Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Апрелĕн 21-мĕшĕнче Кĕнеке керменĕ-нче – Ульяновск облаçĕнчи Наука библиотекинче — «Симбирская книга-2015» ятлă Раççей шайĕнчи кĕнеке курав-конкурсĕ вĕçленчĕ.
Вăл кăçал 13-мĕш хут пулчĕ, вунă кун пычĕ. Çак тапхăрта кĕнеке хăтлавĕсем, тĕрлĕ тĕлпулусем иртрĕç.
Мероприятисене вĕçлеме пирĕн хулана хисеплĕ хăна пулса «Пушкинская библиотека» фондăн директорĕ Марина Новикова килсе ç0итрĕ. Вăл пирĕн область çыннисене пĕлтĕр çĕнсе илнĕ çитĕнӳпе – «Чи нумай вулакан регион» ят -- саламларĕ. Çаплах Ульяновска «Литература хули» ят панине пĕлтерчĕ.
Курава тĕрлĕ хуласенчи 50 яхăн издательство хутшăнчĕ, вĕсем вулакансен умне 600 кĕнеке тăратрĕç. «Çулталăк кĕнеки» гран-прие вара «Ульяновская словесность: начало 21 века» антологи илме тивĕçлĕ пулчĕ. Унта Чĕмпĕр чăваш çыравçисен хайлавĕсем те пур, çав шутра «Канаш» хаçатра ĕçлекенсен те.
Çĕнтерӳçĕсене пурĕ 11 номинацире палăртрĕç.
«Канаш» хаçат та айккинче юлмарĕ ку пысăк мероприятирен. Вăл пĕлтĕр редакцире пухса хатĕрленĕ çак кĕнекесене тăратрĕ унта: «Тавах, çунатлă урхамахăм» (икĕ кĕнекерен тăрать, авторĕ Анатолий Ырьят), «Каснă чĕлĕ» (Елена Алексеева-Аксупи), «Чĕмпĕрти «Канаш» хаçат – 25 çулта» тата «Вут хӳре» (Николай Ларионов-Йĕлмел).
Курав-конкурса хастар хутшăннăшăн «Канаш» хаçата сертификат парса чысларĕç.
 
: 159, Хаçат: 17 (1366), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: