тимлĕ сăнаса тăнă пулмалла. Пусса пĕтерсен: «Ывăлăм, санăн выльăх тухтăрне вĕренме каймалла», - терĕ. Çапла техникум хыççăн салтака кайса килсен Ульяновскри ял хуçалăх институчĕн ветеринари факультетне заявлени патăм. Кĕтĕм, вĕренсе тухрăм. Хам çак профессие суйласа илнĕшĕн пурнăçра пĕр çеккунт та иккĕленмен. Ку манăн ĕç! Вăйсăр та чĕлхесĕр чĕрчуна пулăшма пултарнипе савăнатăп, – тăсатпăр калаçăва.
Институтра Виктор Сулагаев пулас мăшăрĕпе паллашать. Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи пĕрле вĕренекен чăваш хĕрĕсĕр пурăнайманнине туйсан каччă виççĕмĕш курсрах авланать. Елена Николаевнăпа вĕсем виçĕ ача çуратса ӳстереççĕ – икĕ хĕр те пĕр ывăл. Ачисем вĕренӳре пурте пултаруллă пулнипе ашшĕ питĕ савăнать. Ашшĕ-амăшĕн профессине суйласа илмен пулсан та виççĕшĕ те аслă вĕренӳ заведенийĕнче вĕреннĕ. Иккĕшĕ ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Кăçал кĕçĕнни, Татьяна, университетран вĕренсе тухмалла. Вăл кĕпĕрнаттăрăн стипендипе вĕренет. Унăн та хĕрлĕ диплом пуласса шанаççĕ аслисем, паянччен питĕ лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать-çке-ха. Виктор Витальевич ачисен хĕрлĕ дипломĕсене стена çине çакса хума ĕмĕтленет.
-Эпир мăшăрпа иксĕмĕр те хамăр вăйпа вĕреннĕ. Ачасем те çаплах. Виççĕшĕ те бюджет вырăнĕсене кĕчĕç, укçа тӳлесе вĕрентмен, - тет вăл ачисемпе мăнаçланса.
Ветеринар дипломне илсен В.В. Сулагаева направленипе Карсун районне ĕçлеме яраççĕ. 1992 çулта çемье Сăр тăрăхне килсе тĕпленет. Çемье пуçĕ вунвиçĕ çул ветеринарин тĕп тухтăрĕнче вăй хурать. Совхоз пĕтсен специалист валли ĕç вырăнĕ юлмасть, анчах уншăн ĕçĕ пĕтмест. Хуçалăх пур-и, çук-и – халăх пурпĕр выльăх-чĕрлĕх те, йытти-кушакне те тытать. Вĕсене те час-часах выльăх тухтăрĕ кирлĕ пулать. Выльăх-чĕрлĕхĕ чирлесен çынсем Виктор Витальевич патне килеççĕ. Никама та хирĕçлемест тухтăр, пурне те пулăшу аллине тăсать.
Ветеринари факультетĕнче вăл вĕреннĕ вăхăтра студентсене ял хуçалăхĕнче ĕçлеме хатĕрленĕ – ĕнесемпе сыснасене, лашасемпе сурăхсене, качакасене сиплеме вĕрентнĕ. Кушакпа йытăсене пысăк тимлĕх уйăрман. Анчах юлашки вăхăтра выльăх тухтăрĕн вĕсемпе пурнăçра час-часах тĕл пулма тивет. Пирĕнпе тĕл пулнă кун та вăл кӳршĕ яла пĕрисен йыттине операци тума васкарĕ.
- Институтра пире ветеринар сиплет, анчах укçа илмест тесе вĕрентетчĕç. Юлашки вăхăтра самана пачах урăхла правилăпа пурăнма хистет. Кашни ĕç тӳлевлĕ пулмалла. Эпĕ таврари ялсенчи çынсен хуçалăхĕсенчи вылăх-чĕрлĕхне сиплесси хамăн тивĕç тесе шутлатăп. Самана улшăннишĕн чĕрчун айăплă мар. Выльăх тухтăрĕн те çын тухтăрĕ пекех психолог пулмалла. Выльăх чирлесен малтан хуçине лăплантарма, кайран сиплев ĕçне пикенме тивет, - тет вăл.
 
: 605, Хаçат: 17 (1366), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: