Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УОЧНКА йĕркеленипе чăваш общественноçĕ кашни çулах И.Я.Яковлевăн çуралнă кунĕнче унăн палăкĕ умне пуçтарăнать. Кăçал Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 168 çул пулчĕ.
Халăх нумай пуçтарăннăччĕ. Çанталăкĕ те уярччĕ. Уява УОЧНКА председательне пулăшаканĕ Ф.Т. Улендеева ертсе пычĕ. Вăл кĕскен Иван Яковлевич халăхшăн мĕнлерех пысăк пĕлтерĕшлĕ çын пулнине палăртса хăварчĕ. Унтан сăмах область правительствинчен килнĕ С.В.Паховские пачĕ.
- Иван Яковлева пула чăваш чĕлхи аталанса пырать. «Верьте в Россию, и она вам будет матерью»,- тесе вăл чăвашсене çеç мар, ытти халăхсене те туслă, килĕштерсе пурăнма ыйтса каланă. Украинăри пек начар лару-тăру ан пултăр тесен çак сăмахсене кашнин тĕпе хурас пулать,- терĕ вăл.
Хуламăрти 55-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вĕренекенсем (ертӳçи С.А.Марышева) Патриархăмăра халалласа чăвашла тата вырăсла çырнă сăвă йĕркисене пăхмасăр каларĕç.
Облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Н.В.Козлова тĕрлĕ халăхсен культурипе йăли-йĕркине облаçри ача сачĕсенчех ăса хывма тытăнни пирки каларĕ. Палăк умне шкул çулне çитмен шăпăрлансене илсе килменшĕн пăшăрханса калаçрĕ.
Область кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи В.И.Сваев çапла каларĕ:
- Эпир Иван Яковлев палăкне мĕнпурĕ кар тăрса лартма пултартăмăр. Паллах, область кĕпĕрнаттăрĕ С.И.Морозов нумай пулăшрĕ. Пысăк тав ăна уншăн. Паян палăк мĕнпур халăха пĕрлештерсе тăрать. Пирĕн кунта ачасене ытларах явăçтармалла. Мĕнлерех пысăк пĕлтерĕшлĕ çын пулнă Иван Яковлев – пĕлччĕр.
Облаçри чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ А.А.Мордовкин Патриархăмăр уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вăл пин-пин учителе вĕрентсе кăларнине палăртрĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н.Ларионов Иван Яковлев çырса хăварнă Халала Турă кĕнекипех танлаштарчĕ.
-Пирĕн пурсăмăрăн та çак Халала куллен вуламалла. Вуламалла çеç мар, куллен пурнăçа кĕртсе пымалла,- терĕ.
УОЧНКА хĕрарăмсен комитечĕн председателĕ Е.Л.Уресметова çак кун Иван Яковлевăн мăшăрне Екатерина Алексеевнана аса илни вырăнлă пулнине палăртрĕ:
-Вăл Иван Яковлевичпа пĕрле ĕçлесе, вĕрентсе пур енĕпе те пулăшса пынă, çемйине те упранă. Пирĕн те, чăваш хĕрарăмĕсен унран тĕслĕх илсе мăшăрсене пулăшса пымалла, ачасене, мăнуксене чăваш йăли-йĕркипе паллаштармалла, культура вучахне упраса пыма тăрăшмалла. Çемьере хĕрарăмран нумай килет.
Облаçри вĕренӳпе инноваци центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ В.А.Архипова ачасене наци чĕлхисене вĕрентес ĕçре Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пысăк пулăшу пани çинче пусăм турĕ.
Облаçри чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлешĕвĕ ятĕнчен Н.Г.Кондрашкин скульптор тухса калаçрĕ. Вăл чăвашсен паллă çыннисене халалласа çулсерен пĕрер палăк лартни пирки пĕлтерчĕ.
«Эревет» ансамбль ертӳçи С.П.Толстов Иван Яковлев чĕнсе каланă пек ентешĕмĕрсене пĕр-пĕринпе туслă пурăнма чĕнсе каларĕ.
Хисеплĕ Шурсухалăмăр, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни А.Ф.Ермилов-Юман Яковлев кунĕсене ирттереме хăçан тытăннине аса илчĕ.
-Вăл Чăвашкассинчен тытăнчĕ. Эпир ăна вырăнти хастарпа Мария Бикмендеевапа пуçласа ятăмăр. Унта сумлă хăнасене чĕннĕччĕ. Вара Шупашкарта Чăваш чĕлхи кунне çулсерен апрелĕн 25-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕç. Халĕ çак куна паллă тăвасси Чăваш Енре çеç мар, ытти регионсенче те йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çакă питĕ савăнтарать,- терĕ вăл.
УОЧНКА çамрăксен комитечĕн председателĕн çумĕ Яна Селендюкова УлППУра 2-мĕш курсра вĕренет. Вăл хăй сăмахĕнче Яковлев халалланă пек лайăх вĕренме, асламăшĕпе аслашшĕ вĕрентнĕ йăласене упраса пыма пулчĕ.
Тепĕр хисеплĕ шурсухалăмăр А.М.Богатов пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, Иван Яковлевпа пĕр кун çуралнă Николай Ларионова юбилей ячĕпе саламласа «Литературная газета» çырăнтарнă квитанци парнелерĕ.
Митинг хыççăн Иван Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пуçĕсене тайрĕç.
Унтан пурте чăваш чиркĕвне – Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕпе лартнă чиркĕве – çул тытрĕç. Унăн настоятелĕ Владимир атте Иван Яковлева асăнса кĕлĕ ирттерчĕ. Пухăннисем çуртасем лартрĕç, Владимир аттене тав турĕç.
 
: 192, Хаçат: 17 (1366), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: